Пятница, 20 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 684)

Наркотик салатма явăçтараççĕ

Чăваш Республикин территорийĕнче юлашки вăхăтра "Хăвăрт ĕçлесе илме май туса паратпăр" тесе çамрăксене наркотиксем салатас ĕçе явăçтарнă тĕслĕхсем нумайланнă. Преступниксен серепине аслă классенче, ятарлă вăтам пĕлỹ паракан заведенисенче тата аслă шкулсенче вĕренекенсем çакланаççĕ. Наркобизнес представителĕсем çамрăксене тавар сутаканпа тавар туянакан хушшинчи çыхăнтаруçă ĕçне пурнăçлама, пĕр вырăнта пытарнă наркотик хатĕрне тепĕр

Подробнее

Саккуна пурнăçламан

Елчĕк район прокуратури кăçал çĕрпе çыхăннă саккунсене мĕнле пăхăннине тĕрĕсленĕ май йĕркене пăхăнман 7 тĕслĕхе асăрханă. А.В.Петров хресчен (фермер) хуçалăхĕнчи тĕрĕслев фермер 76 гектар çĕрпе правăна çирĕплетекен документсăр усă курнине тупса палăртнă, çавна май ун тĕлĕшĕпе Раççей Федерацийĕн административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан Кодексĕн 7.1 статйипе килĕшỹллĕн ĕç пуçарнă.

Подробнее

Раççей çарĕн ноябрь уйăхĕнчи паллă кунĕсем

16. 1805 çулта вырăс çарĕсем П.И.Багратион ертсе пынипе Шенграбен патĕнчи французсен çарне тытса чарнă. 19. 1942 çулта 7.30 сехетре Сталинградра "Катюшăсен" залпĕсемпе артподготовка пуçланă. 3500 тупă 80 минут хушши гитлеровецсен позицийĕсене "çунтарнă". 8.50 сехетре совет çарĕсем "Уран" операци пуçланă.

Подробнее

Унăн профессийĕ — механизатор

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2017 çулхи юпа уйăхĕн 18-мĕшĕнчи 109-мĕш номерлĕ хушăвĕпе килĕшỹллĕн "Эмметево" сахал яваплă юлташлăхри Александр Варсанофьевич Иванова "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ" хисеплĕ ят панă. Саша (ялта çапла чĕнеççĕ ăна) çамрăк чухне ялти тантăшĕсенчен нимĕнпе те уйрăлса тăман. 1962 çулта Çирĕклĕ Шăхалĕнчи Аннăпа Варсанофий Ивановсен туслă çемйинче кун

Подробнее

Çĕнĕ хваттерте ырă пурнăç хуçалантăр

Тăлăхсене тата ашшĕ-амăшĕн хỹттисĕр тăрса юлнă ачасене çурт-йĕрпе тивĕçтересси - чи малтан пурнăçламалли тивĕçсенчен пĕри. Саккунпа килĕшỹллĕн тăлăх çамрăка ача çуртĕнчен, интернатран, çавăн пекех професси пĕлĕвĕ паракан мĕн пур учрежденирен вĕренсе, опекăран (попечительлĕхрен) тухсан, çар службине вĕçлесен е явап тыттаракан учрежденирен ирĕке кăларсан (18 çул тултарнă хыççăн) черетсĕр хваттер памалла. Елчĕк

Подробнее

Кун-çул сукмакĕ вăрăм та анлă

Савнă ялăм - Сăрьел Истори докуменчĕсем тăрăх, Сăрьел ялне 1670 çулта никĕсленĕ.1930 çулхи мартăн 18-мĕшĕнче ялта "Марс" колхоз йĕркеленнĕ. Председатель пулма Чулхуларан "25 пинлисен" йышĕпе килнĕ Кадир Музыкова суйланă. Малтанах коллективлă хуçалăха 24 хресчен кĕнĕ. Каярахпа ялта пурăнакансем пурте колхоза çырăннă. Пурăна киле колхоз выльăх-чĕрлĕх витисем туса лартнă. Вĕсенче мăйракаллă

Подробнее

«Хĕрỹ лини» ĕçлет

Пĕтĕм тĕнчери пахалăх кунне халалласа Чăваш Енри гигиенăпа эпидемиологи центрĕ ноябрĕн 8-13-мĕшĕсенче таварсен пахалăхĕпе, потребительсен çăмăллăхĕсемпе çыхăннă ыйтусемпе "хĕрỹ лини" йĕркелет. Эсир хăвăра кăсăклантаракан ыйтусене 9 сехетрен пуçласа 15 сехетчен 56-46-66, 56-29-01, 56-29-19, 56-29-00 номерлĕ телефонсемпе шăнкăравласа пама пултаратăр. Çавăн пекех çак адреспа: Шупашкар хули, Федор Гладков урамĕ, 17-мĕш çурт,

Подробнее

Пĕрлехи информаци кунĕ иртет

Ноябрĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Енре, çав шутран пирĕн районта та, Пĕрлехи информаци кунĕ иртет. Тĕрлĕ шайри ертỹçĕсене пĕрлештерекен ĕçлĕ ушкăнсем çак кун ял тăрăхĕсенче пулса кун йĕркине кĕртнĕ тĕп темăсем тавра калаçĕç, халăха харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăнĕç. Хальхинче ертỹçĕсем халăха Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 2017 çулхи октябрĕн 18-мĕшĕнчи "Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 2012 çулхи

Подробнее

Елчĕк ен уява хатĕрленет

Ноябрĕн 17-мĕшĕнче районта Елчĕк районĕн 90 çулхи юбилейне анлăн паллă тăваççĕ. Район юбилейĕ умĕнхи мероприятисен программи те анлă. Ноябрĕн 14-мĕшĕнче Елчĕкри культура çуртĕнче Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн В.Васильев ỹнерçĕн куравĕ уçăлать. Çак кунах "Елчĕк районĕ: иртнĕ тата хальхи вăхăт страницисем" ятпа истори фестивалĕ иртет. Ноябрĕн 15-мĕшĕнче Елчĕкри тĕп библиотекăна районти

Подробнее

«Почтăпа пĕрле вулатпăр»

Раççей почти 2017 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа чỹк уйăхĕн 30-мĕшĕччен çĕршыври пур почта çыхăну уйрăмĕнче те "Почтăпа пĕрле вулатпăр" акци йĕркелет. Енчен те почта çыхăну уйрăмĕнче клиент 100 тенкĕрен хаклăрах хаçат-журнал туянать пулсан, ăна кроссвордсен пуххи тивет, 500 тенкĕрен ытларах туянсан Раççей почтин призĕсен фондĕнчи кăмăла каякан кĕнекене суйласа илме

Подробнее