Вторник, 26 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Сельское хозяйство (Страница 21)

Çĕнĕ техникăпа паллашнă

Курнавăшри Юрий Цветков хресчен /фермер/ хуçалăхĕнче HORSCH техникăн демонстраци куравĕ иртнĕ. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, хуçалăхсен ертÿçисемпе инженерĕсем хутшăннă. Чăваш Енри HORSCH Rus GmbH компанин представителĕсем практика семинарĕнче пухăннисене акакан тата çĕре кăпкалатакан çĕнĕ техникăн ĕçри уйрăмлăхĕсем пирки каласа панă. Малта пыракан технологисен ырă енĕсем – çĕр ĕçĕсене пысăк пахалăхпа,

Подробнее

Пĕрлĕхре – пысăк вăй

Кăçалхи çу уйăхĕсем ытла шăрăх условире иртнĕрен тĕш тырă тухăçĕ иртнĕ çулхи рекордлă кăтартуран сахалрах пулин те, районти çĕр ĕçченĕсем уй-хирте çитĕннĕ пуянлăха кăçал та çухатусăр алла илеççĕ. Çакă – чи кирли. Ÿсен-тăран отрасльне аталантарассине нумай çул ăнăçлă йĕркелесе пыракан, акара та, вырмара та ялан малти пулма хăнăхнă «Сатурн» ял хуçалăх

Подробнее

Уйра – ветерансем

«Сатурн» ял хуçалăх производство кооперативĕнче вырма ĕçĕсем ăнăçлă пыраççĕ. Çак кунсенче уй-хирте хуçалăхра чылай çул ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă комбайнерсем – Федорпа Вячеслав Крысовсем, Федор Квасов, Вячеслав Ласточкин пулса курнă. Вĕсем уй-хир ĕçченĕсемпе тĕл пулнă май вĕсен ĕçне хак панă, иртнĕ вăхăтсене аса илнĕ. АПК ветеранĕсем, «Нива», «СК-4» йышши комбайнсемпе ĕçленĕскерсем,

Подробнее

Пархатарлă ĕçĕпе ырă ятлă

2007 çултанпа хресчен /фермер/ хуçалăхне йĕркелесе ертсе пыракан Владимир Федорович Чернов: – Çĕр – çăкăр, çăкăр вара – пурнăç тыткăчи, вăл пирĕн тĕп пуянлăхăмăр шутланать, – тет. Аслă Елчĕк ял тăрăхĕн территорийĕнчи çĕр лаптăкĕсемпе усă куракан фермер, тĕпрен илсен, тыр-пул туса илессипе тимлет. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен лаптăкĕ кăçал та

Подробнее

«Фермер шкулĕ» чĕнет

Чăваш Енри «Фермер шкулĕ» вĕренÿ проекчĕн иккĕмĕш тапхăрĕ çывхарать. Программа тĕллевĕ – кăмăл тăвакансене фермер бизнесне тупăшлă йĕркелеме, ертсе пыма вĕрентесси. Ĕçе пуçăнакан аграрисемшĕн те, хăйсен ĕçне маларах йĕркеленисемшĕн те занятисем усăллă пулма тивĕçлĕ. Фермерсем сыр хатĕрлес тата пулă ĕрчетес енĕпе вĕренĕç. Сентябрь-ноябрь уйăхĕсенче асăннă шкула çÿрекенсем теори курсне тухаççĕ. Унсăр пуçне,

Подробнее

Грант илме тивĕçнĕ

Агропромышленность комплексĕшĕн наци проекчĕсене пурнăçа кĕртни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Вăл ял бизнесне пуçаракансене вăй илме, çĕкленме пулăшать. Кăçал «Агростартап» патшалăх программипе республикăри ял хуçалăх таварне туса илекен 14 çын конкурсра пысăк балл пухса грант илме тивĕçнĕ. Вĕсем валли пурĕ 53,5 миллион тенкĕ уйăраççĕ. Укçана фермерсен тата ял хуçалăх кооперацисен проекчĕсене аталантарма параççĕ. Çакна

Подробнее

«Таравата» тыр-пул ăстисем тарават

Çирĕклĕ Шăхалĕнчи культура ĕçченĕсем тыр-пул çитĕнтерсе ăна тирпейлĕн пуçтарса кĕртекенсен пархатарлă тивĕçне пысăка хурса хаклаççĕ. Çак кунсенче «Тарават» агитбригада «Труд» ял хуçалăх производство кооперативĕнчи тыр-пул ăстисем патĕнче концерт кăтартнă. Культура ĕçченĕсем кĕске вăхăтлăх кану йĕркелесе, илемлĕ юрă-кĕвĕ шăрантарнă, комбайнерсемпе водительсен тăрăшулăхне палăртса ырă кăмăл-туйăм парнеленĕ. Кунтах вырма хастарĕсем çĕнĕ хаçат-журналпа, кĕнекесемпе

Подробнее

Вырма каçалăкĕ уçăлчĕ

Владимир Рахмуллин ертсе пыракан «Яманчурино» ОООри тыр-пул ăстисем пирки республикăра ырă ят сарăлчĕ – пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пухса кĕртес ĕçе кунта чи малтан, ăнăçлă йĕркелесе яма пултарнă. Çак сăлтавпа та юнкун районта Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем

Подробнее

Çу кунĕ хĕле тăрантарать

Çĕнĕ йышши хăватлă ял хуçалăх техникине тухăçлă ĕçлеттерме хăнăхса çитнĕ «Победа» ОООра нумай çул ÿсекен курăксене пĕрремĕш хут çулма тухнине çын курнă, ĕçе хăш вăхăтра вĕçленине вара курса та юлайман, тейĕн. Пикеннĕ ĕçе ытла хăвăрт – шутлă кунсенче, пысăк пахалăхпа пурнăçлама ĕлкĕрнĕрен çапла калани вырăнлах. Выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарасси çине пысăк тимлĕх

Подробнее