Среда, 27 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Человек дела (Страница 18)

Пурнăçа юратсан çеç вăй-хал иксĕлми тапать

Чунран ыйтсан Турă паратех Ялсене командировкăна кайсан кашнийĕнчех тĕрлĕ шăпаллă çынсемпе кăсăкланатăп. Хальхинче те хăнăхнă йăларан пăрăнас килмерĕ. Курнавăшри почта çыхăну уйрăмĕнче тăрăшакансем Тамара матăшкăпа паллашма сĕнчĕç. – Эпĕ пачăшкă арăмĕсемпе калаçсах та курман. Пĕр сăмах тупайăпăр-ши? – терĕм малтанлăха кăшт сисчĕвленсе. – Тамара калаçма юратакан, ăшă кăмăллă хĕрарăм, – терĕç çыхăну ĕçченĕсем

Подробнее

«ЭлектроНикС» салон – 15 çулта

Галина Никифорова уйрăм предпринимателĕн Елчĕкри «ЭлектроНикС» салонне районта пĕлмен тата хăйĕн пурнăçĕнче унта кĕрсе тухман çын сахал пулĕ. Халăха паракан пулăшу тĕрлĕ енлĕ тата çакăн евĕр салон районта пĕрре анчах пулнăран кунĕпех халăх хĕвĕшет кунта. Документ валли /Раççей Федерацийĕн е ют çĕршыв паспорчĕ, водитель удостоверенийĕ, урăх çĕршыва кайма виза илме тата

Подробнее

Пурнăç çулĕ такăр мар, Утса тухма çăмăл мар

Сăмахăм Тÿскел ялĕнчи Александрпа Евдокия Максимовсен çемйинче 1933 çулхи сентябрĕн 15-мĕшĕнче çуралнă, халĕ Аслă Пăла Тимеш ялĕнче пурăнакан Елизавета Викторова çинчен пулĕ. Максимовсен çемйинче виçĕ пĕр тăван çитĕннĕ. Лиза аппа ашшĕне пачах та астумасть. Амăшĕ вĕсене пĕчченех пăхса ÿстернĕ. Унăн ачалăхĕ çăмăл килмен: тумтир те, апат-çимĕç те ытлă-çитлĕ пулман. Çавăнпах хĕр

Подробнее

Çын ĕçпе илемлĕ

Çĕнĕ Пăвари культура çурчĕн заведующийĕнче вуннăмăш çул тăрăшать Владимир Доброхотов. Хăйне шанса панă ĕçе юратса пурнăçланăран юлашки çулсенче культура вучахĕ хĕмленсе кăна тăрать. Ĕçрен пушаннă ял халăхĕ пушă вăхăта культурăллă кантăр тесе Владимир Гурьевич чи малтанах çурта тирпей-илем, хăтлăх кĕртме пуçăнчĕ. Юсав ĕçĕсене пĕччен пурнăçлаймастăн, çавна май вăл ырă кăмăллă та

Подробнее

Тантăшсем

30 çул хаçатра ĕçлетĕп пулсассăн та нумай пулман эпĕ Тĕмер ялĕнче, çапах кашни каймассерен унти маттур хĕрарăмсенчен тĕлĕнме пăрахаймастăп. Хальхинче чылай çул фермăра çанă тавăрса, юрла-юрла вăй хуракан Нина Леонтьевăпа тата Надежда Жуковăпа паллашма тÿр килчĕ. Нина Михайловна ыран, Надежда Витальевна шăпах тепĕр уйăхран 60 çул тултараççĕ пулсан та ирлĕ-каçлă

Подробнее

«Эпĕ учитель ĕçнех суйласа илĕттĕм»

Урампа утса пырать-и вăл е çăмăл машина рульне тытса пырать – çак вăтам пÿ-силлĕ, пит-куçĕнче яланах хĕвел шевли вылякан çутă сăн-питлĕ учителе арçынсем алă парса сывлăх сунаççĕ, çăмăл машинисене кăшкăртса, урăхла каласан, пуçĕсене хисеплĕн тайса иртсе каяççĕ. Вăтам шкултан вĕренсе тухнă яш-кĕрĕм ăна чун-чĕререн хисеплесе калаçнине пĕрре мар илтнĕ. – Чăн-чăн

Подробнее

Халăх шанни ĕçлеме хавхалантарнă

Ачалăхăм вăрçă хыççăнхи çулсемпе пĕр килчĕ. Аслă Çĕнтерÿпе хавхаланнă халăх вăрçă вăхăтĕнче юхăннă ялсемпе хуласене, хуçалăхсене ура çине тăратас тесе уйрăмах пысăк хавхаланупа ĕçлерĕ. Манăн пĕчĕкренех хăвăртрах ÿссе çитĕнсе аслисемпе тан савăнса ĕçлес кăмăл çуралчĕ. Шкулта тăрăшса вĕреннĕшĕн, обществăлла ĕçре хастар пулнăшăн мана 1955 çулта 13 çулта чухнех комсомол ретне илчĕç. Ялта

Подробнее

Ачалăхĕ вăрçăпа тан килнĕ

Çавра çулĕ çитнĕ май 85 çулхи Люся аппа утса тухнă кун-çулне ал тупанĕ çинчи пек куç умне кăларса тăратрĕ. Людмила Константиновна Никитина 1933 çулхи çурла уйăхĕн 12-мĕшĕнче Елчĕк ялĕнче кун çути курнă. Ачалăхри йывăр пурнăçне вăл Аттелĕхĕн Аслă вăрçипе çыхăнтарать. Люсьăн амăшĕ Римма аппа Кавалти Носовсен йăхĕнчен пулнă. Çÿллĕ те патвар

Подробнее

Ĕмĕрех упранĕ Паттăр ячĕ

Августăн 15-мĕшĕнче районта пурăнакансем Александр Филиппович Беляев çуралнăранпа 110 çул çитнине анлăн паллă турĕç. Юбилее Паттăрăн ывăлĕ Анатолий тата мăнукĕ Владимир Беляевсем, кĕçĕн мăнукĕ Алексей çемйипе, иккĕмĕш сыпăкри йăмăкĕ Надежда Смелова, чăваш халăхĕн паллă поэчĕн Митта Ваçлейĕн хĕрĕ Сильби тата унăн хĕрĕпе мăнукĕ, Александр Беляевăн Елчĕкре пурăнакан тăванĕсем тата ыттисем

Подробнее

Ачалăхри йăмрасем чĕнеççĕ…

Çĕнĕ Пăва ялĕнче çуралса ÿснĕ Раççей çарĕн полковникĕпе, Хĕç-пăшаллă вăйĕсен Тыл штабĕн управленийĕн пуçлăхĕн заместителĕн тивĕçĕсене пурнăçланă, педагогика наукисен кандидачĕпе, кире пуканĕ йăтассипе Раççей спорт мастерĕпе, хальхи вăхăтра И.М.Губкин ячĕллĕ нефтьпе газ Раççей патшалăх университетĕнче /Мускав хули/ ĕçлекен çар кафедрин доценчĕпе Геннадий Анатольевич Ильинпа паллашма питех те кăмăллă пулчĕ. Çар

Подробнее