Пурте пьедестал çинче
Çĕмĕрле хулин "Олимп" спорт шкулĕнче сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшакраххисен дартс дисциплини енĕпе Чăваш Ен чемпионачĕ иртнĕ. Инвалидсен обществин Елчĕк уйрăмĕн хастарĕсем- Алина Иванова, Любовь Курчина, Александр Портнов, Алексей Кульмаков дартс вăййин тăватă енлĕ тупăшăвĕнче пьедестал çине хăпарма пултарнă. А.Иванова вара чемпионка ята çĕнсе илнĕ. Л.АНИСИМОВА.
Подробнее
