Пятница, 18 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 681)

Спорт уявне йыхравлаççĕ

А.В.Игнатьев ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ 35 çул, "Улăп" физкультурăпа сывату комплексĕ 10 çул тултарнине халалласа Елчĕкре паян спорт фестивалĕ иртет. Уяв программи пуян та анлă. Шывра ишессипе район чемпионачĕ иртет. Районти тата "Елчĕк ен ентешлĕхĕн" чи вăйлă командисем волейболла выляççĕ. Ирĕклĕ майпа кĕрешекенсемпе йывăр атлетсен ăмăртăвĕсем те кăсăклă пулĕç.

Подробнее

Çĕнĕ витере — мĕн пур çĕнĕлĕх

"Эмметево" ОООра тĕпрен çĕнетнĕ витене ĕçе янă. Унта хальлĕхе вун-вун ăратлă пушмак пăру, çывăх вăхăтра пăруламаллискерсене, вырнаçтарнă. Унта пĕтĕмпех вĕр çĕнĕ оборудовани - апат валеçекен "Хозяин" агрегат, шыв парса тăракан автомат, тислĕке илсе тухакан хăватлă транспортер тата ыт. те - вырнаçтарнă. Ку чухнехи йĕркене тивĕçтерекен витере пĕтĕмпе 140 пуç ĕне выльăх

Подробнее

Географи диктанчĕ

Вырсарникун, ноябрĕн 26-мĕшĕнче, Раççейĕн мĕн пур регионĕнче вырăнти вăхăтпа 12.00 сехетре тата чикĕ леш енчи патшалăхсенче географи диктанчĕ иртет. Вĕрентĕвĕн анлă пĕлтерĕшлĕ акцийĕн пуçаруçи Владимир Путин шутланать, ăна Вырăс географи обществи кăçалхипе виççĕмĕш хут йĕркелет. Пĕтĕм тĕнчери "Географи диктанчĕ" акци И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра (Шупашкар хули, 38) иртет.

Подробнее

Хальхинче — Красноармейскинче

2018 çулта Республика кунне Красноармейски районĕнче уявланине пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ. Кăçал Трак тăрăхĕ 82 çул тултарнине паллă тунă. Çак тапхăрта район пысăк утăмсем тунă. Историрен: Красноармейски районне 1935 çулхи январь уйăхĕн 9-мĕшĕнче йĕркеленĕ. 1940 çулхи августăн 16-мĕшĕччен вăл Трак районĕ ятпа çỹренĕ. Республика уявне ирттерме тивĕç района республика хыснинчен 10 миллион

Подробнее

Чăваш Ен тĕнче кубокне хатĕрленет

Декабрĕн 1-2-мĕшĕсенче Шупашкарти Пăр керменĕнче хĕрарăмсен хушшинче ирĕклĕ кĕрешỹ енĕпе тĕнче кубокĕ иртет. Унта Япони, Китай, АПШ, Азербайджан, Монголи, Швеци, Украина, Раççей пĕрлештернĕ командисем хутшăнаççĕ. Раççей пĕрлештернĕ командин тĕп тренерĕ Юрий Шахмурадов каланă тăрăх - Тĕнче кубокне чи вăйлă Раççей спортсменĕсем хутшăнаççĕ.

Подробнее

Социаллă навигатор

Социаллă страховани тытăмĕнче вăй илнĕ кăçалхи çĕнĕлĕхсенчен пĕри - "Харпăр хăйĕн социаллă информаци навигаторĕ" (социаллă ПИН) ĕçлеме пуçлани. Ăна сусăр ачасене техникăн реабилитаци хатĕрĕсене тивĕçтермелли ирĕкпе туллин усă курма пулăшас, вĕсене илессипе çыхăннă ĕç-пуçа ансатлатас, çул çитмен инвалидсене ку енĕпе паракан патшалăх пулăшăвĕн пахалăхне ỹстерес тата ашшĕ-амăшне реабилитаци хатĕрĕсене илмелли

Подробнее

Саккун çирĕп

Чăваш Республикинчи патшалăх ĕç инспекцийĕ юпа уйăхĕнче предприятисемпе организацисенче тата уйрăм предпринимательсем ĕç сыхлав йĕркине мĕнле пăхăннине тĕрĕслесе 97 тĕрĕслев ирттернĕ. Тĕрĕслевсем вăхăтĕнче çитменлĕхсене тупса палăртнă май 71 ĕç паракана асăрхаттарнă, должноçри 140 çынна, юридика сăпатне тата предпринимателе ĕçлев саккунĕсене пăхăнманшăн административлă майпа явап тыттарнă, пурĕ 3220,5 пин тенкĕлĕх штраф

Подробнее

Парти проекчĕсем пурнăçланаççĕ

Чỹк уйăхĕн 21-мĕшĕнче райадминистрацин ларусем ирттермелли пысăк залĕнче Пĕтĕм Раççейри "Единая Россия" политика партийĕн Елчĕк районĕнчи уйрăмĕн конференцийĕ иртрĕ. Унта партин пуçламăш организацийĕсен делегачĕсем хутшăнчĕç. Конференцие "Единая Россия" политика партийĕн Елчĕк районĕнчи уйрăмĕн секретарĕн çумĕ Евгения Михайлова ертсе пычĕ. Парти членĕсем кун йĕркине кĕртнĕ 3 ыйтăва пăхса тухрĕç. Чи малтанах Евгения

Подробнее

«Шоколад — ачасене»

Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсен умĕн Чăвашпотребсоюз "Единая Россия" партин регионти уйрăмĕпе пĕрле çулсеренех "Шоколад - ачасене" акци йĕркелет. Кăçал вăл ноябрĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 20-мĕшĕччен иртет. Çак тапхăрта ыр кăмăллăх акцине хутшăнакан кашни çын Чăвашпотребсоюз лавккисенче (пирĕн районта тĕрлĕ ялсенче вырнаçнă 15 лавккара тата обществăлла апатланăвăн икĕ пунктĕнче) кондитер

Подробнее

Нумай пурăн эс пире савăнтарса…

89 çулпа пыракан Зинаида Капитоновна алăк чĕриклетнине илтнĕрен майĕпен вырăн çинчен тăрса ларчĕ. - Ара, кỹршĕ Таня тин çеç каçса килнĕччĕ, мĕн те пулин манса кайрĕ пулĕ, - вĕлтлетрĕ хĕрарăмăн пуçĕнче çавра çил пек шухăш. Çу кунĕсенче хулара тăрас килменрен вăл тăван килне кайма кăмăл пуррине пĕлтернĕ. Ачисем куллен кунта тăрайманран, Татьяна

Подробнее