Понедельник, 26 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Физкультура и спорт (Страница 13)

Теорирен — практикăна

2010 çулхи тата кĕçĕнрех спортсменсем валли Елчĕкри стадион-площадкăра çăмăл атлетика енĕпе ăсталăх класĕ ирттернĕ. Шупашкарти 3-мĕш номерлĕ Олимп резервĕсен спорт шкулĕн тренер-преподавателĕ, РФ тата ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ Валентин Давалов тата вăл ертсе килнĕ ушкăн йĕркеленĕ ăна. Теори пайĕ хыççăн ачасем эстафетăра (4х100 м) вăй виçнĕ. Кунта малти вырăнсене Аслă Елчĕкри,

Подробнее

ГТОра — 3-мĕш

Тĕп хулари "Олимпийский" стадионта çулсеренхи "Спорт çемйи" фестивале йĕркеленĕ. Виçĕ ỹсĕмри ачасемлĕ çемьесем çăмăл атлетика тата хутăш эстафетăсенче, ГТО комплексĕнче, дартс вăййинче тупăшнă. Елчĕкри Андрейпа Ольга Мудрецовсем тата вĕсен ывăлĕ Алексей 10-12 çулсенчи ачасен ушкăнĕнче ГТО нормативĕсене пурнăçлассипе 3-мĕш вырăн йышăннă.

Подробнее

Роликлă йĕлтĕрсемпе

Тутарстанри Зеленодольск роликлă йĕлтĕрсемпе чупакансене уçă чемпионата пуçтарнă. Пилĕк регионтан тата Тутар Республикинчи 8 районтан пĕтĕмпех 277 спортсмен вăй виçнĕ унта. Аслă Елчĕкри Софья Афанасьевăпа Валерия Яковлева 2010-2011 çулсенче çуралнă тантăшĕсен йышĕнче пĕлтĕр медальсемпе килнĕччĕ. Софья хальхинче те пьедестал çине хăпарайнă - 3-мĕш. Валерия - 14-мĕш.

Подробнее

Медальсĕр юлман

Шупашкарти "Спартак" спорт шкулĕнче Аслă Çĕнтерỹ 80 çул çитнине халалласа сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшакраххисен спорт фестивалĕ иртнĕ. Унта Елчĕксем лайăх кăтартусемпе палăрнă. Пилĕк дисциплинăра тупăшнăскерсем, пĕри те медальсĕр юлман. Александр Портнов (Аслă Пăла Тимеш) дартс вăййинче, Николай Никифоров (Кивĕ Эйпеç) 100 метра чупассипе çĕнтернĕ. Çĕнĕ Пăвари Любовь Курчина асăннă дистанцие хĕрарăмсем хушшинче

Подробнее

Мускавран — медальсемпе

Елчĕк ен спортсменĕсем Мускавра иртнĕ пĕтĕм чăвашсен Акатуйĕнче палăрнă. "Кĕрешỹ" наци спорчĕн тупăшăвĕнчен вĕсем медальсемсĕр таврăнман. Хăйсен виçисенче Давид Крысов, Станислав Никифоров 1-мĕш, Денис Иванов 2-мĕш, Роман Иванов 3-мĕш вырăнсене йышăннă.

Подробнее

120 çухрăма хыçа хăварса

Кашни çыннăн мĕнле те пулин интерес пур. Пĕрисене поэзи пĕрлештерет, теприсем пулăри ĕç-пуçа каçса кайсах тишкереççĕ, коллекционерсем те сахаллăн мар. Велосипедистсене вара "100 километров - Потому что мы Вместе" чупу çывăхлатнă. Черетлĕ 6-мĕш велоçỹреве 30 регионтан 240 спортсмен хутшăннă: Хабаровскран, Иркутскран, Мурманскран… Вĕсен маршручĕ: Комсомольски - Елчĕк - Патăрьел - Комсомольски.

Подробнее

Кубок — Елчĕксенче

Етĕрнери "Присурье" спорт шкулĕнче иртнĕ Чăваш Ен Кубокĕнчен пирĕн округ спортсменĕсем пысăк çитĕнỹпе таврăннă. "Кĕрешỹ" наци спорт ăмăртăвĕнче арçынсем сакăр виçе категорийĕнче тупăшнă, Елчĕксем вĕсенчен 7-шĕнче пьедестал çине хăпарма тивĕçнĕ. Çивĕч тĕл пулусенче Давид Крысов, Евгений Абрамов (Çĕнĕ Пăва), Роман Иванов (Аслă Шăхаль), Александр Федоров (Кавал) хăйсен виçисенче 1-мĕш, Алексей Горшков

Подробнее

«Кашкăр йăви» спорт лапамĕ те

Лаш Таяпари "Кашкăр йăви" питомник туристсене çеç мар, спортсменсене те илĕртмелли вырăн пулса тăнă. Кунта çичĕ регионтан килнĕ 70 яхăн ача вунă кун хушши канма, лашапа утланса çỹреме, тренировкăсенче вăй-хала пиçĕхтерме, ирĕклĕ майпа кĕрешессипе регионсем хушшинчи 3-мĕш турнира хутшăнма пултарнă. Иккĕмĕш ăмăрту - алă вĕççĕн çапăçасси те - ачасенче пысăк интерес çуратнă.

Подробнее

Пысăк йышпа

Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ вăтам шкулти вĕренекенсен пысăк йышĕ - 40 ытла ача - ГТО хастарĕсен ретне тăнă. Ултă çултан пуçласа 13 çула çитичченхи спорт тусĕсем нормативсене 4 ỹсĕмре пурнăçланă. Пĕр кун хушшинчех вĕсем çичĕ тест витĕр тухнă. Округри ГТО нормисен тесчĕн центрĕн судйи Петр Смирнов каланă тăрăх, ачасен ытларах пайĕ ылтăн

Подробнее

«Ылтăнлă» Серафима

Шупашкарти "Олимпийский" стадионта çăмăл атлетсен Атăлçи федераци округĕн чемпионачĕ иртнĕ. Пĕтĕм регионти 1100 спортсмена яхăн пилĕк ỹсĕм категорийĕнче тупăшнă. Кил хуçисем унта пĕтĕмпе 38 медаль çĕнсе илнĕ. Вĕсенчен пĕри, ылтăнни, пирĕн ентешĕн: Серафима Самакова (Аслă Пăла Тимеш) 10000 метра спорт мелĕпе утассипе палăрнă. Чемпионка И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн филологипе журналистика

Подробнее