Понедельник, 26 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Физкультура и спорт (Страница 19)

Анатолий те 1-мĕш

Хусанта иртнĕ кире пуканçăсен Пĕтĕм Раççейри чемпионатĕнче Александр Константинов çĕнтернине хаçатра çырнăччĕ. Иккĕмĕш кунĕнче унта тепĕр ентеш - Таяпа Энтри каччи Анатолий Узюкин РФ спорт мастерĕ палăрнă. Чăваш патшалăх аграри университечĕн студенчĕ 68 килограма çитичченхи виçере тупăшнă май, 24 кг кире пуканне йăтса икĕ енлĕ кĕрешỹре 258 очко пухнă.

Подробнее

Иккĕмĕш хут

"Чăваш Енри кире пуканĕ спорчĕн чи лайăх спортсменĕ -2024" рейтинга пĕтĕмлетнĕ. Сумлă ята, палăртма кăмăллă, Кавал хĕрĕ София Соловьева (тренерĕ - Олег Федоров) тивĕçнĕ. Елчĕкри Н.А.Петров Раççей Геройĕ ячĕллĕ вăтам шкулта 9-мĕш класра вĕренекенскер кăçал округри, регионти ăмăртусенче пуринче те çĕнтерỹçĕ пулнă. Çапла майпа вăл пĕлтĕрхи çитĕнĕве çирĕплетнĕ.

Подробнее

Хусанта çĕнтернĕ

Тутарстанăн тĕп хулинче иртнĕ кире пуканçăсен Пĕтĕм Раççейри ăмăртăвĕнче Чăваш Енĕн вăйлă атлечĕсем те тупăшнă. Пĕрлештернĕ командăн членĕ Александр Константинов (Тăрăм) спорт мастерĕ хăйĕн виçинче вăрăм циклта ылтăн медаль çĕнсе илнĕ. Вăл ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ Борис Глинкин патĕнче ăсталăха туптать.

Подробнее

Кăçал — кĕмĕл

Челябинск хулинче регбол енĕпе Раççей чемпионачĕ иртнĕ. 26-мĕш тĕл пулура кил хуçисемпе пĕрле Красноярск, Новосибирск, Ростов, Пермь, Омск тата Чăваш Ен командисем вăй виçнĕ. Баскетбол тата кĕрешỹ спорчĕсен хутăшла вăййине ятарлă çар операцийĕнче пуçĕсене хунă салтаксене асăнса йĕркеленĕ. Çивĕч кĕрешỹре пирĕннисем финалта Красноярск крайĕн спортсменĕсене выляса янă, 3-мĕш вырăнта - Новосибирецсем. Тăван

Подробнее

Андрей чемпионсен йышĕнче

Кăçалхи Чăваш Енри футбол сезонĕн чемпионатĕнче Çĕмĕрлери "Связной Альянс-ШЗСА" команда çĕнтернĕ. Кăна çавăнпа палăртатпăр, мĕншĕн тесен унăн чысне пирĕн ентеш, Тип Тимеш каччи Андрей Федоров та хỹтĕлет. Чемпион шкул çулĕсенчех футболла ăста вылянă, кросс чупассипе округра пĕр хутчен мар çĕнтернĕ.

Подробнее

Призерсем сахаллăн мар

Округри чи вăйлă мас-рестлинг ăстисем Чăваш Ен ăмăртăвĕнче вăй виçнĕ. Ăна тĕп хулари "Спартак" Спорт керменĕнче йĕркеленĕ. 200 ытла атлет хушшинче ентешсем ылтăн медаль çĕнсе илеймен пулин те, пушă алăпа таврăнман. Елчĕк шкулĕнчи Тимофей Антоновпа Александр Багадеров кĕмĕлшĕн те хавас. Çирĕклĕ Шăхалĕнчи Олег Осипов физкультура учителĕн вĕренекенĕсем вара харăсах тăваттăн пьедесталăн

Подробнее

Юрий Карпов парнисемшĕн

Елчĕкри "Улăп" ФОКра СССР спорт мастерĕн, кире пуканĕ спорчĕн республикăри федерацийĕн председателĕн, ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Юрий Карповăн парнисене çĕнсе илессишĕн кире пуканĕ йăтакансен ăмăртăвĕ иртнĕ. Округри шкул ачисем 12 виçе категорийĕнче 6, 8, 12, 16, 24 килограмлă кире пуканĕсене йăтса тупăшнă. Малти виçĕ вырăна тухнисем пурте дипломсемпе кубоксене

Подробнее

Эпир — 5-мĕш

Чăваш Республикин физкультурăпа спорт министерстви ГТО рейтингĕн III кварталти кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. Таблицăн чи çỹлти йĕркине Етĕрне округĕ йышăннă. Вăл, иртнĕ кварталпа танлаштарсан, тỹрех 9 позици çĕкленнĕ. Призерсен йышĕнче - Каçалсемпе Тăвайсем. Елчĕк округĕ - 5-мĕш вырăнта.

Подробнее

ГТО

Ĕçпе оборонăна хатĕррисен ретне округри культура ĕçченĕсен пысăк йышĕ тăнă. Елчĕкри культурăпа кану паркĕн спорт площадкинче вĕсем тăватă теста ăнăçлă парăнтарнă. Çывăх вăхăтра ытти енĕпе те тĕрĕсленме хатĕр. Сывлăхран хавшакраххисен округри обществин уйрăмĕн председателĕ Людмила Анисимова пуçарăвĕпе те 15 çын ГТО нормативĕсене пурнăçланă. Ун хыççăнах вĕсем 400 метра скандинавсен мелĕпе утассипе те

Подробнее

Теннис

"Улăп" ФОК Николай Викторович Петрова асăнса йĕркеленĕ турнира нумай спортсмена пуçтарнă. Ăмăртăва тивĕçлĕ шайра ирттерес тĕлĕшпе чылай çул "Елчĕк çамрăкĕсем" фонд тата Дмитрий Савинов пысăк тỹпе хываççĕ. Кăçал Станиславпа Сергей Клементьевсем, Виталий Соловьев та айккинче юлман. Вĕсем хатĕрленĕ парнесене вара Валерий Глинин (Кушкă шкулĕ), Тимур Амасев (Аслă Елчĕк), Юлиана Петрова (Патреккел),

Подробнее