Суббота, 21 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 27)

Шăрăхра мĕн тумалла?

Шăрăх çанталăкра ватăсемпе ачасем, чирлĕ çынсем анчах мар, çамрăксем те хăйсене канăçсăр тытаççĕ. Хĕвел çинче вăрах вăхăт çỹрени организмшăн сиенлĕ. Чылай чух хĕвел ỹте пĕçертсе илме е çын хĕрỹ хĕвелтен тата шайсăр ăшăран инкек тỹсме пултарать. Çапла ан пултăр тесен хăш та пĕр ансат йĕркесене пăхăнар. Шăрăхра кăнтăрла 11 сехетрен пуçласа каçхине

Подробнее

Ачасем тимлĕхре пулччăр

Каникул кунĕсенче ачасем ашшĕ-амăшĕ ĕçре пулнă май чылай чух тимлĕхсĕр юлаççĕ. Ача инкеке лексе шар курни, суранланни, унран та хăрушăраххи - пурнăçран уйрăлни - калама çук пысăк инкек. Çакăн евĕр синкерсем ан пулччăр тесен пирĕн, аслисен, питĕ тимлĕ пулмалла, вĕсене мĕн пĕчĕкрен хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнма хăнăхтармалла, кил-çуртра та, урамра та

Подробнее

«Финанс пĕлĕвĕ»

ятпа округри тĕп вулавăшра час-час калаçу иртет. Унта уйрăмах аслă ăрури вулакансем хутшăнаççĕ. Вĕсене коммуналлă тỹлевсене, тĕрлĕ пулăшусене онлайн мелпе тỹлеме те вĕрентеççĕ кунта. Çакăн евĕр тĕл пулусенче финанспа çыхăннă ытти ыйтусене те хускатаççĕ.

Подробнее

Хор ертỹçи кĕнеке кăларнă

Шупашкарти "Çĕнĕ вăхăт" типографире Патреккел халăх хорĕн хормейстерĕн, Чăваш АССР тата РСФСР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Геннадий Борисовăн "Манăн пурнăç юррисем" кĕнеки пичетленсе тухнă. Çитмĕл страницăллă, 300 тиражлă издание Геннадий Арсентьевич хăй тĕрлĕ çулсенче çырса кĕвĕленĕ юрăсем кĕнĕ. Çавăн пекех хăш-пĕр сăвăçсен хайлавĕсене те юрра хывнă. Малтанхи пайра автор тăван ялĕн

Подробнее

Портновсем — пĕрремĕш!

Елчĕкри Денис Владимировичпа Елена Николаевна Портновсен çемйи - округра физкультурăпа спортра чи ырă тĕслĕх кăтартакансем. Вĕсем тата Давидпа Артур ывăлĕсем - тĕрлĕ спорт тĕсĕпе иртекен ăмăртусен çĕнтерỹçисем е призерĕсем. Республика кунĕнче тĕп хулари "Олимпийский" стадионта Чăваш Ен Пуçлăхĕн призĕсене çĕнсе илессишĕн йĕркеленĕ "Спорт çемйи" фестивальте те тепĕр хутчен çирĕплетнĕ çакна. Çемьесем çăмăл

Подробнее

Çарпа патриот вăййисенче

Ачасен сывлăхне çирĕплетекен "Звездочка" лагерьте иртнĕ çарпа патриотла вăйăсен республикăри финалĕнче округ чысне Елчĕкри вăтам шкулăн çамрăк армеецĕсем хỹтĕленĕ. "Зарница" ушкăнра вĕсем 7-мĕш вырăн йышăннă. Уйрăм ăмăртусенче (1000 метра тата 60 метра чупассипе, пĕр вырăнтан тăршшĕне сикессипе) призерсен йышне кĕнине те палăртмалла. "Орленоксен" йышĕнче çĕнсе илнĕ позици - 10-мĕш. Уйрăм зачетсенчи кăтартусем

Подробнее

Кăмăлпа хутшăннă

Çирĕклĕ Шăхалĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта ГТО комплексĕн нормативĕсене парăнтарассинче пуçламăш классенче вĕренекенсем те харсăр. Каникула пăхмасăр 14 шăпăрлан çак кунсенче пĕтĕмпе тăхăр тест витĕр тухнă. Виçĕ ỹсĕме кура кăмăлтан вĕçленĕ вĕсене. Халĕ ĕнтĕ значоксемпе удостоверенисене кĕтесси çеç юлать.

Подробнее

«Хаçат çырăнмасăр ан юл!»

Пĕчĕк шалу паян никама та, уйрăмах çамрăксене, тивĕçтермест. "Эпир, почтальонсем, укçи пысăках мар пулин те, çỹретпĕр-ха", - çак сăмахсемпе пуçлать почтальонсен пысăк пайĕ калаçăва. Шалу чакни почтальонăн ĕç кунне кĕскетнипе, чылай çул каялла Раççей почти оптимизаци ĕç-хĕлне пуçарнипе çыхăннă. Çавна май почтальонсен шучĕ чакрĕ, хаçат-журнала вулакан патне çитерес ыйту çивĕчленчĕ, йывăрлăхсем

Подробнее

Эпир — пĕр тымартан

Историрен çакă паллă. Чăвашсен, тутарсен, ытти хăш-пĕр халăхăн пин-пин çул каялла пĕр кил, пĕр чĕлхе пулнă. Пирĕн мăн асатте-асаннесем çума-çумăн пурăнса пĕр çулпа утнă. Самана кустăрми халăхсене пĕр-пĕринчен уйăрса тĕнчипе салатнă, çапах вĕсем пурте хăйсен йăли-йĕркине, культурине, нацилĕхне упраса хăварма пултарнă. Халĕ те халăхсене ĕмĕртен ĕмĕре çырăнса пынă истори çыхăнтарать.

Подробнее

Кил хуçисем вăйлăрах

Пушар хăрушсăрлăхĕшĕн тимлекенсен яланах сыхă пулмалли паллă-ха. Çав вăхăтрах вĕсен профессийĕ вăр-варлăха питĕ çирĕп ыйтать. Елчĕкри 44-мĕш номерлĕ пушар чаçĕ территори пайĕсенчи пушар хурал чаçĕн подразделенийĕсене тата ирĕклĕ пушар дружинисен ĕçне те тивĕçлипе йĕркелес, вĕсене яланах хатĕррисен ретĕнче тытса тăрас тĕлĕшпе чылай ĕç тăвать. Çулсерен вĕсен хушшинче "Округри чи лайăх пушар

Подробнее