Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 706)

Грипран — прививка

Çанталăк сивĕтнĕ май шăнса пăсăласси те инçе мар. Сывлав органĕсен чирĕсем пуçланиччен районти медицина ĕçченĕсем грипран прививка тăвассине тĕпе хураççĕ. Района 3850 доза "Совигрипп" вакцина илсе килнĕ. Прививка туни гриппа тата ОРВИпе чирлекенсен йышне самай чакарма пулăшать. Çакна тĕпе хурса çак кунсенче район администрацийĕнче ĕçлекенсем хăйсен укçи-тенкипе туяннă вакцинăпа укол

Подробнее

«Чăваш тумĕ — халăх пуянлăхĕ» конкурсра

Чăваш наци конгресĕ пуçарнă "Чăваш тумĕ - халăх пуянлăхĕ" фестиваль-конкурсăн юлашки тапхăрĕ иртнĕ. Унта Лаш Таяпари культура çурчĕн культорганизаторĕ Татьяна Лявина хутшăннă. Вăл хăй тăхăннă авалхи кĕпе-тумтирпе, аваллăх илемĕсемпе конкурсра I степень диплома тивĕçнĕ. Асанне арчинчи пысăк пуянлăх пирĕншĕн чăннипех те хаклă тупра.

Подробнее

Ăсталăха — ачасене

Лаш Таяпари В.В.Андреев ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти Альбина Николаевна Теренина ачасене тăван чĕлхепе литература предметне вĕрентет. Вĕренекенсем хамăрăн атте-анне чĕлхин илемне туйччăр, чăваш литературинчи паллă çынсен произведенийĕсене ăса хывччăр тесе нумай тимлет вăл. Унăн педагогикăри ĕç стажĕ - 13 çул. Марина Аркадьевна Меметова шкулта ĕçлеме пуçлани 27 çул иртрĕ.

Подробнее

Тăван енрен хакли урăх мĕн пур?

Çуралнă вырăн, тăван ен. Унран хаклăраххи мĕн пур-ши тата? Таяпа Энтри ялĕнчи вулавăшра тăван ене халалласа вулавăш каçĕ иртрĕ. Унта вĕренекенсемпе вĕрентекенсем хастар хутшăнчĕç. Чи малтанах кĕçĕн классен вĕрентекенĕ А.Смирнова тата вырăс чĕлхипе литература предмечĕсене ертсе пыракан Т.Васильева ачасемпе тăван чĕлхе, тăван кил, Тăван çĕршыв пĕлтерĕшĕ пирки уçă калаçу йĕркелерĕç.

Подробнее

Ĕне выльăхсен инфекци чирĕ

Ерекен тĕвĕллĕ дерматитпа мăйракаллă шултра ĕне выльăх чирлет. Чирĕн паллисем: ỹт температури ỹсет, ỹт айĕнче шыçăсем пулаççĕ, çавна пула ỹт çине хытă тĕвĕсем тухаççĕ. Чирлĕ выльăхран сыввине вирус сывлăшпа, сĕлекепе, спермăпа тата сĕт урлă ерме пултарать. Çавăн пекех ăна сараканĕсем - шăна, хурт-кăпшанкă, ỹпре-пăван. Чир выльăха пăхнă чухне усă куракан

Подробнее

Хирти тырă мар, кĕлетри тырă савăнтарать

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.П.Миллин тунтикун райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттернĕ черетлĕ канашлура кулленхи кирлĕ ыйтусене сỹтсе явнă. Унтан та маларах - ирхине 6 сехет çурăра Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов муниципаллă районсен администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе видеоканашлу ирттерчĕ. Çанталăк условийĕсене пула

Подробнее

Ярмăрккă йыхравлать

Юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче - районта ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленноç ĕçченĕн кунне уявланă кун - Елчĕкри почтамт çурчĕ умĕнче яланхиллех вырăнти хуçалăхсенче туса илнĕ продукцисене сутассипе ярмăрккă иртет. Çавна май халăх çак кун районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче, уйрăм çынсем хăйсен килти хушма хуçалăхĕсенче туса илнĕ экологи тĕлĕшĕнчен таса

Подробнее

Право сехечĕ иртет

Халăха пăшăрхантаракан тĕрлĕ ыйтăва вăхăтлă та пахалăхлă татса парас тĕллевпе Чăваш Республикин прокуратурин ĕçченĕсем граждансемпе час-часах тĕл пулаççĕ. 2017 çулхи октябрĕн 27-мĕшĕнче 15 сехетре Чăваш Республикин Наци библиотекин акт залĕнче (Шупашкар хули, Ленин урамĕ, 15-мĕш çурт) прокуратура ĕçченĕсем халăхпа "Нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсанă чух саккуна пăхăнасси" темăпа право сехечĕ ирттереççĕ.

Подробнее

Кашни çынпа курса калаçаççĕ

Çирĕклĕ Шăхалĕнчи почта çыхăну уйрăмĕнче 4 почтальонка ĕçлет. Нина Козлова, Ираида Петрова, Светлана Лапшина çыхăну сферинче чылай çул тăрăшаççĕ. Вĕсем хăйсен участокĕсенче чи кĕтнĕ çынсем. Виççĕшĕ те ял халăхне тĕрлĕ хаçат-журнал çырăнтарас енĕпе хастарлăх кăтартаççĕ. Икĕ уйăх каялла хамăр йыша илнĕ Алевтина Солина та кĕске вăхăтрах ял çыннисемпе пĕр чĕлхе

Подробнее

Тĕп юсавшăн кашни çын яваплă

Тỹрех палăртар, республикăра та, хамăр районта та юлашки çулсенче ĕлĕк коммуналлă пурлăх шутланнă, халĕ ытларахăшĕ харкам хăй тытса тăракан нумай хваттерлĕ çуртсем унчченхинчен хăтлăхĕпе те, тасалăхпа тирпейлĕхĕ енĕпе те чылай уйрăлса тăраççĕ. Вĕсене пĕтĕмпе тенĕ пекех çутçанталăк газĕпе, ытларахăшĕнче кашни хваттере уйрăммăн хутса ăшăтаççĕ. Шыв кĕрекен-тухакан (канализаци) системипе çыхăннисен шучĕ

Подробнее