Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пурнăç кĕрлет малаллах

Пурнăç кĕрлет малаллах

Курнавăш ял тăрăхне кĕрекен Аслă Шăхаль ялĕ ăçта вырнаçнине пĕлес тесен чи малтанах Çĕнĕ Пăвана çитмелле. Кунта пурăнакансем тĕллесех кăтартса яраççĕ: мĕншĕн тесен юнашар вырнаçнă пĕчĕк ялсем пĕрре-иккĕ кăна мар ку тăрăхра.

– Кĕçĕн Пăла юхан шывĕ урлă пысăк кĕпер хывнă. Унтан каçатăр та – тÿрех сире кирлĕ яла кĕретĕр, – терĕç пире урамра тĕл пулнисем.

Юлашки вăхăтра районти кашни яла пырса кĕнĕ çĕре пысăк та ятуллă, хитре стелăсем вырнаçтарасси çирĕп йăлана кĕнĕ, анчах кунтах çитеймен-ха çак ырă пулăм.

Яка та асфальтлă çул сарнă аслă урама. Вăл Турхан ялнех çитет. Ыттисене вак чул сарни те лайăх. Ĕлĕкхи пек пылчăкпа çăрăлманни паха.

Ял пуянлăхĕ, паллах, унăн çыннисем. Хальхи вăхăтра кунта 122 хуçалăх шутланать, вăл шутран дача пек усă куракансем – 28. Пропискăра 296 çын тăрать. Пурăнман çуртсем ял илемне пăсса ларни куç кĕретех.

Чи малтанах аслă ăрури çынсемпе кăсăклантăмăр: арçынсенчен чи ватти – А.Смолин. Вăл 91 çулта. 1973 çулта Анатолий Павлович «Республикăри чи лайăх комбайнер» ята тивĕçнĕ. Хĕрарăмсенчен – Вера Сорокина. Вăл та тăхăр теçетке çула хыçа хăварнă. Раиса Боброва, Александра Грибова, Анфиса Смолина, Лидия Боброва тыл ветеранĕсем тăван хуçалăхра ырми-канми вăй хурса ял халăхĕн хисепне çĕнсе илнĕ.

Кил-çурт ача-пăча сассипе илемлĕ тенĕрен, нумай ачаллă çемьесем те йышлă. Ильинсен, Смолинсен, Уткинсен, Архиповсен çемйисенче 6-3-шер ача çитĕнет.

Пĕр-пĕрне çур ĕмĕр ытла ăнланса пурăнакан çемьесем çамрăк мăшăрсене ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Николайпа Валентина Александровсем, Вячеславпа Нина Кузнецовсем çемье çавăрнăранпа 50 çул çитнине паллă туса туй кĕрекине ларнă. Ывăл-хĕрĕсене пурнăç çулĕ çине кăларнă хисеплĕ çемьесем чун-чĕрипе ватăлма шутламаççĕ, паян та общество пурнăçне хастар хутшăнаççĕ.

Тĕрлĕ професси илнĕ ятлă-сумлă çынсемпе савăнать ял-йыш. Алина Васильева тухтăр терапевта ырăпа аса илеççĕ. Ахальтен мар ăна районти Депутатсен пухăвĕн депутатне суйланă. Çавăн пекех çĕр-аннемĕр çинче пилĕк авса унăн ырлăхĕпе киленекенсем те йышлăн. Акă, Борис Скоболев, Виссарион Смолин, Геннадий Волков, Николай Михайлов, Юрий Смолин, Вячеслав Грибов севок сухан лартса ÿстерсе, Владимир Павлов выльăх-чĕрлĕх çитĕнтерсе çемье кассине пуянлатаççĕ. Вячеслав Грибовăн тăрăшуллă çемйи ял халăхĕнчен сĕт пуçтарать, лавкка тытать. Çăмăл машина çук хуçалăх та сахал кунта. Лев Кузнецов, Виктор Кротов, Борис Скоболев, Владимир Архипов техникăна юратнăран тĕрлĕ йышшине туянма мехел çитернĕ. Юрий Смолин лашине кÿлсе ял çыннисене Çăварнире катаччи ярăнтарма та пултарать.

