Елена Портнова призĕсемшĕн
"Улăп" физкультурăпа спорт комплексĕнче Европа чемпионĕн Елена Портнован призĕсене çĕнсе илессишĕн армрестлинг енĕпе ăмăрту иртнĕ. Ăмăртăва 2000 çулхи тата унран кĕçĕнрех 63 хĕрача тата 75 арçын ача хутшăннă. 16 виçере ăмăртнă шкул ачисем хушшинче пынă ăмăрту çивĕч иртнĕ. Мала тухнисене ăмăртăва йĕркеленĕ Еленăпа Денис Портновсем грамотăсемпе медальсем, призсем парса хавхалантарнă. Тĕп
Подробнее
