Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > здоровьенаше (Страница 2)

Проектăн пĕлтерĕшĕ пысăк

Олег НИКОЛАЕВ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ: - Пурнăç тăршшĕне ỹстерес тата халăх сывлăхне çирĕплетес енĕпе "Сывлăх патне - утăм" пысăк пĕлтерĕшлĕ çĕнĕ проект хута ятăмăр. Пирĕн тĕп тĕллев - республикăра пурăнакансене пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕпе тивĕçтересси. Чире вăраха ямалла мар, çийĕнчех тупса палăртса сиплеме пуçламалла. Кун пек чухне вăрăм ĕмĕрлĕ çынсем ытларах

Подробнее

Чир е йĕркесĕрлĕх?

Эрех-сăра ĕçме хăнăхни - чир-ши е йĕркесĕрлĕх, иртĕнỹ? Çак ыйтăва уçăмлатас тесе эпир Елчĕкри тĕп больницăри нарколог тухтăрпа Рената ШАКОВĂПА калаçрăмăр. - Рената Николаевна, пĕрмай эрех-сăра ĕçекен çын хăй чирлĕ пулнине ăнланать-ши? - Ĕçке ярăннă кирек хăш çын та хăйне алкоголизмпа чирлĕ тесе йышăнмасть. Хăть хăçан та ĕçме пăрахма пултаратăп тесе çирĕплетет.

Подробнее

Кашни çыннăн сывлăхĕ тĕп вырăнта

2025 çулăн пĕрремĕш çур çуллăхĕнче Елчĕк муниципалитет округĕнчи 4217 çитĕннĕ çын диспансеризаци тата профилактика тĕрĕслевĕсем витĕр тухнă. Çакă пĕлтĕрхи çак тапхăртан 606 çын нумайрах (çулталăкри планăн 57,8 проценчĕпе танлашать). Палăртас пулать, çынсем медицина тĕрĕслевĕсене пурăнакан вырăнти поликлиникăра та, ĕç вырăнĕнче те тухма пултараççĕ. Ĕçлекенсен сывлăхне тимлĕхре тытас, вăраха кайнă чирсене

Подробнее

Прививка пирки манар мар

Санитарипе эпидемиологи ыйтăвĕ яланах тимлĕ пулма хистет. Çакна Елчĕк муниципалитет округĕнчи кăçалхи январь-июнь уйăхĕсенчи лару-тăру та çирĕплетет. Асăннă тапхăрта инфекци ертекен тата паразитсем саракан чир-чĕрĕн 445 тĕслĕхне тупса палăртнă. Ку вăл иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 23 процент сахалтарах. Уйрăммăн илсен çивĕч респираторла вирус инфекцийĕ (ОРВИ) 76,7 процент, пневмони 14 процент,

Подробнее

Сывлăх патне вăхăтра утăм тăвар!

Июнĕн 24-мĕшĕнче, Республика кунĕнче, Чăваш Ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн пуçарăвĕпе "Сывлăх патне утăм" проект старт илнине пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ. Унăн тĕллевĕсем - çынсен сывлăхĕшĕн тăрăшса медицина пулăшăвĕ парассине лайăхлатасси, чир-чĕре вăхăтра тупса палăртасси, сывлăха пурăнакан вырăнтан аякка каймасăрах тĕрĕслеттерме майсем туса парасси. "Президент çынсен пурнăçне вăрăмлатас, сывлăхĕсене çирĕплетес тĕлĕшпе лартнă задачăна

Подробнее

Диспансеризаци — цифрăсенче

"Вăрăм та хастар пурнăç" наци проекчĕ çыннăн пурнăç пахалăхне лайăхлатса вăтам ĕмĕр тăршшĕне 2030 çула 78 çулччен, 2036 çул тĕлне 81 çулччен çитерме тĕллев лартать. Сывă та активлă пурнăç тапхăрне ỹстересси çине вара уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрать. Çак тĕллеве пурнăçлама чир-чĕре малтанхи тапхăрта, чир аталанас хăрушлăха тупса палăртма йĕркеленĕ диспансеризаци

Подробнее

Ю.С.Сергеева çуралнăранпа — 125 çул

Кăçалхи июль уйăхĕнче сывлăх сыхлавĕн ĕçĕнче тарăн йĕр хăварнă, медицина наукисен докторĕ ученăй степеньне илнĕ пĕрремĕш чăваш хĕрарăмĕ - эпир чăннипех те мухтанма тивĕçлĕ ентешĕмĕр Юлия Сергеевна Сергеева (1900-1949) çуралнăранпа - 125 çул. Юлия Сергеева Теччĕ уесĕнчи Кĕçĕн Елчĕк (халĕ Елчĕк муниципалитет округĕнчи Елчĕк) ялĕнче çуралса ỹснĕ. 1927 çулта вăл Хусанти

Подробнее

Шывра асăрхануллă пулăр

Çуллахи кунсенче пурте шыв хĕррине васкаççĕ. Шыва кĕнĕ чухне вара питĕ асăрхануллă пулмалла - инкек-синкек сиксе ан тухтăрах. Çак йĕркесене асрах тытар: - Ишме пĕлмесен шыва пилĕк таран анчах кĕрĕр. - Палăртнă вырăнтан иртсе нихăçан та ан ишĕр. - Причалта, пристаньре шыва ан кĕрĕр.Пăрахут, катер, баржа çывăхне ишсе ан пырăр. - Вĕрсе хăпартнă матраспа,

Подробнее

Чĕре сывлăхне упрар

Чĕре сывă пулни çыннăн пурнăçĕнче питĕ пысăк вырăн йышăнать, мĕншĕн тесен вăл организма кислородпа тата тутлăхлă япаласемпе тивĕçтерессишĕн яваплă орган. Кашни çынах унăн сывлăхĕшĕн çамрăкран тăрăшни вара пысăк чирсене сирсе яма, пурнăç пахалăхне лайăхлатма пулăшать. Елчĕкри тĕп больницăн кардиолог тухтăрĕ Ирина Петровна ВАСИЛЬЕВА пире чĕре сывлăхĕшĕн тăрăшмалли тĕп аспектсемпе паллаштарать: -

Подробнее

Тĕмер ФАПĕн — çĕнĕ ертỹçĕ

"Вăрăм та хастар пурнăç" наци проекчĕн "Медицина кадрĕсем" федераци программипе килĕшỹллĕн Елчĕкри тĕп больницăра кадрсен дефицичĕпе ĕçлесси малалла тăсăлать. Тĕмер ялĕнчи фельдшерпа акушер пунктĕнче çĕнĕ заведующи - Екатерина Кондратьева ĕçе пуçăннă. 400 ытла çын пурăнакан ялшăн ку чăннипех те пĕлтерĕшлĕ пулăм - ялта чылай çул яланхи медицина ĕçченĕ пулман. Халĕ вырăнти

Подробнее