Ял ырлăхĕпе, сиплĕхĕпе киленсе ÿснĕ Антон Смолин, Виталий Волков, Василий Васильев наукăра, çĕр ĕçĕнче Раççейĕн, Чăваш Республикин хисеплĕ ячĕсене тивĕçнĕ.

Ал-ура лартнă Екатерина Николаевăна вăхăтĕнче ялта кăна мар, республикипех лайăх пĕлнĕ. Халĕ унăн ĕçне Николай Смолин малалла тăсать.

Пенси çулне çитсе пыракан 10-15 çын инçех мар вырнаçнă ĕне ферминче вăй хурать. Ял хусахсемпе пуяннине те палăртаççĕ. Чăннипех йышлăн вĕсем, ÿркенменнисем пÿрнисене хуçсах шутласа пачĕç: 12-ĕн .

– Район хаçатне вуласан, тен, хăшĕ-пĕрин валли хĕрсем тупăнĕç, – шÿтлесе те чăнласа калаççĕ демографие аталантарас шухăшлисем.

Кăçал ял çыннисем масара çĕнетес енĕпе ятарлă программăна хутшăннă. Çавна май масар çуртне ăсталасшăн, территорие тирпей-илем кĕртесшĕн. Сăваплă вырăна пăхса тăрасси Лев Кузнецов старостăн пуçарулăхĕнчен нумай килет. Ырă ĕçре Мезейкинсен çемйи те пĕрре мар палăрнă.

Владимир Волков, Алексей Павлов, Владимир Павлов, Владик Пыркин, Вениамин Волков вĕлле хурчĕсем тытаççĕ. Виктор Кротов ял историйĕпе кăсăкланнине пурте пĕлеççĕ.

Мухтавлă ячĕсем манăçăнмаççĕ

Еремей Арлановăн тăватă ывăлĕ – Данил, Василий, Александр, Степан нимĕçсене хирĕç çапăçнă. Данил Еремеевич Мухтав орденне, «Хăюлăхшăн» медале икĕ хутчен илме тивĕçнĕ. Вăрçăран аманса таврăннă хыççăн колхозра шорник пулса ĕçленĕ. Вăл таврара катка-пичке ăсталас енĕпе палăрнă.

Василий те аманса таврăннă. Унтан ăна вăрçăпа юхăннă «Ново-Чурино» хуçалăха ура çине тăратма председателе суйланă. Вăл ертсе пынипе, ял халăхĕ тăрăшнипе хуçалăх çирĕпленсе пынă. Ахальтен мар колхозниксем ĕç кунĕ пуçне 8-шар кг тырă илнĕ. «Арланов çăкăр çитерчĕ», – тесе каланине лайăх астăваççĕ ваттисем. Александрпа Степан хаяр çапăçусенче пуçĕсене хунă. Степан паллă поэт пулма пултарнă. Шкулта чухнех сăвăсем çырнипе палăрнă.

Зоя Николаева /Кудряшова/ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă пĕртен-пĕр хĕрарăм. Вăтам шкул хыççăн 1942 çулта Шупашкарти акушер шкулĕнчен вĕренсе тухнă. Вĕреннĕ вăхăтрах донор пулса тăнă. Елчĕкре ĕçленĕ, хăй çара кайиччен хĕрсене çар ĕçне вĕрентнĕ. 1944 çулта ăна фронта мобилизациленĕ. Медицина службин лейтенанчĕ Кенигсберга çитнĕ. Вăрçа Маньчжуринче вĕçленĕ. Зоя Семеновнăн çапăçура илнĕ орденсемпе медальсем йышлă. Фронтран таврăнсан Хĕрлĕ Чутай районĕнче сывлăх сиплевçинче ĕçленĕ.

Мефодий Волкова /Павлов/ 1941 çулхи май уйăхĕнче Хĕрлĕ Çара кайма повестка панă. Вăл Ярославль хулинче пулеметчиксен курсĕнче вĕреннĕ. Вăрçă пуçлансан ăна Ленинград хулине янă. Нева çинчи хулана хÿтĕленĕ хыççăн Кенигсберг хулине фашистсенчен тасатнă çĕре хутшăннă. Паттăр салтак тăван яла Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе тата кăкăр тулли медальсемпе таврăннă. Мĕн пенсие тухиччен колхоз председателĕн çумĕнче, ферма заведующийĕнче тăрăшнă.

