Понедельник, 25 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > хлеб (Страница 2)

Ят-сум тăрăшса вăй хума хавхалантарать

Сăн ỹкерчĕкре - хăйсен пархатарлă ĕçĕпе ят-сума тивĕçнĕ "Рассвет" ял хуçалăх производство кооперативĕн хастарĕсем: Валерий Иванов тракторист-машинистпа Наталия Яковлева бухгалтер. Районти Акатуй уявĕн сцени çинчен чысланă ĕç паттăрĕсене вун-вун мăшăр куç тинкерчĕ. Çакна кура вĕсем пĕр пăлханчĕç, пĕр савăнчĕç те. - Хисеплени, куç тĕлне туни тăрăшса вăй хума хистет. Хуçалăх ертỹçине -

Подробнее

Чăваш хăмли — чи хăватли

Шупашкарта çĕртме уйăхĕн 23-26-мĕшĕсенче "Раççейĕн симĕс ылтăнĕ" фестиваль иртет. Хăмла производствине ỹстерес тĕллевпе малашне ăна республикăра кашни çул ирттерме палăртаççĕ. Сăмах май, Совет Союзĕ вăхăтĕнче çĕршывра туса илнĕ "симĕс ылтăнăн" 80 процентне Чăваш Республикинче туса илнĕ. Чăваш Ен халĕ те хăмла çитĕнтерекен тĕп регион, Раççей хăмлин 90 проценчĕ пирĕн шутланать. Апла

Подробнее

Çĕр çынни пысăк ĕç пуçланă — алли çăмăл пултăр!

Районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче ака ĕçĕсем кунран-кун вăй илсех пыраççĕ. Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, майăн 5-мĕшĕ тĕлне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пурĕ 4883 гектар (24 процент) акнă. Уйрăммăн калас пулсан, çак вăхăт тĕлне çуртрисене "Сатурн" ЯХПКра - 59, Ленин ячĕллĕ ЯХПКра - 54, "Яманчурино"

Подробнее

Унăн ячĕ вилĕмсĕр

Социализмла Ĕç Геройĕ Василий Григорьевич Свеклов 1927 çулхи майăн 5-мĕшĕнче Аслă Пăла Тимеш ялĕнче çуралнă. Салтак тивĕçне пурнăçланă хыççăн Аслă Пăла Тимеш ял канашĕнче секретарь, пĕр вăхăт председатель (1946-1952 ç.ç.) пулнă. Пултаруллă çынна Чăваш Енри колхозсем валли кадрсем хатĕрлекен шкула (1955 ç.) вĕренме янă. Унтан таврăнсан Василий Свеклова районти "Победа" колхоз

Подробнее

Чыса эс тивĕçлех!

Кăçал районти Хисеп хăми çине кĕме тивĕçлĕ пулнă 20 çынран 3-шĕ - АПК ĕçĕн хастарĕсем. Вĕсенчен пĕри - "Эмметево" сахал яваплă обществăра зоотехник пулса вăй хуракан Галина Валериевна Краснова. Сăн ỹкерчĕкри унпа юнашар Галина Чернова, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти вĕрентекен, савăнăçлă, çав вăхăтрах хумхануллă лару-тăрура иртекен уявра, ăна

Подробнее

АПК ветеранĕсем тĕл пулнă

Чăваш Республикинчи АПК ветеранĕсен канашĕн хисеплĕ председателĕ, хамăр ентеш Василий Шадриков хутшăннипе иртнĕ эрнере районти агропромышленность комплексĕн ветеранĕсен канашĕн ларăвĕ пулса иртрĕ. Тĕрлĕ çулсенче ял хуçалăх отрасльне аталантарас ĕçре тивĕçлĕ тỹпе хывнă АПК ветеранĕсем паянхи пурнăçра пĕлтерĕшлĕ пулса тăма тивĕçлĕ нумай кăсăклă ыйтăва хускатрĕç. Лару ĕçне пĕтĕмлетме хутшăннă район администрацийĕн пуçлăхĕ

Подробнее

Çĕр çыннин тивĕçĕ пархатарлă

Елчĕк районĕнчи аграрисем ял хуçалăхне ăнăçлă аталантарассине - кашни пусăм çĕр лаптăкĕпе туллин усă курас, тухăçлă тыр-пул, кирлĕ шайри выльăх-чĕрлĕх продукцийĕ туса илес, выльăхсен хисепне сыхласа хăварас тĕллеве малти вырăна хураççĕ. Ял хуçалăхĕ тĕп отрасль шутланакан районшăн агропромышленность комплексĕ курăмлă, тупăшлă ĕçлеме тивĕçлĕ те. Ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем йывăрлăхсен

Подробнее

Пĕтĕм вăя — çур аки ĕçне

Çур аки пуçланиччен вăхăт нумай та юлмарĕ. Çакна кура хальхи вăхăтра ял хуçалăх организацийĕсенче тăрăшсах хĕрỹ тапхăра хатĕрленеççĕ. Ленин ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕн председателĕпе Валерий Падуевпа тĕл пулсан та чи малтан çак ыйтусем тавра сăмах пуçартăмăр. Умри йывăрлăхсене парăнмасăр пурнăçпа тан малалла утăмлакан - çĕнĕлĕхсене алла илессине малти вырăна хуракан

Подробнее

Аса илмелли нумай…

Иртнĕ ырă вăхăтри, çĕршывĕпе чапа тухнă Ленин орденлă "Победа" колхозăн 9-мĕш комплекслă бригадинче трактор бригадин бригадирĕ пулнă, механизациленĕ звенона ертсе пынă Илья Петрович Ефремовăн куçĕ умне кун-çул уттин тапхăрĕсем пĕрин хыççăн тепри тухса тăраççĕ… Пурнăç урапи ытла хăвăрт чупать. Çул хыççăн çул иртнине сиссе юлма та çук. Республикăра анчах мар, çĕршывĕпех

Подробнее