Пятница, 18 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 674)

Юрлакан çын илемлĕ

Çĕнĕ Пăвари культура çурчĕ çумĕнчи "Илем" ушкăна çỹрекенсем ял çыннисене кăна мар, районти куракансене те хăйсен пултарулăхĕпе тыткăнлаççĕ. Альбина Емельянова ертсе пыракан ушкăн районти смотр-конкурссенче, фестивальсенче, Акатуйра илемлĕ юрă-ташăпа тыткăна илет. "Илеме" çỹрекенсен йышĕнче ялти тĕрлĕ професси çыннисем. Чылайăшĕ тивĕçлĕ канура пулсан та кăмăлтанах сцена çине тухаççĕ. Чăваш тумне тăхăннăскерсем

Подробнее

Çỹхе пăртан асăрханар

МЧС ĕçченĕсем хальхи вăхăтра юхан шывсем çирĕп шăнса çитейменнине хыпарласа халăха çỹхе пăр çине кĕме юраманни пирки асăрхаттараççĕ. Сывлăш температури 0 градус тăнă чухне пăр çирĕплĕхĕ 30 градус сивĕ чухнехипе танлаштарсан 10-15 хут "вăйсăртарах". Пăр хулăнăшĕ пур çĕрте те пĕр пек мар. Çыран хĕрринче, шыв вăйлă юхакан, çăлкуç тапакан вырăнсенче

Подробнее

Мини-футболла вылянă

Иртнĕ вырсарникун "Улăп" сывлăха çирĕплетекен спорт комплексĕнче ял тăрăхĕсен командисем мини-футболла вылянă. Ăмăртăва Елчĕк, Аслă Пăла Тимеш, Лаш Таяпа, Курнавăш тата Тăрăм ял тăрăхĕсен командисем хутшăннă. Пĕрремĕш вырăна Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕн команди çĕнсе илнĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Елчĕксемпе Курнавăшсем тухнă. "Чи лайăх тапăнса вылякан" ята Александр Мижеров (Лаш Таяпа),

Подробнее

Вăрлăхне кура çимĕçĕ

Вăрлăх пирки сăмах пуçарма вăхăтлах мар та тен: пахча çимĕçе пухса кĕртнĕ, калча ỹстерме вара иртерех-ха. Çапах та ку тавар çулталăкĕпех сентре çинчен татăлмасть. Илемлĕ хутаçсем, акă, паян та куçа илĕртеççĕ. Анчах хăшне туянмалла? Вăрлăх енĕпе ирттернĕ тĕрĕслевсен кăтартăвĕсем иккĕленме хистеççĕ. Мĕнле сорт-ши? Россельхознадзорăн республикăри тата Ульяновск облаçĕн управленийĕн аслă

Подробнее

Тĕп тĕллев — граждансен тупăш пайне ỹстересси

Декабрĕн 14-мĕшĕнче РФ Президенчĕ Владимир Путин черетлĕ вун виççĕмĕш пресс-конференци ирттерчĕ. Унта, çулталăка пĕтĕмлетессине халалланăскере, çĕршыври (унта Чăваш Енри массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсем те хутшăннă) тата ют çĕршыври 1,6 пин ытла журналист аккредитациленни чăн рекорд пулчĕ. Хальхинче тĕлпулу 3 сехет те 50 минута тăсăлчĕ (чи нумай вăхăт 2008 çулта пулнă,

Подробнее

Этем кун-çулĕ çырăнса пырать

Кăçал ЗАГС органне йĕркеленĕренпе 100 çул çитрĕ. Историе илес пулсан, граждан тăрăмĕн акчĕсем малтанах метрика хучĕсенче çырăннă. Вăл Раççейре 250 çул каяллах ĕçе кĕнĕ. 1702 çултах I Петр патша прихутсенчи пачăшкăсене ача çуралнине, çын вилнине кашни эрнерех çырса пыма хушнă. Чиркĕве патшалăхран уйăракан декрета йышăниччен граждан тăрăмĕн акчĕсене Теччĕ уесĕнчи

Подробнее

Нушине куртăмăр, авăнмарăмăр пур пĕрех

Пирĕн, вăрçă ачисен, ачалăх çăмăл килмерĕ. Атте, Зиновий Леонтьевич Квасов, 1942 çулхи май уйăхĕнче Аттелĕхĕн аслă вăрçине тухса кайнă та унтан таврăнаймарĕ. Виçĕ пĕртăван тăлăха тăрса юлтăмăр. Вăрçă вăхăтĕнчи ачасем мĕн пĕчĕкрен ĕçе кỹлĕннĕ. Ир тăрсанах хире ĕçлеме тухаттăмăр. Пучахсем пуçтараттăмăр. Ĕç хыççăн вара пире колхоз столовăйĕнче вĕри апат çитеретчĕç.

Подробнее

Электрон мелĕпе

Чăваш Республикинчи ШĔМĕн районсем хушшинчи "Комсомольский" уйрăмĕн Елчĕк районĕнчи полици пайĕн миграци пункчĕ граждансене документсене хатĕрленĕ чухне патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕпе усă курма сĕнет. Электрон мелĕпе усă курас тесен чи малтанах пĕрлехи портал (www.gosuslugi.ru) урлă заявлени çырса регистрациленмелле. Патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕпе усă курса Раççей Федерацийĕн гражданинĕн

Подробнее

Раççей — мăнаçлă çĕршыв

Раççей çар историйĕнчи паллă кунсем çĕршывăмăрăн мăнаçлăхне тата никама пăхăнманлăхне палăртаççĕ. 1788 çулхи декабрĕн 17-мĕшĕнче Потемкин княç ертсе пыракан вырăс çарĕсем Турцин Хура тинĕс хĕрринчи Очаков крепоçне туртса илнĕ. 1914 çулхи декабрĕн 23-мĕшĕнче II Николай патша Указĕпе "Илья Муромец" самолетсен эскадрине туса хунă. Раççейри Инçет авиаци кунĕ. 1790 çулхи декабрĕн 24-мĕшĕнче Суворов

Подробнее

«Тỹрĕ лини» йĕркелет

Декабрĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикин Юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министерстви граждансене тỹлевсĕр юридика пулăшăвĕ парассипе, патшалăх граждан службипе тата ытти темăсемпе çыхăннă ыйтусемпе "Тỹрĕ лини" йĕркелет. Çавна май асăннă темăпа çыхăннă ыйтусем пулсан республикăра пурăнакансем çак кун 10 сехетрен пуçласа 12 сехетчен (8352) 64-20-70, 62-33-53, 64-20-70, 64-21-30 номерлĕ телефонсемпе шăнкăравлама пултараççĕ.

Подробнее