Пятница, 18 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 677)

Справка илес тесен

Çын судпа айăпланнине е айăпланманнине çирĕплетекен справка ытларах патшалăх тата муниципалитет органĕсенче тăрăшакансене кирлĕ. Çакăн евĕр справкăна çавăн пекех патшалăх тата муниципалитет органĕсем те час-часах ыйтаççĕ. Пирĕн районта пурăнакансем хăйсем судпа айăпланнине е айăпланманнине çирĕплетекен справкăна Чăваш Республикин ШĔМĕн Комсомольскинче вырнаçнă муниципалитетсем хушшинчи "Комсомольский" уйрăмĕнчен (заявленисене кашни кунах 9 сехетрен

Подробнее

Пурнăçран хакли çук

Район администрацийĕнче тулашри сăлтавсен вилеслĕхне чакарас ыйтусене тишкерсе ведомствăсен хушшинчи канашлу пулса иртнĕ. Унăн ĕçне Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕн çумĕ А.Кизилев, пай пуçлăхĕ В.Дубов, район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Л.Левый, районти тĕп больницăн тĕп врачĕ Н.Уркова, районти ачасен прависен уполномоченнăйĕ Г.Уфукова, район прокурорĕн пулăшуçи К.Яндимиркина, Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви

Подробнее

Коррупци çулне пỹлмелле

Раштав уйăхĕн 9-мĕшĕ - коррупцие хирĕç кĕрешмелли пĕтĕм тĕнчери кун. ЧР Следстви управленийĕн Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви пайĕ коррупцие хирĕç кĕрешесси тата çакăн евĕр преступленисен çулне пỹлесси тĕп тĕллевсен шутĕнче пулнине палăртать. Ку енĕпе следстви пайĕн ĕçченĕсем йĕрке хуралĕн ытти органĕсен ĕçченĕсемпе пĕрле сахал мар ĕç пурнăçлаççĕ. Коррупци ĕçĕ-хĕлĕ пирки хыпарлакан

Подробнее

Тĕрĕслесех тăрăпăр

Елчĕк район прокуратури коррупцие хирĕç кĕрешмелли саккунсене пăхăннине тĕрĕслесех тăрать. 2017 çулта коррупцие хирĕç кĕрешессипе çыхăннă саккунсене, патшалăх тата муниципалитет службисем çинчен калакан йĕркесене мĕнле пăхăннине тĕрĕсленĕ май саккуна пăхăнман 48 тĕслĕхе тупса палăртнă. Йĕркене пăснă тĕслĕхсемпе 28 хирĕçлев, 14 асăрхаттару тăратнă, должноçри 9 çынна дисциплина тĕлĕшĕнчен явап тыттарнă, прокурор

Подробнее

Сĕт хакĕ тивĕçтерет-и?

Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерстви республикăри хушма хуçалăхсенчен туянакан сĕт хакне сăнасах тăрать. Раштав уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне халăхран 1 килограмм сĕте вăтамран 19,5 тенкĕпе пуçтарнă. Чĕр тавар хакĕ сезонран килет. Çу кунĕсенче, сĕт нумай чухне, вăл йỹнелет, кĕрхи-хĕллехи тапхăрта вара ỹсет. Хака пахалăх та витĕм кỹрет. Чăваш Енри патшалăх ветеринари

Подробнее

Çĕнĕ витесенче пысăк хастарлăхпа

"Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕнче ĕçе тухăçлă йĕркелесси тата тивĕçлĕ шайри продукци туса илесси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çак тĕллевпе çулсеренех пăру витисене модернизацилес инвестици проекчĕсене ĕçе кĕртсе пыраççĕ. Хуçалăх иртнĕ çул хăйĕн укçи-тенкипе икĕ витене модернизациленĕ. Питтĕпелĕнче 150 пуç пăру, Кавалта 96 пуç сăвăнакан ĕне витисене хута янă. Нумаях

Подробнее

Ачалăха хỹтĕлесси — тĕп вырăнта

Ытларикун Елчĕке республикăри "Чăваш Ен - ачалăха хỹтĕлессишĕн" автокараван килсе çитнĕ. Ачасем - пирĕн пуласлăх. Ачалăха, вĕсен прависене хỹтĕлессине, çемьесене май килнĕ таран пулăшу кỹрессине патшалăх пысăк тимлĕх уйăрать. Автокаравана йывăр лару-тăрăва кĕрсе ỹкнĕ çемьесенче çитĕнекен ачасене пулăшас тĕллевпе йĕркеленĕ. Елчĕкри искусство шкулĕнче иртнĕ çак пĕлтерĕшлĕ мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш

Подробнее

Илем чуна çĕклет

Умра - Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсем. Вĕсене пиртен кашниех савăнăçлă кăмăл-туйăмпа кĕтсе илме хатĕрленет. Елчĕкри предприятисемпе организацисем уява хатĕрленсе хăйсен территорийĕсене капăрлăх кỹме пуçларĕç те ĕнтĕ. Валерий Изратов уйрăм предприниматель, сăмахран, "Водолей" лавкки умне чăрăш вырнаçтарма тата юртан кỹлепесем туса хума ĕлкĕрнĕ те. Елчĕкри 44-мĕш номерлĕ аптека территорийĕ те

Подробнее

Çынна ĕç илем кỹрет

Кушкă ялĕнчи Петр Васильевич Хмелев пурнăçа тăван ялпа çыхăнтарнă. Кашни кун ирхине ирех тăрать пулин те ялта ĕçлесе кун кунланăшăн пĕрре те ỹкĕнмест вăл. Петя ялти шкултан вĕренсе тухсан Шупашкарти Чăваш патшалăх университетĕнче филологипе культура факультетĕнче ăс пухнă. Кунта вăл чăваш эстрада çăлтăрĕпе, Алексей Московскийпе, пĕр курсра вĕреннĕ, пĕр çул маларах

Подробнее

Асаттеçĕм, асатте…

Аслă Елчĕкри Валерий Егорович Савукова пирĕн тăрăхра палламан çын çук пулĕ. Ял çыннисем ăна Кĕлпук мучи тесе хисеплесе чĕнеççĕ. Вăл 28 çул хушши асаннепе, Валентина Петровнăпа, ялти культура çуртĕнче кино кăтартнă. Валерий Егорович ял çыннисем çинчен документлă кинофильмсем ỹкернĕ, вĕсене пухусенче кăтартнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче ялта радиоузел ĕçлеме пуçласан Валерий

Подробнее