Пятница, 18 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 678)

Ватлăхра та сатур

Тăван еншĕн, халăх ырлăхĕшĕн нумай çул тỹрĕ кăмăлпа, ырми-канми ĕçленипе ял-йыш умĕнче хисепе тивĕçнĕ çынсем кашни ялтах пур. Вĕсем пирки яланах ăшшăн, ырăпа аса илетĕн. Шуршу ялĕнче пурăнакан Михаил Иванович Такмаков - шăпах маттур та пуçаруллă çынсенчен пĕри. Михаил Иванович 1947 çулхи ноябрĕн 15-мĕшĕнче, Иван Никитовичпа Александра Михайловна çемйинче çуралнă.

Подробнее

Асра юлнă çул çỹрев

Районти ĕç ветеранĕсен пĕр ушкăнĕ Хусан хулине çул çỹреве тухрĕ. Пире районти социаллă хỹтлĕх пайĕ автобуспа тивĕçтерчĕ, çул укçине саплаштарма Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов пулăшрĕ. Хусанта Елчĕксене Аслă Пăла Тимеш ялĕнчи Владимирпа Мария Портновсен хĕрĕ, Марина Классен, кĕтсе илчĕ. Каярахпа пирĕнпе Марина Владимировна ятарласа тытнă экскурсовод хутшăнчĕ. Кремльпе

Подробнее

Наци стратегийĕ — ачасене хỹтĕлесси, тимлĕх уйăрасси

Чăваш Ен Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн пуçарăвĕсене ырласа йышăнчĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ пĕлтернĕ Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ çĕкленỹллĕ кăмăл-туйăмпа вĕçленет. Раççей Президенчĕ Владимир Путин çĕршыв демографи политикине лайăхлатас тĕллевпе ултă çул-йĕр палăртрĕ. Чăваш Ен ертỹçисем Президент каланисене хавхаланса йышăннипе пĕрлех ăна хăйсен хушăвĕсемпе те пуянлатрĕç. Ашшĕ-амăшне, паллах, ачана пăхса çитĕнтерес, воспитани,

Подробнее

Студент чухне паллашнă та…

Кашни ялтах çамрăксене ырă тĕслĕх кăтартакан çемьесем пур. Пултаруллă, общество пурнăçĕнче хастар, ачисене тивĕçлĕ воспитани парса, вĕрентсе анлă пурнăç çулĕ çине кăларакан ашшĕ-амăшĕ çинчен эпир паллаштарсах тăратпăр. Нумаях пулмасть кăçалхи "Çулталăкри çемье" районти конкурс çĕнтерỹçисемпе тĕл пулма тỹр килчĕ. Кивĕ Эйпеçри Нил Петровичпа Татьяна Федоровна Сусметовсем 27 çул пурнăçăн анлă

Подробнее

Район хаçатне — «Юман» лавккаран

Ырсамай тăрăхĕнче пурăнакансем "Елчĕк ен" хаçата Савиновсен "Юман" лавккинчен илсе тăраççĕ. - Хаçата тỹррĕнех редакцие килсе 240 тенкĕпе çырăнни, ăна кайран хаçат кунĕсенче "Юман" лавккана илсе килсе пани пирĕншĕн, аслă ăрури çынсемшĕн, питех те меллĕ, - хыпарлать ĕç ветеранĕ Римма Теллина. Елена Савиновăпа Елена Алексеева та тăван хаçатăмăр çывăх тус пулнине,

Подробнее

Чун хавалĕ иксĕлми

"Эпир чун туртнипе кунта çỹретпĕр. Хамăра ĕçе килнĕ пекех туятпăр. Тивĕçлĕ канăва тухсан килте ларасси вăл питĕ кичем. Пирĕн юрлас, ташлас, çынпа пĕрле савăнас килет", - пĕлтереççĕ централизациленĕ клубсен тытăмĕ çумĕнчи ветерансен "Туслăх" хорĕн участникĕсем. Çак ушкăн нумай çул ĕнтĕ тăван тăрăхра кăна мар, кỹршĕ районсенче те, республикăра та хăйĕн

Подробнее

Премие тивĕçнĕ

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев "Чăваш Республикинчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан организацисене 2017 çулта укçа-тенкĕпе хавхалантарасси" йышăнăва алă пуснă. Хушма укçана (1 миллион тенке) чи лайăх вĕренỹ учрежденийĕсен Пĕтĕм Раççейри рейтингне кĕнĕ шкулсем тивĕçнĕ. Аса илтеретпĕр: чи лайăх шкулсен йышне Чăваш Енри 16 вĕренỹ организацийĕ кĕнĕ. Телейлисен списокĕнче Елчĕкри тата Çирĕклĕ

Подробнее

Кашни ĕç пĕлтерĕшлĕ

Çулталăк вĕçлениччен шутлă кунсем анчах тăрса юлнине асра тытса район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Л.В.Левый тунтикун райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттернĕ черетлĕ канашлура та, унтан маларах - ирхине 6 сехет çурăра Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов муниципаллă районсен администрацийĕсен

Подробнее

Пĕрлĕхре — вăй!

Пĕтĕм Раççейри "Единая Россия" политика партийĕн регионри уйрăмĕн XXVI-мĕш конференцине Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă. Вăл конференци ĕçне пухăннисене тав тунă май кашнинех "Единая Россия" политика партине йĕркелесе янăранпа 16 çул çитнĕ ятпа саламланă. - Çак çулсенче парти çĕршыври чи пысăк политика вăйĕ, Раççей Федерацийĕн Президенчĕн шанчăклă тĕревĕ пулса

Подробнее

Шупашкарта — Тĕнче кубокĕ

Шупашкарта ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе хĕрарăмсен хушшинчи Тĕнче кубокне çĕнсе илессишĕн тĕнчери чи вăйлă 8 команда - Япони, Китай, АПШ, Швеци, Монголи, Азербайджан, Раççей, Украина - хутшăннă. Ирĕклĕ майпа кĕрешекен хĕрсем тĕп парнене çĕнсе илессишĕн сакăр виçере тупăшнă. Виçĕ раунд пĕтĕмлетĕвĕпе финала Японипе Китай командисем тухнă. Юлашки тупăшу 4:4 шутпа

Подробнее