Елчĕк ен спортсменĕсем Мускавра иртнĕ пĕтĕм чăвашсен Акатуйĕнче палăрнă.
«Кĕрешỹ» наци спорчĕн тупăшăвĕнчен вĕсем медальсемсĕр таврăнман. Хăйсен виçисенче Давид Крысов, Станислав Никифоров 1-мĕш, Денис Иванов 2-мĕш, Роман Иванов 3-мĕш вырăнсене йышăннă.