Василий Ертмаков вăрçă вăхăтĕнче тăван колхозра ĕçленĕ. Чылай çул ревизи комиссийĕн председателĕнче, Курнавăшри ял совечĕн секретарĕнче тăрăшнă. Район хаçачĕн активлă ялкорĕ пулнипе та лайăх пĕлеттĕмĕр ăна.

Ипатий Пыркин пахча ăсти те хăйĕн хыççăн ырă йĕр хăварнă. 80 çултан иртсен те харсăр арçын анкартинче çум курăк тăратман. Урхамах та тытнă. Пахчара никамра çук кăнтăрта ÿсекен культурăсене лартса çитĕнтернĕ. Пенсие кайиччен колхоз садне ĕрчетессишĕн тимленĕ. Çав вăхăтрах карçинккасем, витресем çыхнă, çăпата явнă. Ал ăсти пархатарлă ĕçе ывăлне, мăнукĕсене те вĕрентсе хăварнă. Сувенир-çăпатасене типтерлĕн упраççĕ килте.

Мухтавлă çынсен ячĕсене нумай тăсма пулать…

Килти музей

Аслă урамра пурăнакан Владимир Волкова шкул ачи чухнех тăван ен историйĕ, унăн çыннисем, йăх-несĕл тымарĕ кăсăклантарнă. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен тăван колхозра тĕрлĕ яваплă ĕçре тăрăшнăскер, пенсие тухсан, пушă вăхăт ытларах пулнăран, килĕнче музей уçма шухăшланă. Аваллăх япалисене унчченех пуçтарнă-ха вăл. Елчĕкре историпе тăван тавралăх музейĕ уçнă вăхăтра ун патне таврапĕлÿçĕсем килнĕ те типтерлĕ хуçа вĕсене интереслентерекен япаласене чылай парса янă. «Музей аваллăх управçи, ниçта та çухалмаççĕ», – тенĕ пуян чун-чĕреллĕ арçын.

Каярахпа вăл, культурăланса кайнă май ачисем ашшĕ-амăшĕн, аслашшĕ-асламăшĕн кивĕ япалисене урама кăларса пăрахнине асăрханă та, вĕсене те пуçтарнă, çуса тасатнă, тирпейлĕн упранă. Вĕсем вăхăт иртнĕçемĕн калама çук паха экспонатсем пулнине туйнă Владимир Мефодьевич. Çавăн пекех çырма-çатра хĕррине кăларса пăрахнă хут тĕркисене пуçтарма та ÿркенмен. Хăшĕ-пĕри, тен, ун чухне тĕлĕннĕ те, йĕкĕлтесе кулма та пăхнă пулĕ унран, вăл вара пĕрчĕн-пĕрчĕн пуçтарса михĕсене тултарса пынă. Юрать, килтисем ăнланнă ăна. Чи малтан, паллах, мăшăрĕ, Людмила Петровна, малашлăха пăхса тинкерекен сăпайлă хĕрарăм, пулăшу аллине тăснă упăшкине. Ун чухне вĕсем ăпăр-тапăр шутланнă, халĕ пуян экспонатсен хакĕ çук.

Владимир Мефодьевич амăшĕн, кукамăшĕпе кукашшĕн кун-çулне тишкерессине тĕп тĕллев вырăнне хунă. Вĕсем ялти сумлă, ĕçчен те паттăр çынсем пулнă. Кулак, пуян тесе кил-çуртне пăсса кайса ялтан хăваласа кăларса янă, тĕрлĕ тĕрмесенче тата поселенисенче нушаланса асап тÿснĕ тăванĕсемпе ентешĕсен ячĕсене асрах тытать вăл. Пурăна киле çеç политика репрессийĕсене пула шар курнă Григорий Грибов, Софрон Ильин, Марк Кутузов, Всеволод Павлов, Варсанофий Портнов, Антон, Виталий, Елена, Мария, Наталья Пыркинсем, Михаил Смолин, Александр Аверьянов айăпсăр айăпланнисен йышне кĕнĕ.

