Понедельник, 26 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Физкультура и спорт (Страница 74)

Районăн команди – иккĕмĕш

Нумаях пулмасть Шупашкарта кире пуканĕ йăтассипе «Хыпар» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн иртнĕ Пĕтĕм Раççейри 36-мĕш турнирне пирĕн районти атлетсем те йышлăн хутшăннă. 2000 çулхи та унран кĕçĕнрех 63 тата 85 килограмлă виçесенчи арçын ачасенчен Анатолий Узюкин /Таяпа Энтри/, Александр Константинов /Курнавăш шкулĕ/ мала тухнă. Леонид Цветков, Андрей Ефимов, Андрей Петров /Курнавăш

Подробнее

Очередной успех юной спортсменки Анастасии Лапшиной

В Выборге (Ленинградская область) с 3 по 5 ноября прошло первенство России среди девушек и юниорок по вольной борьбе. В составе сборной Чувашии успешно выступила уроженка деревни Шаймурзино Анастасия Лапшина, учащаяся Чебоксарского училища олимпийского резерва.  В своей весовой категории Настя заняла 3 место. Поздравляем талантливую землячку с успехом на российском уровне! Физкультурно-оздоровительный комплекс "Улăп"

Подробнее

Милици лейтенантне асăнса

Патреккел ялĕнче А.В.Марков милици лейтенантне асăнса баскетболистсен зонăри ăмăртăвĕ иртнĕ. Патреккел, Тĕмер, Курнавăш, Хăвăлçырма ялĕсенчи 2003 çулти тата унран çамрăкрах яшсемпе хĕрсене пĕрлештерекен командăсем хушшинчи ăмăрту хĕрÿ иртнĕ. Хĕрсем хушшинче те, арçынсем хушшинче те чи пултаруллисем Патреккелсем пулнă.

Подробнее

Хĕрарăмсем спортра та харсăр

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Чăваш Енри хĕрарăмсен союзĕ» общество организацийĕн Çĕнĕ Шупашкарти уйрăмĕн VI спартакиадине уçма хутшăннă. Спартакиада пĕрремĕш хут 2013 çулта иртнĕ. Ун чухне тăхăр команда тупăшнă. Кăçал спорткомплекса химиксен хулинчи хĕрарăмсен 30 клубĕ е 300 ытла çын пухăннă. Спорт уявне уçнă май Михаил Игнатьев союз пултаруллă та пуçаруллă, ĕçчен

Подробнее

Николай Петрова манмаççĕ

Иртнĕ шăматкун, Спортпа сывлăх кунĕнче, районта тĕрлĕ мероприяти иртрĕ. Елчĕкри Спорт çуртне сĕтелçи теннис вăййине кăмăллакансем йышлăн пуçтарăнчĕç. Çак ăмăртăва сĕтелçи тенниспа район чысне республикăра пĕрре мар хÿтĕленĕ Николай Петрова асăнса ирттересси ырă йăлана кĕнĕ. Ăмăртăва савăнăçлă лару-тăрура уçса район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Леонард Левый, «Улăп» спорт комплексĕн директорĕ Роберт Григорьев,

Подробнее

Чемпионат и первенство по настольному теннису памяти Н.В. Петрова

В Доме спорта  села Яльчики 20 октября в рамках Дня здоровья и спорта прошел лично-командный чемпионат и первенство Яльчикского района по настольному теннису, посвященный памяти Н.В.Петрова. На торжественном открытии первенства и чемпионата участников соревнования поприветствовали исполняющий обязанности главы администрации Яльчикского района Леонард Левый, директор МАУ ДО «ДЮСШ им. А.В. Игнатьева

Подробнее

Спортпа сывлăх кунĕ

Паян – октябрĕн 20-мĕшĕнче республикăра йăлана кĕнĕ Спортпа сывлăх кунĕ иртет. Çапла майпа районсемпе хуласенче пурăнакансем тренажер залĕсене, катоксене, бассейнсене тата спортăн ытти сооруженийĕсене тÿлевсĕрех кĕме пултараççĕ. Елчĕк районĕнче пурăнакансен вара «Улăп» физкультурăпа спорт комплексĕнче пулса хăйсен сывлăхне çирĕплетме май пур. Кунта сире яланхиллех хапăл туса кĕтсе илеççĕ.

Подробнее

Руководители органов власти показали пример здорового образа жизни в ходе утренней тренировки

Рано утром 19 октября Московская набережная г. Чебоксары стала площадкой массовой спортивной тренировки. На обновленной набережной встретились руководители органов исполнительной власти и муниципальных образований Чувашской Республики, чтобы совместной тренировкой подать пример приверженности здоровому образу жизни. Участников спортивной встречи поприветствовал Глава Чувашской РеспубликиМихаил Игнатьев, который по традиции начинает свой день с утренней

Подробнее

«Хаваслă стартра» тупăшнă

Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕнчи спорт тата кĕрешÿ залĕсене тĕпрен юсас ĕç вĕçленнĕ. Ăна савăнăçлă лару-тăрура уçнă хыççăн кунта шкул ачисен хушшинче «Хаваслă старт» ятпа эстафета ăмăртăвĕ иртнĕ. Сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансене Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Леонид Кошкин, Елчĕк район Депутачĕсен пухăвĕн депутачĕ Александр Муллин саламланă, вĕренÿре тата спортра ăнăçусем суннă.

Подробнее

Спорт форумĕ иртнĕ

Октябрĕн 10-12-мĕшĕсенче Ульяновскра Пĕтĕм тĕнчери VII «Раççей – спорт çĕршывĕ» спорт форумĕ иртнĕ. Унта Раççейĕпе ют çĕршывсенчен килнĕ виçĕ пин ытла хăна пуçтарăннă. Вĕсен йышĕнче регион тата федераци шайĕнчи власть органĕсен ертÿçисем, Олимп юхăмĕн представителĕсем, спорт организацийĕсен хастарĕсем, общество деятелĕсем, тĕнче шайĕнчи спортра палăрнисем пулнă. Мероприятие килнисене РФ Президенчĕ Владимир Путин

Подробнее