Понедельник, 26 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Физкультура и спорт (Страница 20)

Армспорт

И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн спорт залĕнче алă вăйĕ виçекенсен Чăваш Ен Кубокне ирттернĕ. Йышлă атлетсен тупăшăвĕнче пирĕннисем те аптăраман. Курнавăш хĕрĕ Мария Цветкова хăй виçинче çĕнтерỹçĕ пулса тăнă. Светлана Окружнова (Чăваш Тăрăмĕ), Ульяна Петрова (Анатри Тимеш), Павел Яшин (Кỹлпуç) та медальсемсĕр юлман: вĕсем - виççĕмĕш. Çавăн пекех абсолютлă виçе категорийĕнче

Подробнее

Футбол

Патăрьелĕнчи "Паттăр" стадионта ветерансен "Темп" футбол командине чысланă. Асăннă коллективра 40-50 çулсенчи Патăрьелпе Елчĕк округĕсен арĕсем. Чăваш Ен чемпионатĕнче выляканскерсем кăçал республика кубокне çĕнсе илнĕ. Çав ятпа вĕсене Патăрьел тата Елчĕк муниципалитет округĕсен пуçлăхĕсем Рудольф Селивановпа Леонард Левый тата ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Антонов саламланă, малашне те ăнăçу суннă.

Подробнее

Мас-рестлинг ăмăртăвĕнче

Елчĕкри Спорт çуртĕнче мас-рестлинг енĕпе шкул ачисен округри ăмăртăвĕ иртнĕ. Хире-хирĕç ларса патакпа пĕр-пĕрне туртса илессипе чылай атлет вăй виçнĕ. Хăйсен виçисенче унта Мария Купташкина, Давид Павлов (Çĕнĕ Пăва), Елизавета Иванова, Ярослав Мартышкин, Андрей Егоров (Курнавăш), Кристина Жирнова, Никита Яковлев (Елчĕк), Ульяна Левая (Патреккел), Софья Афанасьева (Аслă Елчĕк), Роман Николаев (Çирĕклĕ

Подробнее

Манăçмасть олимпиец ячĕ

Елчĕк тăрăхĕн, çавăн пекех Чăваш Енĕн спорт летопиçĕн пуçламăшĕ Ардалион Игнатьев ячĕпе çыхăннă: 1956 çулта Австралири (Мельбурн) Олимп вăййисенче вăл 400 метра чупассипе бронза медаль çĕнсе илнĕ. Аякри çĕршыв 34 çул иртсен каллех пысăк çитĕнỹ кỹнĕ. Хальхинче Яманчỹрелте çуралнă Владимир Андреев Сидней хулинчи Олимпиадăра 20 километра утассипе аслă юлташĕн тĕслĕхне

Подробнее

Спорт хыпарĕсем

Петр Адюков ячĕпе Елчĕкри стадион-площадкăра футболла тата хоккейла выляссипе нумай хутчен район чемпионĕ пулнă Петр Адюкова асăнса 2010 çулта çуралнă тата кĕçĕнрех ачасен футбол турнирне ирттернĕ. Çичĕ шкултан 8 команда хутшăннă унта. Пуринчен те пултарулли вара - Лаш Таяпа шкулĕн команди. Патреккелсемпе Елчĕксем 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсене йышăннă. Артем Орлов ("Чи лайăх вратарь"),

Подробнее

Спорт хыпарĕсем

Героя асăнса Елчĕкри "Улăп" ФОКра Раççей Федерацийĕн Геройне, РФ спорт мастерĕн кандидатне Николай Алексеевич Петров гвардин аслă лейтенантне асăнса шкул ачисен кире пуканĕ спорчĕн иккĕмĕш турнирĕ иртнĕ. Унта ултă шкулти спортсменсем хăйсен ỹсĕмне кура пурĕ 17 виçе категорийĕнче тупăшнă. Вĕсене округ пуçлăхĕ Леонард Левый, хаçат редакторĕ Николай Малышкин тата Геройăн ашшĕпе амăшĕ

Подробнее

Кашни утăм — çĕкленỹллĕ кăмăл-туйă

Сентябрь те вĕçленсе пырать, апла пулин те çулла "эстафетăна" пама васкамасть-ха кĕркуннене. Асăннă уйăхăн 21-мĕш кунĕнче округри тĕп лапамра 21-мĕш нацисен кросне хутшăнакансене те ăшă çанталăк кĕтрĕ - 21 градус. Сывă пурнăç йĕркипе туслисене, вĕсемшĕн "чирлеме" килнисене малтанах Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый саламларĕ, çăмăл чупу, хаваслă кăмăл-туйăм сунчĕ. Ăмăрту вара

Подробнее

«Кĕрешỹ» ăмăртăвĕнче

Шупашкарти "Волга" стадион никĕсĕ çинче Чăваш Республикин "Кĕрешỹ" чемпионачĕпе ăмăртăвне ирттернĕ. Ăна уçма Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев, Раççей Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков, ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕ Леонид Черкесов тата ыттисем хутшăннă. "Паян спортăн çак тĕсне аталантарса çитес ăрусем валли упраса хăваратпăр. Пĕлтĕр Чăваш Енре кĕрешĕвĕн наци тĕсĕсен Пĕтĕм тĕнчери

Подробнее

Ăста спортсмен тата тренер

Чăвашсен пĕрремĕш олимпиецĕ Ардалион Игнатьев хыççăн Ĕнел ялĕнчен республикăн тата çĕршывăн спорт страницисене çыракансенчен Николай Григорьев тухнă. Авăн уйăхĕн 23-мĕшĕнче Николай Борисович 70 çул тултарать. Вăл Елчĕкри вăтам шкула, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн (халĕ - университет) физвоспитани факультетне пĕтернĕ. Тĕп хулари спорт ăсталăхĕн аслă шкулĕнче вĕреннĕскер, ăмăртусенче Шупашкар хулипе

Подробнее

Ырă тĕслĕхлĕ спорт çемйи

Елчĕкри Портновсен çемйи çинчен Валентина Кириллова журналист виçĕ çул каялла хаçатра пысăк материал пичетленĕччĕ. Хальхинче, Елена Николаевнăпа Спорт çуртĕнче тĕл пулнă май, вĕсен спортри пурнăçĕ тавра калаçас терĕмĕр. Сăлтавсăр та мар: çемье команди пысăк ăмăртусенчен тăтăшах наградăсемпе таврăнать. Унччентерех, астăватпăр-ха, республикăри ăмăртусене çемье командине тупса ярасси пысăк чăрмав шутланнă. Тупсан та,

Подробнее