Четверг, 19 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 691)

Пахалăхлă çул тума — 90 миллион тенкĕ ытла

Пахалăхлă çул-йĕр - район экономикин ăнăçлă аталанăвĕ тата хăрушсăрлăх никĕсĕ. Юлашки çулсенче Елчĕк районĕнче çул-йĕр инфраструктурине аталантарас тĕллевпе сахал мар ĕç пурнăçланă. 2017 çулта Елчĕк районĕнче çул-йĕре тивĕçлĕ тытса тăма укçа-тенкĕн мĕн пур çăлкуçĕнчен 94,3 миллион тенкĕ (иртнĕ çулхинчен 2 хут нумайрах) уйăрма палăртнă. Çакă районăн 90 çулхи юбилейне тивĕçлипе

Подробнее

Нумай ачаллă çемьесене хавхалантараççĕ

Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин йышăннипе 2018 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен Чăваш Республики çемьери виççĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасемшĕн уйăхсерен пособи тỹлемешкĕн федераци укçине тивĕçме пуçлать. Владимир Путин юпа уйăхĕн 18-мĕшĕнче "Раççей Федерацийĕн демографи политикине пурнăçламалли мерăсем çинчен" указа улшăнусем кĕртнĕ. Унăн йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн çемьере 2002 çулхи раштав уйăхĕн 31-мĕшĕ

Подробнее

Сахал тупăш илекенсене — пысăк тимлĕх

Росстат çирĕплетнĕ тăрăх, 2016 çулхи кăтартусемпе Чăваш Республикинчи 232,3 пин çыннăн е пĕтĕм халăхăн 18,8 проценчĕн укçа тупăшĕ пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçерен сахалрах. Правительство йышăнăвĕпе, 2019 çулта Раççей Федерацийĕн ĕç укçин чи пĕчĕк виçине пурăнма кирлĕ шайăн 100 процентне çитермелле. Ĕç укçин чи пĕчĕк виçине ỹстерни сахал тупăшлă çемьесене

Подробнее

Тĕллевсемпе ыйтусем пысăк

ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Комсомольский" уйрăмĕн Елчĕк районĕнчи полици пайĕ 9 уйăхри ĕç-хĕле пĕтĕмлетсе канашлу ирттернĕ. Кăçал иртнĕ çулхи çак тапхăрпа танлаштарсан, преступленисен шучĕ 1,3 процент ỹснĕ (пурĕ 76 преступлени регистрациленĕ). Преступленисене пĕтĕмĕшле уçса параслăх 91,7 процентпа танлашнă. Чакнисен шутĕнче ют пурлăха вăрлассипе тата ултавпа çыхăннă преступленисем. Ĕçлеменнисем (кăçалхи тăхăр уйăхра

Подробнее

Вăхăт перекетленет

Пирĕн районта пурăнакансем хăйсем судпа айăпланнине е айăпланманнине çирĕплетекен справкăна Чăваш Республикин ШĔМĕн Комсомольскинче вырнаçнă муниципалитетсем хушшинчи "Комсомольский" уйрăмĕнчен (заявленисене кашни кунах 9 сехетрен пуçласа 18 сехетчен йышăнаççĕ, апат вăхăчĕ 13 сехетрен пуçласа 14 сехетчен тăсăлать) е нумай функциллĕ центр урлă илме пултараççĕ. Ку чухне çумра паспорт, унăн копийĕ тата

Подробнее

Пиртен кашниех — пассажир

Çула тухсан чылай чухне васканă май хак çинчен шухăшламасăрах пырса чарăнакан пĕрремĕш "маршрутка" салонне кĕрсе ларма васкать мар-и халăх? Асăннă транспорт хатĕрĕсем хулара анчах мар, районсем хушшинчи çулсем çинче те чылай. Общество транспортне кал-кал ĕçлеттерес, çула тухнă пассажирсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес ыйтусене республика ертỹлĕхĕ ĕçлĕ канашлура уйрăммăн тишкернĕ, автомобиль транспорчĕпе пассажирсене

Подробнее

Чăвашсен тĕп университечĕ — 50 çулта

Ăна 1967 çулхи çурла уйăхĕн 17-мĕшĕнче Мускаври энергетика институчĕн Атăл тăрăхĕнчи тата И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн историпе филологи факультечĕн никĕсĕ çинче йĕркеленĕ. 1967 çулхи ноябрьте университета И.Н.Ульянов ятне панă. Аслă шкула йĕркелесе ярас ĕçре республикăри паллă политика деятелĕсемпе ученăйсен тỹпи те пысăк пулнине асăнмасăр иртме çук. Уйрăмах ку енĕпе

Подробнее

Алă вăйĕ виçекенсем палăрнă

 Шупашкарта армрестлинг енĕпе Чăваш Республикин уçă чемпионачĕ иртнĕ. Унта Чăваш Енри, Киров, Калуга облаçĕсенчи тата Мари Эл республикинчи 100 ытла спортсмен хутшăннă. Ăмăртура Сергей Солин ертсе пыракан районăн пĕрлештернĕ команди виççĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Хăйсен виçисенче спорт мастерĕ Елена Портнова (Аслă Пăла Тимеш) чемпион ятне тивĕçнĕ. Татьяна Воронова (Тĕмер), Аня

Подробнее

Сывлăхпа спорт кунĕ

Район çыннисем паян "Улăп" сывлăхпа спорт керменне тỹлевсĕрех кĕме пултараççĕ. Аса илтеретпĕр, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн указĕпе килĕшỹллĕн республикăра кашни уйăхра сывлăхпа спорт кунĕ ирттереççĕ. Ăна халăх хăйĕн сывлăхне тимлĕх уйăртăр, сывă пурнăç йĕркишĕн тăрăштăр, спорт объекчĕсенче сывлăхне çирĕплеттĕр тесе йĕркелеççĕ.

Подробнее

Раççей ăмăртăвĕнче — виççĕмĕш

Смоленск хулинче 16 çул тултарман хĕрачасем хушшинче ирĕклĕ майпа кĕрешессипе Раççей шайĕнчи ăмăрту пулса иртнĕ. Унта Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ командине Кармал хĕрачи, Иван Егоров тренер патĕнче ăсталăхне туптанă, хальхи вăхăтра Олимп резервĕсен шкулĕнче вĕренекен Анастасия Лапшина хутшăннă. Çивĕч кĕрешỹре Анастасия виççĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ.

Подробнее