Амăшĕн арчинчи паха япаласем музейри чи хаклă пуянлăх. Мĕн кăна çук-ши музей-çуртра? Хăй каланă тăрăх, 1 пин ытла экспонат: мамонт шăлĕсенчен пуçласа килти савăт-сапа, ĕç хатĕрĕсем, хуçалăхра усă курнă япаласемпе ĕлĕкхи пусма-тавар, кĕпе-тумтир, вăрçă вăхăтне аса илтерекен нимĕç каскипе патронсем тата ытти те. Куç алчăраса кайнăран пурне те каласа параймăн, унта кайса курмалла. Пирĕн ăрурисем халĕччен курман япаласем те йышлă. Шкул ачисемшĕн вара интересли те кăсăкли тата нумай тупăнать. 100 çултан иртнĕ япаласене тытса пăхма та пулать-çке.

Экспонатсем икĕ пÿлĕме те вырнаçайманран Владимир Мефодьевич килти хĕрарăмсенчен çулла усă куракан лаççа ыйтнă. Лешсем нумай шухăшласа тăмасăрах аваллăха упраса сăваплă ĕç пурнăçлакана тепĕр пÿлĕм уйăрса пама шантарнă. Çапла вара çулла музей-çурт тата пысăкланĕ. Вăл ламран-лама кăна куçса пытăрччĕ.

Чăваш культурине, йăли-йĕркине упраса, аталантарса пыракан В.Волков таврапĕлÿçĕ 1986 çултанпа çанталăка та сăнать. Ялти синоптик ир тăрсан тÿрех музей-çурта васкать. Паян кун мĕнлине çырса хурать, танлаштарать.

Волковсем тарават та ăшă кăмăллă çынсем. Шăкăл-шăкăл калаçса пурăнакан çемьере музей ĕçне ывăлĕпе кинĕ, мăнукĕсем те хутшăнаççĕ.

Çаврăнăçуллă, ĕçчен

«Ялта халăха чи малтан кирлĕ социаллă объектсем пур-и? – тесе ыйтсан урамри арçынсем нимĕн те çуккине пĕлтерсе «Улыбка» лавккана ячĕç.

Унта çитсех килес терĕмĕр, мĕншĕн тесен лавккасăр та пурăнма çук: куллен çăкăр çиес килет тата ыттине те…

Людмила Пыркина сутуçă ĕçлетчĕ вăл вăхăтра. Тÿрех курăнать: типтерлĕ лавккара тавар çителĕклех.

– Таварĕ килсех тăрать. Вĕсене туянакансем те сахаллăн мар, – сăпайлăн сăмах хушрĕ кунта сакăр çул стаж пуçтарнă Людмила Владимировна.

Лавкка алăкĕ уçăлса-хупăнса кăна тăрать: тавар туянакансем хăйсене кирлисене илеççĕ те ырă кăмăл-туйăмпа тухса каяççĕ. Сутуçă çаврăнăçуллă та тараватлă пулни палăрчĕ. Кашнийĕнпе ăшшăн калаçать, тĕрлĕ тавар сĕнет, кирлĕ сĕнÿ-канаш пама та ÿркенсе тăмасть.

Кăштах вăхăт иртсен лавккана унăн хуçи – Вениамин Волков килсе çитрĕ. Уйрăм предпринимателе тахçанах палланăран вăл ялшăн çунакан çын иккенне лайăх пĕлетпĕр. Пурнăç кустăрми ăна тĕрлĕ яваплă ĕçсенче тăрăшма хистесен те вăл ялăн патриочĕ пулса юлнă. Райпо лавкки хупăннă хыççăн ял çыннисен кулленхи ыйтăвне тивĕçтерес тĕллевпе ăна туяннă та çанă тавăрса ĕçлеме пикеннĕ. Тĕпрен юсаса çĕнетнĕ. Унтанпа 18 çул ним сисĕнмесĕр иртсе кайнă. Халĕ ĕç-хĕл начар мар пырать.

– Икĕ сутуçă тăрăшаççĕ. Людмила Пыркинăна Альбина Емельянова улăштарать, – терĕ Вениамин Петрович сутуçăсен ĕçĕпе кăмăллине пĕлтерсе.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code