Понедельник, 25 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура (Страница 13)

Культура форумĕнче

Елчĕкри искусство шкулĕн вĕренекенĕ Елизавета Мурзакаева Ача-пăчан культура форумне хутшăннă. Вăл пĕрремĕш хут Мускавра иртнĕ. Форума Чăваш Республикинчен 7 ача хутшăнма тивĕçнĕ. Вĕсем тĕнче шайĕнчи, Пĕтĕм Раççейри тата республикăри конкурссен çĕнтерỹçисем. - Эпĕ ача-пăча форумне хутшăнма пултарнăшăн чунтан савăнатăп. 4 кун хушшинче çĕннине нумай пĕлтĕм, мастер-классенче опыт пухрăм. Çĕршыври мухтавлă çынсемпе тĕл

Подробнее

Ял уявĕнче савăнчĕç

Августăн 28-мĕшĕнче - Успени кунĕнче Патреккелсем ял уявне паллă турĕç. Тĕп мероприятисем каçхине 19 сехетре ялти культура керменĕ çумĕнчи площадкăра иртрĕç. Ял халăхĕ те, килнĕ хăнасем те йышлăн пуçтарăнчĕç. Малтанах вĕсем культура çурчĕ умĕнче конкурса хутшăнса алă ĕçĕсенчен тата апат-çимĕçрен хатĕрленĕ "Чи тутлă сăра тăвакан", "Камăн кукăлĕ тутлăрах?" куравсемпе паллашрĕç. Уяв

Подробнее

Кĕр! кĕрлерĕ тутар çĕрĕ çинче чăваш уявĕ

Иртнĕ канмалли кун районти пултарулăх ушкăнĕсем – Патреккелти, Елчĕкри халăх хорĕсем (ертỹçисем Геннадий Борисовпа Евдокия Егорова), Тỹскелти культурăпа кану центрĕнчи «Шуçăм» фольклор ушкăнĕпе «Тускил» вокалпа инструментсен ансамблĕ (ертỹçи Иван Шурбин) Тутарстан Республикинчи Сиктĕрме – Хусанкай ялĕнче, пирĕн мухтавлă поэт Петĕр Хусанкай çуралнăранпа 115 çул çитнине халалланă чăваш культурин уявне çитсе

Подробнее

Чăвашсемшĕн Акатуй — сумлăх, чыслăх

Çапла, кăçал пирĕн тăван республика 102-мĕш çуралнă кунне паллă турĕ. Кăçалхи Пĕтĕм чăвашсен Акатуйĕ шучĕпе вуннăмăш пулчĕ. Вăл Шупашкарти "Амазони" этнопаркра иртрĕ. Вăл чăннипех те Пĕтĕм чăвашсен пулнине акă мĕн çирĕплетнĕ: кăçал унта Раççейри 10 ытла регионта пурăнакан йăхташсен коллективĕсем килсе çитнĕ. Вĕсемсĕр пуçне Чăваш Енри юрă-ташă ăстисем те пулнă. Акатуя Чăваш

Подробнее

Мария Муратова палăрнă

Республикăри ачасен "Çĕр пин тĕрĕ çĕршывĕнче" 4-мĕш конкурсĕ икĕ тапхăрпа иртнĕ. Малтанах шкул ачисем хăйсен ăсталăхĕпе тăватă район хушшинче паллаштарнă. Унта çĕнтернисем конкурсăн иккĕмĕш тапхăрне хутшăннă. Елчĕкри искусство шкулĕнче тĕрлеме вĕренекен Мария Муратова Шупашкара кайма тивĕç пулнă. Вăл конкурса чăваш тĕррипе тĕрленĕ икĕ салфетка тăратнă. Çавăн пекех унăн палăртнă вăхăтра хĕвел

Подробнее

Тăван ен çинчен юрлать

Елчĕкри искусство шкулĕнче вĕренекен Елизавета Молодова юрă-кĕвĕ илемне ачаран кăмăллать. Пуçламăш класра вĕреннĕ чухнех тĕрлĕ смотр-конкурссенче палăрнă хĕр ача халĕ те пĕччен юрлассипе тĕрлĕ шайри ăсталăх тупăшăвне хутшăнать. Пĕтĕм Раççейри "Воспевая край родной" фестиваль-конкурсра Лиза 14-15 çулсенчи ачасем хушшинче "Эстрада юрри" номинацире тупăшнă. "Чăваш Ен" юрăпа вăл III степень лауреат дипломне

Подробнее

Республика кунне кĕтсе

Республика кунне халалласа 8 пысăк проект пурнăçа кĕртме палăртнă. Вĕсенчен 3-шĕ Раççейри халăхсен культура еткерлĕхĕн çулталăкĕн хỹттипе иртĕ. Ку шута "Раççей юррисем" фестиваль-марафон, Раççейри 1-мĕш фольклориада, "Раççейĕн тĕрленĕ картти" акци кĕреççĕ. Культура программинче "Раççей çăлкуçĕсем" халăх пултарулăхĕн фестивалĕ, "Ăстасен Руçĕ" ал ĕç ăстисен тупăшăвĕ т.ыт.те. Пĕтĕм чăваш Акатуйĕ тата "Эпĕ - хĕрарăм"

Подробнее

Кадет балĕнче

Чăваш Енре пĕрремĕш хут выпускниксен кадет балĕ иртнĕ. Шупашкарти "Победа" мемориал комплексĕнче "Имя гордое - Российский кадет" ятпа йĕркеленĕ уява 9 тата 11-мĕш кадет класĕсенчен вĕренсе тухакан 300 ытла çамрăк, çав шутран Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти кадет класĕсенче вĕренекенсем те 26-ăн хутшăннă.

Подробнее

Халăх хорне — 100 çул

Патреккелсем кăçалхи Çимĕк уявне нихçанхинчен вăйлăрах кĕтрĕç. Сăлтавĕ те пысăк - çак кун Патреккел халăх хорĕ 100 çулхи юбилейне паллă турĕ. Халăх чи малтанах авалтан пыракан йăла-йĕркене пăхăнса масар çинче пулса ватăсене асăнчĕ, унтан йăх-хурăнташсем тĕп килсене пуçтарăнчĕç. Каçхине 6 сехетре ял çыннисемпе хăнасем культура çурчĕ енне утрĕç. Тĕп мероприятисем хоккей

Подробнее

Эстрада юррисен фестивалĕ

иртнĕ Елчĕкри культура керменĕнче. Эстрада юррисене шăрантаракансене тĕрлĕ номинацире хакланă. "Солист" номинацире Максим Изратов (Елчĕкри искусство шкулĕ), "Дуэтра" Василипе Светлана Блиновсем (Чăваш Тăрăмĕ), "Ансамбльте" "Илем" (Патреккел), музыка пĕлĕвĕ илнĕ юрăçсенчен Мила Воробьева (Çĕнĕ Эйпеç) 1-мĕш вырăнсене йышăннă.Гран-прие вара Юрий Петухов (Лаш Таяпа) çĕнсе илнĕ.

Подробнее