Вторник, 21 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 257)

Вулавăшра кĕтетпĕр

Совет çарĕсене Афганистанран илсе тухнăранпа февралĕн 15-мĕшĕнче 32 çул çитет. Çак вăрçă суранĕ чылайăшĕн чĕринче. Хаяр та тискер Афган вăрçине Чăваш Енрен 5692 çын хутшăннă. 115 салтак вăхăтсăр куç хупнă, 272 çамрăк аманса таврăннă, вĕсенчен 131-шĕ сусăр пулса юлнă. Пирĕн районтан ку вăрçа 300 яхăн çамрăк хутшăнса интернационалла тивĕçе чыслăн пурнăçланă.

Подробнее

Пурнăçа чĕререн юратсан – Çитĕнÿ те, телей те пур сан

Вера Ивановна Васильева районти выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарас ĕçре тивĕçлĕ тÿпе хывнă. Çакна паян ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисемпе тĕп специалистсем те çирĕплетсех калама пултараççĕ. 26 çул Елчĕк район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн тĕп зоотехникĕ пулса вăй хунă вăл, пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ вара тата ытларах. «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ зоотехникĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ.

Подробнее

Хамăр пирки пĕлтерер мар!

Мошенниксем çинчен илтмен çын çук та пулĕ, мĕншĕн тесен вĕсен усал серепине лекекенсен шучĕ çулсерен ÿссе пырать. Çĕнĕрен те çĕнĕ ултав меслечĕсем шыраса тупаççĕ преступниксем, вĕсенчен ачасем хур тÿснĕ тĕслĕхсем те сахал мар. Телефонсем çине СМСпа «Манăн пысăк чăрмавсем, ман номер çине укçа хур. Ман патăма ан шăнкăравла, кайран ăнлантарса парăп»,

Подробнее

Вĕренÿ службăсене тĕрĕслерĕ

Елчĕкри 44 номерлĕ пушар хурал чаçĕ йĕркеленипе Елчĕкри А.В.Игнатьев ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен «Улăп» спорт шкулĕнче пушара хирĕç кĕрешес тата инкеке лекнисене пулăшас енĕпе вĕренÿ иртнĕ. Меропрятин тĕп тĕллевĕ – ăнсăртран пушар пулас пулсан инкеке сирсе ярассишĕн яваплă подразделенисем, спорт шкулĕнчи персонал хăйсен ĕçне мĕнле йĕркеленине тĕрĕслесси пулнă. Медицина, полици, пушара хирĕç кĕрешекен,

Подробнее

Çул-йĕр ярăнмалли вырăн мар!

Елчĕк районĕнче кăçал 2 ДТП регистрациленĕ. Вĕсенче 4 çын аманнă. Инкексен тĕп сăлтавĕсем – водительсемпе çуран çÿрекенсем тимлĕ пулманнинче, çул-йĕр правилисене пăхăнманнинче. Хисеплĕ çул-йĕр участникĕсем! Хальхи вăхăтра çул-йĕр пăрлак пулнине шута хурса сире уйрăмах тимлĕ пулма, пĕр-пĕрне хисеплеме тата упрама ыйтатпăр. Водительсем! Сирĕн аллăрта руль тата ыттисен пурнăçĕ. Çуран çÿрекенсем çул урлă каçакан

Подробнее

Хĕç-пăшал пухатпăр

Тĕрлĕ лару-тăрура уйрăм çынсем килте саккунсăр майпа упракан хĕç-пăшала, çурăлакан тата сирпĕнекен хатĕрсем тытни çиеле тухать. Йĕркене пăхăнманнисене РФ Уголовлă кодексăн 222 статйипе 3 çул, 224 статйипе 1 çул таран ирĕк прависĕр хăварма пултараççĕ. Раççей Федерацийĕн саккунĕсемпе килĕшÿллĕн, хĕç-пăшала хăйсен ирĕкĕпе паракансене уголовнăй яваплăхран хăтараççĕ. Çакăншăн вĕсене укçа-тенкĕ парса хавхалантарассине те

Подробнее

Ултавшăн явап тыттараççĕ

Пĕр-пĕр вырăна взрыв хатĕрĕ хуни пирки пĕлтерекен ултавлă шăнкăравсем час-час пулаççĕ республикăра. Паллă мар çынсем улталаса шăнкăравланине пула транспорт инфратытăмĕн, вокзалсемпе аэропорт, суту-илÿ çурчĕсенчен, кану комплексĕнчен çынсене эвакуацилеме тивнĕ. Ку мероприятисене пурнăçланă чух сахал мар укçа-тенкĕ тăкакланать, халăх сывлăхĕ хавшать. Чăваш Енре уголовлă кодексăн 207 статйипе хаклакан çак преступленишĕн тивекен айăплав çирĕп:

Подробнее

Олимпиадăра çĕнтернĕ

Хальхи вăхăтра шкул ачисен хушшинче пĕтĕм Раççейри олимпиадăсен регионти тапхăрĕ пырать. Январь вĕçĕнче тĕп хулари пултаруллă ачасемпе çамрăксен «Эткер» центрĕнче астрономипе олимпиада иртнĕ, унта 50 вĕренекен хутшăннă. Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕнче ăс пухакан Даниил Ловкин /11-мĕш класс/ асăннă олимпиадăра çĕнтерÿçĕ пулса тăнă.  

Подробнее

Йĕркене пăхăнман

Р. административлă тĕрĕслеврен пăрăннăшăн айăпланнă. Вăл Çĕнĕ Шупашкарти хула сучĕ йышăннă чарупа тивĕçсене пăхăнман. Колонинчен тухнă хыççăн гражданин тĕлĕшĕпе административлă тĕрĕслев çирĕплетнĕ, çавна май Р.-ăн 3 кун хушшинче Елчĕк районĕнчи полици уйрăмĕнче регистрациленмелле пулнă. Çавăн пекех унăн тĕрĕслекен органсене пĕлтермесĕр пурăнакан вырăнне улăштарма, каçхине 22 сехетрен пуçласа ирхине 6 сехетчен çуртран

Подробнее

Кĕнекепе тус-юлташлă пулар

Кĕçĕн класс ачисемпе ĕçленĕ май мана юлашки вăхăтра вĕренекенсем кĕнеке сахал вулани пăшăрхантарать. XXI ĕмĕр телевиденипе компьютер тапхăрĕ пулнă вăхăтра мĕн пĕчĕкренех ача-пăча пушă вăхăта ытларах экран умĕнче ирттерет. Вăл хăйĕн асамлă вăйĕпе ачана пĕтĕмпех хăй тыткăнне илет. Серепене лекнĕскер вăл кăнттамрах, чунсăртарах пулнине асăрхатăн. Унăн хавхалану туйăмĕ те сахал.

Подробнее