Понедельник, 26 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Физкультура и спорт (Страница 23)

Кĕр! кĕрлерĕ Акатуй

Июнĕн 8-мĕшĕнче çĕр ĕçченне чыслакан Акатуй кĕрлесе иртрĕ. Кăçалхипе 66-мĕш хут иртекен çак уява Раççейри Çемье, Чăваш Енри Экологи культурин çулталăкĕсене халалланă. Уяв "Итлĕр уяв сассине, килĕр Акатуй кĕрекине" музыкăпа ташă композицийĕпе пуçланчĕ. Пĕрлештернĕ хор "Алран кайми аки-сухи" чăваш халăх гимнне шăрантарчĕ, çак вăхăтра Юрий Комиссаров ака чемпионĕпе округри чи лайăх

Подробнее

Спорт ветеранĕн парнисемшĕн

Аслă Елчĕкри стадионта кире пуканĕ йăтассипе спорт мастерĕн кандидачĕн П.Петрушкинăн парнисене çĕнсе илессишĕн округри шкул ачисен турнирĕ иртнĕ. Ăна Петр Николаевич 70 çул тултарнине халалланă. Ăмăртура ултă шкул команди вăй виçнĕ. Ушкăнсенче Аслă Елчĕксемпе Патреккелсем çĕнтернĕ. Уйрăм атлетсенчен хăйсен виçисенче пьедесталăн чи çỹлти картлашкин çине çаксем хăпарнă: Ульяна Обручкова, Ангелина Сусметова,

Подробнее

«Темп» çĕнтернĕ

Елчĕкри стадион-площадкăра 40 çултан аслăрах футболистсен Чăваш Ен ăмăртăвĕн тăваттăмĕш турĕ иртнĕ. Патăрьел тата Елчĕк муниципаллă округсен пĕрлештернĕ "Темп" команди Шупашкарти "Сталь-ЮККА" коллектива йышăннă. Çивĕч тапăнусем малтанхи таймра никама та ăнăçу кỹреймен. Вăй-йăн иккĕмĕш пайĕнче, тактикăна улăштарнă май, пирĕннисем хăнасен вратарьне çине-çинех канăçсăрлантарма пуçланă. Çакăн усси пулнах: Владимир Ишмуратов тĕл пулун

Подробнее

…Аслă Елчĕксем те виççĕмĕш

Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ вăтам шкул футболисчĕсем Тутарстанри Пăвари турнира хутшăннă. Вĕсем унта урам командисен "Уçă Кубокĕнче" вăй виçнĕ, хулари 11 ушкăн йышĕнче тупăшса виççĕмĕш вырăна тухма пултарнă.

Подробнее

Елчĕксем те…

Çĕрпỹри "Асамат" спорт шкулĕнче ачасен "Президент спорт вăййисем" программипе килĕшỹллĕн юлашки тапхăр - çăмăл атлетсен ăмăртăвĕсем иртнĕ. Унта Елчĕкри вăтам шкул командинчи арçын ачасем эстафетăра (4х200) иккĕмĕш, çăмăл атлетикăн нумай енлĕ кĕрешĕвĕнче (60 м, 800 м, тăршшĕне сикесси) виççĕмĕш вырăн йышăннă. Команда, пĕтĕмĕшле кăтартупа, 3-мĕш призер пулса тăнă. Уйрăм спортсменсенчен пĕр

Подробнее

София та…

Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ вăтам шкулта вĕренекен София Афанасьева час-часах пысăк ăмăртусенчи çитĕнỹсемпе савăнтарать. Çу уйăхĕнче вăл ГТО нормативĕсене пурнăçлассипе республикăри тупăшура çĕнтернĕччĕ. Хальтерех Шупашкарти "Амазония" этнокомплексра иртнĕ регионсем хушшинчи çăмăл атлетсен Çуллахи Кубокĕнчен те пушă алăпа килмен вăл. 2009-2010 çулсенче çуралнă спортсменкăсен йышĕнче бронза медаль çĕнсе илнĕ. Унта Чăваш Ен,

Подробнее

Спорт хыпарĕсем

Тайваньрен - ылтăнпа Тăрăм ялĕнче çуралса ỹснĕ Александр Константинов Раççей спорт мастерĕ тăтăшах çĕнтерỹпе савăнтарать. Пĕлтĕр вăл Кăркăсстанра иртнĕ çамрăксен Ази шайĕнчи ăмăртăвĕнче малти пулнă. Кăçал та ăннă кире пуканçăна. Тайванĕн тĕп хулинче - Тайбэйра 95 килограммран йывăртарах атлетсем хушшинче вăрăм цикл мелĕпе вăл икĕ 32 кг пукана 64 хутчен çĕкленĕ. Анатолий

Подробнее

«Яльчики» командăн тренерĕ — Патреккелтен

"Яльчики" командăн тренерĕ - Патреккелтен Чăваш Енри пăр дружини - "Яльчики" команда республикăн спорт историйĕнче пĕрремĕш хут КАÇХИ ХОККЕЙ ЛИГИНЕ юратакансен хушшинче Пĕтĕм Раççейри XIII Хоккей Фестивалĕн финалĕнче (Сочи хулинче иртнĕ) чаплă çĕнтерỹ турĕ. Фестивальте команда капитанĕ Дмитрий Петров "Финалăн чи лайăх вăйăçи", дружина тренерĕ тата наставникĕ Евгений Миллин "Чи лайăх

Подробнее

Спорт хыпарĕсем

Аван кăтартусем Шупашкарти "Олимпийский" стадионта çăмăл атлетикăн пĕтĕм тĕсĕпе чемпионат ирттернĕ. Унта ентешсем аван кăтартусемпе палăрнă. Хăйсен ỹсĕмĕсенче Серафима Самакова (Аслă Пăла Тимеш) 5 километра утассипе, Семен Львовпа (Шăмалак) Николай Алексеев (Тĕмер) йĕтре тĕртессипе, Давид Павловпа (Çĕнĕ Пăва) Константин Максимов (Çирĕклĕ Шăхаль) сăнă ывăтассипе чемпион ята çĕнсе илнĕ. Юлашки дисциплинăра С.Львов 2-мĕш

Подробнее

Маттур, Лаш Таяпасем!

Аслă Çĕнтерỹ кунĕ, йăлана кĕнĕ тăрăх, Елчĕкри стадион-площадкăра футболла выляссипе "Çĕнтерỹ" Кубокĕн финалĕ иртрĕ. Турнира территори пайĕсен командисем хутшăннă. Финала халĕччен нумай хутчен асăннă "трофей" хуçи пулнă Çирĕклĕ Шăхаль тата коллективлă спорт вăййисенче палăракан Лаш Таяпа территори пайĕсен командисем тухнă. Вăйă çивĕчлĕхĕ малтанхи минутсенчех уйрăм футболистсен пултарулăхне çиеле кăларчĕ: хăвăртлăх, пĕр-пĕрне

Подробнее