Пятница, Март 5, 2021   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > 75лет

Мăкăти эртелĕн ятне яман

1418 талăк кĕрленĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пĕтĕм совет халăхĕпе пĕрле Аслă Пăла Тимеш ял çыннисем те нимĕç фашисчĕсене хирĕç тĕрлĕ фронтсенче паттăррăн çапăçнă. Шупашкарта кăларнă «Астăвăм» кĕнеке тăрăх ялтан 228 вăй питти арçын вăрçа хутшăннă, анчах вăрçă хыççăн урăх вырăна куçса кайнисене шута илсен вĕсен хисепĕ тата нумайрах. «Подвиг

Подробнее

Аслашшĕн вăрçăри орденне – мăнукне

Кăçал Аслă Çĕнтерÿ 75 çул çитнине эпир, вăрçă ветеранĕсен ачисемпе мăнукĕсем, кĕçĕн мăнукĕсем чун-чĕрери тулли савăнăçпа кĕтсе илтĕмĕр. Тем тесен те пирĕнте, кашнийĕнче, чĕре варринче, шалта çак паттăрлăха пуçа таяс, асатте-кукаçисемпе мăнаçланас туйăм упранать. Юбилейлă çулталăкра чылайăшĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи витĕр утса тухнă çывăх тăванĕсен шăпине тĕплĕн тишкерсе интернетри

Подробнее

Йывăр аманнă

Николай Васильевич Евстафьев, Тĕмер ялĕнче паян пурăнакан пĕртен-пĕр вăрçă ветеранĕ, 1925 çулта çуралнă. Хĕрлĕ Çара ăна 1943 çулхи январĕн 13-мĕшĕнче илнĕ, унта 1944 çулхи июлĕн 30-мĕшĕччен пулнă. Салтак шинелĕ тăхăннă çул Николай Евстафьев 18 çул та тултарайман. Пĕрремĕш тата юлашки çапăçăва 1-мĕш Прибалтика фронтĕнчи стрелоксен 5-мĕш гварди дивизийĕн 17-мĕш гварди полкĕн

Подробнее

Мăн кукаçи пек пуласчĕ

«Кукамай, вĕрентекен пиртен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пирки сочинени çырма ыйтрĕ. Эпĕ мăн кукаçи çинчен çырас тетĕп. Каласа пар-ха мана ун пирки», – тесе ыйтрăм кукамай патĕнче пулнă май. Çывăх çыннăм çак сăмахсене илтсен мана ăшшăн çупăрларĕ, унтан тарăн шухăша кайса аса илÿсен авăрне путрĕ: – Итле эппин, мăнукăм, – терĕ вăл

Подробнее

Пысăк паттăрлăхпа палăрнă

Василий Алексеевич Козлова Хĕрлĕ çар ретне 1943 çулхи май уйăхĕнче илнĕ. Ун çинчен мана 2004 çулта Ф.П.Козлов /1927 çулта çуралнă/ каласа панăччĕ. Анчах та каласа панине нимĕнле документпа та çирĕплетме пулманран хăй вăхăтĕнче çак статьяна çырма тăхтаса тăтăм. 2019 çулта «Память народа» сайтра В.А.Козлова панă награда хучĕсем тупăнчĕç. Шăпах вĕсем

Подробнее

Вăрçă килех çавăрса килнĕ

Юлия Макаровна Николаева /Мальцева/ 1928 çулхи утă уйăхĕн 9-мĕшĕнче Тÿскел ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Хĕр ачана малтан Заря ят панă. Çакă çĕнĕ пурнăçа пĕлтернĕ. Анчах чиркÿре шыва кĕртнĕ чухне христианствăра кунашкал ят çуккине пĕлтернĕ. Çапла майпа хĕр ачана çĕнĕ ят – Юлия хунă. Çемьере ултă ача çитĕннĕ. Юлия виççĕмĕш ача пулнă.

Подробнее

Ман çемьери вăрçă йĕрĕ

«Кашни çемьен хăйĕн историйĕ пур. Унăн шăпине Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи тарăн йĕр хăварнă. Çакăн çинчен асаттепе калаçнă май эпĕ пуçласа шухăша кайрăм. Манăн асатте – Славиян Федорович Сачков 1917 çулхи нарăсăн 15-мĕшĕнче Елчĕк районĕнчи Акчел ялĕнче çуралнă. 1938 çулхи авăн уйăхĕн 15-мĕшĕнче, 21 çул тултарсанах, ăна Хĕрлĕ çар ретне васкавлă

Подробнее

Çĕнтерÿ парадĕнче – Кушкăсем

ХХ-мĕш ĕмĕрти чи хăрушă та тискер вăрçăра çĕнтернĕренпе кăçал 75 çул çитнине паллă турăмăр. Тăшмана çапса аркатассишĕн çапăçнă салтаксемпе офицерсенчен Кушкăра çуралса ÿснĕ 230 яхăн яш-кĕрĕмĕн /вĕсенчен 3 хĕр упраç/ тÿпи те калама çук пысăк пĕлтерĕшлĕ. Юнлă вăрçă хирĕнче 105 ентеш ĕмĕрлĕхе куçĕсене хупнă. Вĕсен вăтам ĕмĕрĕ 33 çулпа çеç

Подробнее

Виçĕ вăрçа хутшăннă

Манăн атте – Иван Васильевич Бобылев – 1895 çулта Элпуç ялĕнче çуралнă. Çемьере асли пулнă вăл. Çамрăклах ĕçе кÿлĕннĕ, 12-ре чухне сухапуç тытнă, 14 çулта юлташĕсемпе пĕрле Владивостока шахтăна ĕçлеме тухса кайнă. Пĕрремĕш тĕнче вăрçи пуçлансан И.Бобылева Владивостокри кĕпĕрне çар комиссариатĕнчен хĕсмете янă. Хĕвел анăç фронтĕнче Австрипе Германи çарĕсене хирĕç çапăçнă.

Подробнее

Атте сăнарĕ асăмра

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи тапхăрĕнче йывăр килнĕ çав ăрури çынсен шăпи.Тăшмана çапса аркатнă çĕр пин совет салтакĕ йышĕнче манăн атте – Венямин Иванович Трофимов та пулнă. Унăн кун-çулĕ çинчен, кĕскен те пулин, каласа парас килет... Венямин Трофимов 1911 çулхи раштав уйăхĕн 28-мĕшĕнче Лаш Таяпа ялĕнче çуралнă. Иванпа Дарья Трофимовсен çемйинче ултă

Подробнее