Воскресенье, 5 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Физкультура и спорт (Страница 50)

Елчĕксем маттурах

Районта ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе уçă ăмăрту иртнĕ. Унта Елчĕк, Комсомольски, Патăрьел, Канаш районĕсенчи çамрăк спортсменсем хутшăннă. Çивĕч кĕрешÿсенче Елчĕк шкулĕнчи Сергей Александров тренер ертсе пыракан ачасем пысăк ÿсĕмсем тунă. Ахальтен мар команда пĕрремĕш вырăна тухнă. Хăйсен виçисенче Д.Крысов, Д.Иванов, В.Соколов пĕрремĕш, Н.Григорьев, Р.Никонов, Д.Петров, К.Филиппов, Д.Борисов, Р.Албутов иккĕмĕш, Д.Крысов, А.Антонов

Подробнее

Çирĕклĕ Шăхаль команди – чемпион

«Улăп» ФОКра волейболла выляс енĕпе район чемпионачĕ иртнĕ. Малтанхи вăйăсем икĕ ушкăнта иртнĕ. Финала Çирĕклĕ Шăхальсемпе Елчĕксем, Курнавăшсемпе Аслă Пăла Тимешсем тухнă. Çурма финалти çивĕч кĕрешÿре Елчĕк ял тăрăхĕн команди Курнавăшсене 2:1, Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн команди Аслă Пăла Тимешсене 2:0 шутпа парăнтарса финала тухнă. Виççĕмĕш вырăншăн Курнавăшсемпе Аслă Пăла Тимешсем

Подробнее

Акватлонистсен ÿсĕмĕ

Патăрьел районĕнче акватлон енĕпе уçă чемпионат иртнĕ. Унта Елчĕк шкулĕнче вĕренекенсем те хутшăннă. Хăйсен виçисенче Е.Агеевăпа П.Чернов пĕрремĕш, Л.Черновăпа А.Петров иккĕмĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ. В.Кудряшов тренер çамрăк акватлонистсен малашлăхĕ пысăккине палăртнă.

Подробнее

Чăн-чăн патриот

Çак кунсенче Геннадий Дмитриев тăван ялта хăнара. Нумаях пулмасть Италире правилăсăр кĕрешес енĕпе иртнĕ тĕнче чемпионатĕнчен таврăнчĕ вăл. Геннадий Николаевич Лаш Таяпана пушă алăпа мар, ветерансен хушшинче çĕнсе илнĕ ылтăн медальпе тата тĕнче чемпионĕн пиçиххийĕпе таврăнчĕ. Италире вăл пьедестал çинче Лаш Таяпа ялавне вĕлкĕштернипе чăннипех мухтанатпăр эпир. Чăн-чăн патриот, тăван яла,

Подробнее

Черетлĕ çитĕн

Ленинград облаçĕнчи Выборг хулинче юниоркăсем хушшинче ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе ăмăрту иртнĕ. Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ команди йышне Кармалта çуралса ÿснĕ, халĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен училищинче ăсталăха туптакан Анастасия Лапшина хутшăннă. Вăл хăйĕн виçинче виççĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Е.ПОРТНОВА.

Подробнее

Баскетболла вылянă

«Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн» акцие хутшăнса Патреккел шкулĕнчи спорт залĕнче 2003 çулхи тата унран кĕçĕнрех ачасем хушшинче баскетболла выляссипе юлташла ăмăрту иртнĕ. Тутарстан Республикинчи Лащăпуç шкулĕнчи вĕренекенсемпе Патреккелсем туслă пурăнаççĕ, тăтăшах тĕрлĕ енлĕ тĕл пулусем ирттереççĕ, спорт ăмăртăвĕсенче час-часах тупăшаççĕ. Хальхинче те шкул ачисем хушшинче тупăшу çивĕч пынă. Патреккелсем хăнасене 76:43

Подробнее

Паллă спортсмена асăнса

Аслă Пăла Тимешри культура çуртĕнче йывăр атлетикăн Чăваш Республикин чемпионне тата рекордсменне, СССР спорт мастерне И.П.Портнова асăнса ирттерекен йăлана кĕнĕ районти уçă турнира Елчĕк, Патăрьел, Вăрнар районĕсенчи тата Улатăр хулинчи сакăр команда, 75 спортсмен хутшăннă. Спортсменсемпе ăмăртăва курма килнĕ çынсене район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ-вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Л.Левый, Аслă

Подробнее

Районăн команди – иккĕмĕш

Нумаях пулмасть Шупашкарта кире пуканĕ йăтассипе «Хыпар» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн иртнĕ Пĕтĕм Раççейри 36-мĕш турнирне пирĕн районти атлетсем те йышлăн хутшăннă. 2000 çулхи та унран кĕçĕнрех 63 тата 85 килограмлă виçесенчи арçын ачасенчен Анатолий Узюкин /Таяпа Энтри/, Александр Константинов /Курнавăш шкулĕ/ мала тухнă. Леонид Цветков, Андрей Ефимов, Андрей Петров /Курнавăш

Подробнее

Очередной успех юной спортсменки Анастасии Лапшиной

В Выборге (Ленинградская область) с 3 по 5 ноября прошло первенство России среди девушек и юниорок по вольной борьбе. В составе сборной Чувашии успешно выступила уроженка деревни Шаймурзино Анастасия Лапшина, учащаяся Чебоксарского училища олимпийского резерва.  В своей весовой категории Настя заняла 3 место. Поздравляем талантливую землячку с успехом на российском уровне! Физкультурно-оздоровительный комплекс "Улăп"

Подробнее

Милици лейтенантне асăнса

Патреккел ялĕнче А.В.Марков милици лейтенантне асăнса баскетболистсен зонăри ăмăртăвĕ иртнĕ. Патреккел, Тĕмер, Курнавăш, Хăвăлçырма ялĕсенчи 2003 çулти тата унран çамрăкрах яшсемпе хĕрсене пĕрлештерекен командăсем хушшинчи ăмăрту хĕрÿ иртнĕ. Хĕрсем хушшинче те, арçынсем хушшинче те чи пултаруллисем Патреккелсем пулнă.

Подробнее