Суббота, 19 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 667)

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне тата чăваш халăхне янă Çырупа паллаштарнă

Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне яракан çулленхи Çырупа паллаштарнă. Çырăва итлеме Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, республикăн ĕç тăвакан влаç органĕсен, федерацин территори органĕсен, муниципалитетсен ертỹçисем, тĕн, общество организацийĕсен представителĕсем, Чăваш Енри предприятисемпе организацисен ертỹçисем хутшăннă. Çав шутра Елчĕк район делегацийĕ те пулнă. Ушкăна район

Подробнее

Çырăва сỹтсе яватпăр

Николай МИЛЛИН, Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ: - Республика Пуçлăхĕ Чăваш Ен Правительствин, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен, предприятисемпе организацисен ĕç-хĕлне тĕплĕн çутатса пачĕ, пуласлăх тĕллевсене палăртрĕ. Михаил Игнатьев Раççей Президенчĕ Владимир Путин Чăваш Республикине инвестици тытăмĕнче пысăк стандартсемпе ĕçлекенсен, малта пыракан регионсен шутне кĕртнине аса илтерчĕ. Раççейре 85

Подробнее

Кашниех хăйĕн Президенчĕшĕн алă пусать

Ытти регионти пекех, Чăваш Енри районсемпе хуласенче те Раççей Президенчĕ пулас текен вăл е ку кандидатшăн алă пусма пултараççĕ. Вĕсене волонтерсем ятарлă пунктсенче кĕтеççĕ. Çакнашкал пунктсене хуласенче халăх йышлă пухăнакан-çỹрекен вырăнсенче йĕркеленĕ. Ялсенчи волонтерсем вара килсерен çỹреççĕ. Волонтерсем суйлавçăсен хушшинче нимĕнле агитаци те ирттермеççĕ, алă пусни мĕн тума кирлине аса

Подробнее

Шыва кĕмелли вырăнсем

Православи тĕнне ĕненекенсем январĕн 19-мĕшĕнче Христос Туррăмăр шыва кĕнине паллă тăваççĕ. Турра ĕненекенсемшĕн Кăшарни чи пĕлтерĕшлĕ 12 уявран пĕри. Район çыннисем çак кун Аслă Таяпари, Хăвăлçырмари, Тĕмерти, Элпуçри, Яманчỹрелĕнчи, Лаш Таяпари, Елчĕкри çăлкуçсемпе пĕвесенче шыва кĕрсе хăйсен чунне, ỹт-пĕвне тасатма пултараççĕ.

Подробнее

Йăла-йĕркене манмаççĕ

Сурхурие ĕлĕкренех кун ỹсме пуçласан ирттернĕ. Вăл Кăшарничченех тăсăлнă. Çак уява паян та ялти культура çурчĕсенче анлă паллă тăваççĕ. Ĕлĕкхи ырă йăлана пăрахăçа кăларас мар тесе Курнавăшри, Патреккелĕнчи, Кĕçĕн Таяпари, Ĕнелĕнчи культура ĕçченĕсемпе ачасем, фольклор ушкăнне çỹрекенсем хаваслă вăйăсем йĕркеленĕ. Çамрăксем килрен-киле шаккаса çỹресе "мăшăр" шыранă, юмăç янă, кил хуçи

Подробнее

Çĕрпе перекетлĕ те тухăçлă усă курмалла

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин район администрацийĕн структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттернĕ черетлĕ канашлура район шайĕнчи çивĕч ыйтусене пăхса тухнă. Çĕнĕ çул, Раштав уявĕсем хыçа юлчĕç. Йăлана кĕнĕ тăрăх, районти предприятисемпе организацисем, ял тăрăхĕсенчи уйрăм çуртсенче пурăнакансем урамсене, çуртсене, тĕп лапамсене Çĕнĕ çул илемĕпе асамĕ кĕртессипе çыхăннă

Подробнее

Скандинави мелĕпе утатпăр

Пĕлтĕр-виçĕм çул кăна-ха пиртен чылайăшĕ икĕ алăра икĕ патак - йĕлтĕрпе ярăнмалли е аптекăранах туяннине тытса, тĕп çул хĕррипе е çынсем сахалтарах çỹрекен вырăнта пĕр васкамасăр, тепĕр чухне хыпалансах утакансене курсан: "Ăçта каяççĕ-ши кусем е мĕн тăваççĕ-ши?" - тесе пĕр-пĕринчен ыйтакансем пурччĕ. Халĕ ун вырăнне: "Çав патаккисене ăçта туянмалла-ши?" -

Подробнее

Асăрхануллă пулар

Турă йĕркипе илсен, Кăшарни уявĕнче вакă касса пăрлă шыва кĕни усăллă тетпĕр пулин те, тухтăрсем каланине, хăш-пĕр асăрхаттарусене шута илмелле. Ватă çынсен анчах мар, çамрăк çынсен юн тымарĕсем те чылай чухне сивĕ шыва чăтаймасса пултараççĕ. Мĕншĕн тесен вĕсем çакăн валли ятарласа хатĕрленмен. Тепĕр чухне сывă çын кĕтмен çĕртенех сывлайми пулма,

Подробнее

Шахмат вăййи ачасен ăс-тăнне çирĕплетет

РФ Вĕрентỹ министрĕ Ольга Васильева Раççейри мĕн пур шкулта шахмат кружокĕсене йĕркелеме кирлине, çак вăййа ачасене кĕçĕн классенчен тытăнсах хăнăхтарасси пирки палăртса калать. Унăн шухăшĕсене ырласа йышăнатăп. Шахматла выляни ачасен ăс-тăнне аталантарать кăна мар, психикăна çирĕплетме те пулăшать, дисциплинăна йĕркелеме, чăтăмлă пулма вĕрентет. Хăй пурнăçĕнче çын темĕнле йывăрлăхпа та тĕл пулма

Подробнее

ЧР Пуçлăхĕн стипендиачĕ

Елчĕк тăрăхĕнче пултаруллă çамрăксем йышлă. Вĕсенчен чылайăшĕ çулсеренех ЧР Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн сумлă стипендине тивĕçеççĕ. Кăçалхи стипендиатсем хушшинче А.В.Игнатьев ячĕллĕ "Улăп" физкультурăпа спорт комплексĕн инструкторĕ Александр Купташкин та пур. Александр Петрович икĕ аслă пĕлỹ илнĕ. Пĕрремĕш профессипе вăл - экономист. Квалификацине ỹстернĕ хыççăн спорт комплексĕнче инструктор пулса ĕçлеме пуçланă. Икĕ

Подробнее