Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > малаяродина

Асамлă вăй ытамĕнче

Архив хыпарĕсем Кĕçĕн Шăхаль /Новое Ищеряково/ ялĕ XVI ĕмĕрĕн вĕçĕнче Вăрмар тата Тăвай районĕсенчен куçса килнĕ икĕ çемьерен пулса кайнă теççĕ. Йăх-несĕле пуçараканĕсем – тĕне кĕмен Ищерекпе Иштукан. 1719 çулта 9 хуçалăхра 27 çын,1917 çулта 33 кил, 169 çын, 1969 çулта 65 хуçалăх, 264 çын, 2007 çулта 66 хуçалăх, 160 çын шутланнă. 1930

Подробнее

Ÿркенмен çынсен хавхаланăвĕ

Пĕлме кăсăклă: Шуршу /1923 çулччен Кайăксар Шуршу/ Тутар АССРĕн Хусан кĕпĕрнин Теччĕ уесĕн Теччĕ кантонне кĕнĕ. Ăна çарта тăнă чăвашсем никĕсленĕ теççĕ. Вырăс мар çĕр улпучĕсен çĕрĕ çинче вăй хунă вĕсем. Кайăксар тенĕрен çак вырăнта кайăк-кĕшĕк нумай пурăннă пулĕ. Аваллăхра Кайăксар сăваплă вырăн шутланнă. Шуршу вырăсла «шурă шыв» тенипе килĕшсе тăрать. Хулара

Подробнее

Хăйне евĕрлĕхĕпе, хастар çынсемпе пуян

Кĕске справка Сăрьеле налук тÿлекен хресченсемпе службăра тăнă тутарсем пуçарса янă. Ваттисем каласа хăварнă тăрăх, кунта чи малтан Комсомольски районĕнчен Сура, Тутар Республикинчен Ишмурза ятлă тĕне кĕнĕ тутарсем куçса килнĕ. 1867 çулта 64 хуçалăх, 385 çын, 1118 гектар ял хуçалăх çĕрĕ, 1913 çулта 182 хуçалăх, 951 çын шутланнă. 1897 çулта 5 çăкăр лавкки,

Подробнее

Пĕчĕк хуранăн пăтти тутлă

Кипеç ялĕ мĕнле пуçланса кайни çинчен ваттисем каласа хăварнине халĕ никам та астăвакан çук. Истори материалĕсем тăрăх çеç тупсăмне тупма пулать. XVII ĕмĕр варринче ун чухнехи Сĕве уесĕн Кармами вулăсне кĕнĕ Кипеч ялĕнчен /халĕ Канаш районĕ/ Апанаспа Эштепен хăйсен тăванĕсемпе Кĕçĕн Пăла тăрăхĕнчи вĕтлĕхпе ÿссе ларнă шурлăхлă тăлăх хире куçса

Подробнее

Çуралнă кĕтес чун-чĕре ытамĕнче

Кĕске справка Мучар /Большая Ерыкла/ 1917 çулхи Октябрьти революциччен Хусан кĕпĕрнин Теччĕ уесĕнчи Курнавăш вулăсне кĕнĕ. Вăл Çирĕклĕ юхан шывĕн сулахай енче вырнаçнă. Малтанах яла çыранăн сылтăм енне вырăс хресченĕсем никĕсленĕ. Вĕсен шыв арманĕ пулнă. Ытлă-çитлĕ пурăнакансем хăйсем патĕнче ĕçлеме чăвашсемпе тутарсене тарçа тытнă. Унтан вăрăсем тăтăшах çаратнине пула икĕ тарăн

Подробнее

Йывăç тымарпа вăйлă, этем – тăванпа, ăс-тăнпа

Районти 53 ялтан иккĕшĕнче тутарсем пурăнаççĕ. Сăмахăм паян Пикшик пирки пырĕ. Кĕске справка Тĕрлĕ документсенче çак тутар ялне Хирти Çĕнĕ Пикшик тени те тĕл пулать. Вырăсла ячĕ – Новые Бикшики. Ял ятне 1929 çулта çирĕплетнĕ. Пикшик 1927 çулччен Патăрьел уесĕнчи Шăнкăртам вулăсне, çав çулхи октябрьте Кĕçĕн Елчĕк районне кĕнĕ. 1929 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнче

Подробнее

Ĕçре сатур, спортра маттур

Кармал /Шаймурзино/ Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхне кĕрет. Унта çитсе курас тесен Канаш – Пăва асфальтлă аслă çул хĕрринчен «Эмметево» чарăнура анса юлмалла. Анаталла анакан яка çулпа тÿрех кайса, Элпуç ялĕ витĕр тухса, Çирĕклĕ юхан шывĕ урлă хывнă кĕперпе каçсанах çак яла кĕретĕн. Сылтăм енчи сăртра ĕлĕкхи шкул территорийĕ капмаррăн курăнса

Подробнее

Ман тĕнче пуçланать çакăнтан…

Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕ 10 яла пĕрлештерет. Вĕсенчен пĕри – Çĕнĕ Арланкасси. Кунта 66 хуçалăх шутланса тăрать. Хальхи вăхăтра 100 çын пурăнать. Çĕнĕ Арланкасси ялĕ пирки пуçласа «Атлас Буинского уезда» документра 1808 çулта асăннă. Унта икĕ Арланкассине те ÿкерсе кăтартнă. Пĕри Энтепе ялĕн кăнтăр, тепри хĕвел анăç енче, икĕ çухрăмра

Подробнее

Пурнăç кĕрлет малаллах

Курнавăш ял тăрăхне кĕрекен Аслă Шăхаль ялĕ ăçта вырнаçнине пĕлес тесен чи малтанах Çĕнĕ Пăвана çитмелле. Кунта пурăнакансем тĕллесех кăтартса яраççĕ: мĕншĕн тесен юнашар вырнаçнă пĕчĕк ялсем пĕрре-иккĕ кăна мар ку тăрăхра. – Кĕçĕн Пăла юхан шывĕ урлă пысăк кĕпер хывнă. Унтан каçатăр та – тÿрех сире кирлĕ яла кĕретĕр, –

Подробнее

Историри паллă пулăмсем

Яла 1580-1630 çулсенче Вăрмар районĕнчи Аслă Шăхаль вулăсĕнчи Чураел ялĕн çыннисем пуçарса янă. XVII ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче ялăн хĕвел анăç енче масар уçнă. Вăл 1763 çулччен ĕçленĕ. Вил тăпри-йĕсем çине хĕрессем лартман, пысăк чулсем хунă. Каярахпа тата виçĕ масар уçнă. Хальхи, Тĕмере каякан çулăн сылтăм енчи, пиллĕкмĕш шутланать. 1710 çулта ялта 13

Подробнее