Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Алă вăйĕ виçекенсем палăрнă

Алă вăйĕ виçекенсем палăрнă

 Шупашкарта армрестлинг енĕпе Чăваш Республикин уçă чемпионачĕ иртнĕ.

Унта Чăваш Енри, Киров, Калуга облаçĕсенчи тата Мари Эл республикинчи 100 ытла спортсмен хутшăннă. Ăмăртура Сергей Солин ертсе пыракан районăн пĕрлештернĕ команди виççĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Хăйсен виçисенче спорт мастерĕ Елена Портнова (Аслă Пăла Тимеш) чемпион ятне тивĕçнĕ. Татьяна Воронова (Тĕмер), Аня Гаврилова (Патреккел) иккĕмĕш, Денис Пыркин (Аслă Шăхаль), Сергей Солин (Тĕмер), Алексей Сычаев (Элекçей Тимеш) виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ.

Командăна Наталия Солина (Тĕмер), Павел Архипов (Аслă Шăхаль), Павел Яшин (Кỹлпуç), Татьяна Журавлева (Тĕмер), Илья Цветков (Курнавăш) паха очкосем пама пултарнă.

П.СМИРНОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code