Понедельник, 26 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Физкультура и спорт (Страница 24)

Каллех малти

Вăрнар поселокĕнче акционерсен "Порт Коломна" обществин тĕп директорĕн Владимир Алексеевăн призĕсене çĕнсе илессишĕн ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен уçă турнирне ирттернĕ. Елчĕкри вăтам шкулта пĕлỹ пухакан Михаил Миллин Пĕтĕм Раççей шайĕнчи ăмăртусенчен тăтăшах çĕнтерỹпе таврăннине илтме хăнăхнă та эпир, кунтинче мала тухассипе иккĕленỹ пулманах пулĕ. Хăйĕн ỹсĕмĕнчи спортсменсем хушшинче вăл 27 килограма çитичченхи

Подробнее

Кандидат нормативне тултарнă

Канаш округĕнчи Аслă Пикшикри спорт шкулĕнче СССР тава тивĕçлĕ спорт мастерĕн, Олимп вăййисен бронза призерĕн Сергей Корнилаевăн парнисене çĕнсе илессишĕн ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен Пĕтĕм Раççейри 36-мĕш турнирĕ иртнĕ. Елчĕк округĕн чысне унта Сергей Александров тренерăн вĕренекенĕ Денис Иванов хỹтĕленĕ. Ăнăçлă та! 71 килограма çитичченхи виçере вăл кĕмĕл медаль çĕнсе илме пултарнă.

Подробнее

Иккĕмĕш вырăнта

Чăваш Республикин физкультурăпа спорт министерстви "Ĕçе тата оборонăна хатĕр" Пĕтĕм Раççейри физкультурăпа спорт комплексĕн кăçалхи I кварталти рейтингне пĕтĕмлетнĕ. Ăна тăхăр кăтартăва пăхса хакланă, çав шутра хаçатра пичетленĕ материалсене те шута илнĕ. Пирĕн округ, Каçалсем хыççăн, 2-мĕш вырăн йышăннă. Виççĕмĕш - Тăвайсем. Вĕсем 2023 çула та çак йĕркепех вĕçленĕччĕ.

Подробнее

Кросс вăйлисене палăртрĕ

Ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче, Космонавтика кунĕнче, Елчĕкре округри чи пĕлтерĕшлĕ те массăллă спорт ăмăртăвĕ - "Елчĕк ен" хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн çурхи пĕрремĕш кросс иртрĕ. Пасар территорине, ăмăрту вырăнне, çуран чупма юратакансем 11 сехетченех пуçтарăнма пуçларĕç. Старта тухиччен вăхăт пуррипе усă курса пĕрисем çине тăрсах тĕрлĕ хускану турĕç, теприсем, çăмăл чупупа, асфальт

Подробнее

Спорт хыпарĕсем

Тĕслĕх илмелĕх Удмуртири Вавож ялĕнчи "Сывлăх" ФОКăн пăр керменĕнче хоккеистсен Пĕтĕм Раççейри 2-мĕш турнирĕ иртнĕ. Вырăнти шкул ачисен хоккей клубĕн воспитанникне Кирилл Тукмачева асăнса унта 2007-2008 çулсенче çуралнă ачасем вăй виçнĕ. Вăл турнира Юрий Рахмуллин ертсе пыракан "Яманчỹрел" команда та хутшăннă. Ентешсем Удмуртири Дебесы ялĕнчи тантăшĕсене кăна выляса ярса (3:6) Стенли Кубокĕн

Подробнее

Старта чĕнет «Елчĕк ен»

Çăмăл атлетсен çулталăк пуçламăшĕнчи чи массăллă ăмăртăвĕ "Елчĕк ен" хаçат парнисене çĕнсе илессинчен пуçланать. Кăçал та апрелĕн 12-мĕшĕнче (эрнекун) Елчĕкри "пасар-халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр" трассăпа çуран чупакансен 45-мĕш кросне ирттерме палăртнă. Вăл 11 сехетре пасар лапамĕ çумĕнче пуçланать. Ăмăртăва хутшăнакансем Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп тата вăтам шкулсен, территори пайĕсен, ял хуçалăх тата

Подробнее

Герой мăнукĕ — тĕп спонсор

Елчĕкри Спорт çуртĕнче Совет Союзĕн Геройне А.Ф.Беляева асăнса кире пуканĕ йăтакансен округри ăмăртăвĕ иртнĕ. Çирĕм ытла ỹсĕмри тата категорири 129 атлет 6, 8, 12, 16, 24 килограмлă кире пуканĕсене йăтса вăй виçнĕ. Çĕнтерỹçĕсене, çĕнĕ ятсене, палăртсах хăварар. Вĕсем: Даниил Купташкинпа Алиса Пупина (Çĕнĕ Пăва шкулĕ), Савелий Сайкинпа Дарья Теллина, Анжела Уткинăпа

Подробнее

«Хама тĕрĕслеме пултартăм»

Округри предприятисемпе организацисенче ĕçлекенсен пысăк йышĕ ГТО нормативĕсене пурнăçланă. Шкул ачисем вара - 100 процента яхăн. Паян эпир вĕсенчен пĕринпе, хальтерех вĕсен ретне тăнă А.В.Игнатьев ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн "Йывăр атлетика" секцийĕнче ăсталăха туптакан Ангелина Айметовăпа тĕл пултăмăр. Вăл хаваспах ГТО пирки хăйĕн шухăшĕсене пĕлтерме килĕшрĕ. - Ангелина, эсĕ ахаль

Подробнее

Спорт хыпарĕсем

Депутат парнисемшĕн Аслă Елчĕкре çитĕннисем Раççей спорт мастерĕн, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕн Юрий Поповăн парнисене çĕнсе илессишĕн хоккей турнирĕнче вăй виçнĕ. Лаш Таяпа, Патреккел, Аслă Елчĕк командисене (çак йĕркепе турнира вĕçленĕ) округ пуçлăхĕ Леонард Левый, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем - Юрий Попов, Владимир Викторов, Роман Алексеев, Аслă Елчĕк территори пайĕн начальникĕ

Подробнее

Спорт хыпарĕсем

Разрядçăсем те пур Шупашкарта республикăри йĕлтĕрçĕсен икĕ кунлăх чемпионачĕ иртнĕ. Унта Василий Митрофанов (Елчĕк) 15 километрлă дистанцие пĕрремĕш вĕçленĕ. Аслă Елчĕкри вăтам шкулта вĕренекенсем - Софья Афанасьевăпа Валерия Яковлева 3 километра чупассипе 5 тата 13-мĕш вырăнсене йышăннă. Кĕçĕн Таяпари Вадим Головинпа Сергей Павлов I-мĕш разряд нормативне тултарни те хăйне кура çитĕнỹ. Кĕçĕн Таяпасен

Подробнее