Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > 75лет (Страница 2)

Паттăр связист

– Сан телейÿшĕн, санăн пурăнас кунушăн вăрçăран сывă таврăнма пÿрчĕ пуль мана шăпа, – çапла каланă атте эпĕ тĕнчене килсен. Манăн атте – Дмитрий Степанович Карсаков Вăрăмхăва ялĕнче 1917 çулхи январĕн 7-мĕшĕнче – Христос çуралнă кун тĕнчене килнĕ. Вăрçа 1941 çулта июль уйăхĕнче тухса кайнă. Анне – София Андреевна Карсакова /Абдулкина/

Подробнее

Аттене кураймарăм

Вăрçă. 1941 çулхи июнĕн çирĕм иккĕмĕшĕнче пирĕн çĕршыва фашистла Германи сĕмсĕррĕн тапăнса кĕрет. Тăватă çула тăсăлнă çак хăрушă вăрçа кашни килтен ашшĕсем, ывăлĕсем тата хĕрĕсем тухса кайнă. Çурри ытла тăван киле каялла таврăнайман, вĕсем юнлă вăрçăра паттăррăн çапăçса пуçĕсене хунă. Паттăрла вилĕмпе вилнисен хушшинче манăн аттен – Емельян Васильевич Мешковăн ячĕ

Подробнее

Çĕнтерÿ парачĕ

Раççей халăхĕ, çавăн пекех СНГ йышне кĕрекен патшалăхсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 75 çул çитнине паллă турĕç. Коронавируса пула кăçал Çĕнтерÿ парадне ыран, июнĕн 24-мĕшĕнче 10 сехетре, ирттерме палăртнă. Парада тивĕçлĕ ирттерессинче иккĕленÿ çук. Çапах та мана пĕр шухăш канăç памасть – маларах йăлана кĕнĕ пек парад вăхăтĕнче

Подробнее

Ельня патĕнче пуçне хунă

Кукаçине – Петр Тимофевич Беловолосова хыпарсăр çухалнă тесе аса илеттĕмĕр. Кукамай Софья Федоровна та çакна çирĕплететчĕ. Çемье архивĕнче нимĕнле документсем те, çырусем те упранса юлман... – Атте çырăвĕсем пулнă-ха вĕсем. Анчах та пĕринче кукамăр питĕ хурланса йĕнĕ хыççăн чĕрине урăх ыраттарса çунтарас мар тесе кăмакана пăрахса çунтарса янă вĕсене. Çапла майпа

Подробнее

Вăрçă салтакĕн ачалăхĕ

Александр Павлович Петров /1921-1995/ Кушкă ялĕнче çуралса ÿснĕ. Ялта 4 класс пĕтернĕ хыççăн Кавалти 7 çул вĕренмелли шкулта пĕлÿ пухнă. Патăрьелĕнчи педагогика училищине, Канашри учительсен институтне пĕтернĕ. Çĕнĕ Эйпеç, Энтепе, Исемпел, Кавал, Аслă Пăла Тимеш, Кивĕ Эйпеç, Кушкă шкулĕсенче учитель, директор пулса ĕçленĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕ. Хĕрлĕ Çар

Подробнее

«Парнесемпе» таврăннă

Павел Гаврилович Гаврилов Тăрăм ялĕнче 1913 çулхи декабрĕн 16-мĕшĕнче çуралнă. Ялти шкултан вĕренсе тухсан колхозра ĕçленĕ. Вăрçă умĕн Елчĕкри РАФОра аслă налук инспекторĕн тивĕçĕсене пурнăçланă. 1942 çулхи август уйăхĕнче Хĕрлĕ Çар ретне тăнă – çак вăхăтран пуçласа 1943 çулхи февраль уйăхĕччен виççĕмĕш минометсен дивизинче /«Катюшăсем»/ фашистсене хирĕç çапăçнă. Дивизи 2-мĕш Украина

Подробнее

Аслă вăрçă: çухатусем

Вăрçă вăхăтĕнче Совет Союзĕнче мĕн чухлĕ çын пурнăçĕ татăлнă тата пурлăх пĕтнĕ; 1941-1945 çулсенче апат-çимĕç хакĕсем мĕнле улшăнса пынă; Хĕç-пăшал туса кăларма мĕн чухлĕ тăкакланă; Çак тата ытти нумай ыйту çине Раççей статистикин «Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи» /«Великая Отечественная война»/ ятарлă пуххинче хурав тупма пулать. Статистикăн вăрçă вăхăтĕнчи 3692 историне

Подробнее

Раççей çарĕ

яланах мăнаçлăхпа тата паттăрлăхпа палăрнă. Çар мухтавĕн май уйăхĕнчи паллă кунĕсем пирки кĕскен: 1944 çул. Майăн 12-мĕшĕнче Крымра çар операцийĕ вĕçленнĕ. Совет çарĕ Крыма 35 кунра ирĕке кăларнă. 1945 çул. Уйăхăн 2-мĕшĕнче Жуков тата Конев маршалсен çарĕсем фашистсен «рейхĕн» тĕп хулине – Берлина парăнтарнă. Майăн 6-мĕшĕнче совет çарĕсем Прагăна ирĕке кăларас тĕллевлĕ

Подробнее

Тав тăватпăр пуç тайса

Манăн мăн кукаçине Михаил Петрович Пятаков тесе чĕннĕ. Вăл 1911 çулта Элекçей Тимеш ялĕнче çуралса ÿснĕ. Ар çулне çитсен Аслă Елчĕк хĕрне килĕштернĕ те унпа çемье çавăрма шутланă. Нина Убасева хÿхĕм те пултаруллă хĕр пулнăран каччăн чĕрине вĕри вут çулăмпа çунтарнă. 1934 çулта çамрăксем çемье çавăрнă. 1935 çулта телейлĕ мăшăр çемйине çĕнĕ

Подробнее

Паттăр пулнă

Манăн мăн асатте – Филимон Егорович Ермолаев Сталинград хулине хÿтĕленĕ, разведчик пулнă. Сахал мар «чĕлхе» тытса килнĕ. Вăл фашистсем çынсене пĕр шеллемесĕр вĕлернине хăй куçĕпе чылай курнă. Нумай нуша, инкек тÿснĕ. Темиçе хут аманнă. Çăмăл пулман çапăçу хирĕнче. Çапах та вăл киле чиперех çитме пултарнă. Вăрçăра паттăр пулнăшăн ăна Хĕрлĕ

Подробнее