Среда, 25 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 64)

Нушаллă пурнăç халĕ те асрах

Çирĕклĕ Шăхалĕнчи ватă тата сусăр çынсен стационар пулăшăвĕ паракан уйрăмĕнче тĕрлĕ шăпаллă çын хỹтлĕх тупнă. Луиза Порфирьева (хĕр чухнехи - Зайцева) пирĕн пата килни нумаях мар-ха. Типтерлĕ, сăпайлă, сăмаха ытлашши ваклама юратман хĕрарăм вăл. Сăн-питĕнчен те курăнать - пурнăçĕ çăмăл пулман унăн. Луиза Петровна Тăрмăш ялĕнче 1940 çулхи нарăс уйăхĕн 10-мĕшĕнче çуралнă.

Подробнее

Театр аксакалĕ — 100 çулта

Олег НИКОЛАЕВ,Чăваш Республикин Пуçлăхĕ: "Чăваш театрĕн легендипе - Вера Кузьминăпа эпир мăнаçланатпăр. Эпĕ, Вера Кузьминична пекех, хам чăваш пулнишĕн мăнаçланатăп". Чăваш сценин çăлтăрĕ, СССР халăх артистки Вера Кузьмина пурăннă пулсан чỹк уйăхĕн 16-мĕшĕнче пĕр ĕмĕрлĕх çуралнă кунне паллă тумаллаччĕ. Тăвай округĕнчи Енĕш Нăрваш хĕрĕ хăйĕн пĕтĕм пурнăçне чăваш театрне халалланă - пурĕ 74

Подробнее

Ĕçпе сумлă санăн яту

Республика шайĕнче палăрнă, нумай çул пысăк должноçсенче тимлекен Çĕнĕ Пăвари Викторовсен ачисем - Олег Николаевич тата Владимир Николаевич çинчен округ хаçатĕнче çырни, хутран-ситрен пулин те, тĕл пулать. Анчах вĕсен хĕрĕ, Федераци казначействин Чăваш Республикинчи управленийĕн ертỹçи пулса ĕçлекен Олимпиада Николаевна Ананьева пирки хаçатра сăмах хушманпа пĕрех. Хальхинче ун пирки аса

Подробнее

Онкоцитологи. Мĕн вăл?

Владимир ПУТИН, Раççей Федерацийĕн Президенчĕ: - Паян сывлăх сыхлавĕн тытăмĕн тухăçлăхĕ Раççей халăхне упраса хăварас тĕлĕшпе пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çавна май медицина учрежденийĕсен вăй-хăватне ỹстерсе пыратпăр, ăсчахсене, наукăпа практика центрĕсене пулăшатпăр, промышленноçа диагностика тата ытти оборудованисене туса кăларма тĕрев паратпăр. Тĕллев - медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерессине лайăхлатасси, пахалăхне ỹстересси. Пирĕн çĕршыв гражданĕсем лару-тăру

Подробнее

Хамăр çинчен кăна шутламалла мар…

Юнкун республикăра, вăл шутра Елчĕк муниципалитет округĕнче те Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусене тĕп вулавăшра пуçтарăннă май тишкерчĕç. Чăваш Республикинче медицина пулăшăвĕн тухăçлăхне тата пахалăхне ỹстересси çинчен Елчĕкри тĕп больницăн тĕп тухтăрĕ Надежда Уркова тĕплĕ каласа пачĕ. Сывлăх сыхлавĕн ĕçне чăннипех çапла йĕркелеме округра майсем çителĕксĕр мар. Поликлиника,

Подробнее

Ялсен малашлăхĕ пур

Çирĕклĕ Шăхаль территори пайĕ 7 яла пĕрлештерсе тăрать. Пĕтĕмĕшле çĕр лаптăкĕ 7628 гектарпа танлашать. Пурĕ 1063 хуçалăх кунта, 432-шĕнче пурăнмаççĕ. Территори пайĕнче 3 культура çурчĕ, 3 библиотека, 1 шкул, 1 врач амбулаторийĕ, 3 фельдшерпа акушер пункчĕ. Çавăн пекех Çирĕклĕ Шăхаль ялĕнче аслă ỹсĕмрисене тата инвалидсене хỹтлĕхпе тивĕçтерекен 1 стационар уйрăмĕ

Подробнее

Çемье телейĕ — килĕшỹре

Хальхи çамрăксенчен чылайăшĕ хулара пурăнма ĕмĕтленет. Ялсем вара ватăлсах пыраççĕ. Хăвăлçырма ялĕнче чи çамрăк çемьесен шутне Андрейпе Ирина Шкаповсене кĕртме пулать. 2006 çулта чăмăртаннă çемье яла пурăнма юлнишĕн пĕрре те ỹкĕнмест. Атте-анне сывă, кермен пек çурт-хуралтă, виçĕ шăпăрлан çумра. Тата мĕн кирлĕ пурнăçра? Шкаповсен кил-йышĕнче виçĕ ăру пурăнать. Чи хисеплисем, паллах, асламăшĕпе

Подробнее

Çулсем иртсен те унăн ячĕ манăçмасть

Аслă Елчĕк ялĕн мухтавлă ывăл-хĕрĕсен йышĕнче парти тата совет органĕсенче тỹрĕ кăмăлпа вăй хунă, производство организаторĕ, Ленин ячĕпе хисепленекен колхоза 1979-1990 çулсенче ăнăçлă ертсе пынă Василий Андреевич Горшков сумлă вырăн йышăнать. Вăл çуралнăранпа кăçалхи ноябрĕн 21-мĕшĕнче шăпах 100 çул (1923 ç.ç) çитет. Василий Горшков 1940 çулта Аслă Елчĕкри вăтам шкултан вĕренсе

Подробнее

Икĕ Артемăн — пĕр тĕллев

Вĕренỹ çулĕн иккĕмĕш чĕрĕкĕ те пĕр тăхтавсăр малалла васкать. Сисместĕн те, акă, патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсем çитĕç. Çирĕклĕ Шăхалĕнчи вăтам шкулти 11 класра пĕлỹ илекенсем тĕп тĕрĕслеве хатĕрленессине округри предмет олимпиадисенчен пуçланă - иртнĕ çулхи пекех малтисен йышне кĕме ĕмĕтленеççĕ вĕсем. Паллах, пулас професси пирки шутлама та ир мар. Класри 8 вĕренекенрен икĕ

Подробнее

Пултаруллă вĕренекенсем

Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕнчи 11-мĕш класра вĕренекенсемпе тĕл пулма тỹр килчĕ нумаях пулмасть. Эпир килнĕ тĕле чăваш чĕлхипе литература, этика тата çемье пурнăçĕн психологийĕ предметсене вĕрентекен Нина Леваян урокĕ вĕçленнĕччĕ. Нина Аркадьевна пире çак класра вĕренỹре малта пыракан, предмет олимпиадисене тата тĕрлĕ конкурссене хастар хутшăнакан, пурнăçа чун-чĕререн юратакан, илеме чунпа туякан пултаруллă

Подробнее