Вторник, 7 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > 75лет (Страница 3)

Ачалăхсăр

Пире ачалăх ачалла пăхмарĕ, Аюй, тесе шăлмарĕ çав пуçран. Ун чух ылханлă вăрçă вут-кăварĕ Çатăртатса çунатчĕ анăçра. Пит çамрăклах эпир нумай терт курнă, Ачалăха çухатнă тăлăхсем. Ачасенчен пире тетте-и? Юлнă çурла, тăпачĕ, ут хатĕрĕсем. Çапла, фашизм пилсĕр каснă, пăвнă, Сивлеккĕн кулнă ман ачалăхран. Анчах эпир аттесене-мĕн хывнă: Пуçа усман чи йывăр вăхăтра.                    

Подробнее

Кĕнекере – паттăрсен ячĕсем

Аслă Çĕнтерÿ кунĕ умĕн «Елчĕк ен» хаçатра чылай çул яваплă секретарьте, тĕп редакторта ĕçленĕ Николай Алексеевăн «Тĕмер ялĕн салтакĕсем» черетлĕ кĕнеки кун çути курчĕ. Унта 1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă тата вăрçăран таврăннă 244 салтак çинчен çырса кăтартнă. Çак ĕçре вăл чи малтанах Раççей Федерацийĕн Оборона министерствин кирек

Подробнее

Çĕнтерĕве вĕренекенсем те çывхартнă

Фашистла Германи пирĕн çĕршыв çине вăрă-хурахла тапăнса кĕрсен арçынсем пĕрин хыççăн тепри фронта тухса кайнă. Энтепе, Çĕнĕ тата Кивĕ Арланкасси ялĕсенчен 267 çын вăрçа хутшăннă, вĕсенчен  147-шĕ каялла таврăнайман. Пĕтĕм ĕçе яла юлнă хĕрарăмсемпе ватăсен, ачасен тумалла пулнă. Вăрçă йывăрлăхĕ  шкулсене те пырса çитнĕ. Историрен çакă паллă. Энтепе шкулĕ 1895-мĕш  çулта

Подробнее

Эпир тăрăшмасан… Кам?

Ашшĕ вăрçа кайнă чухне çулталăкри Рифкат лайăх утма-чупма та вĕренсех çитеймен пулнă-ха. Апла пулин те 1943 çулхине вăл паттăрла çапăçса пуç хуни çинчен пĕлтерни унăн асĕнче юлнă: амăшĕпе тетĕшĕ те, кÿршĕ-аршăсем те татăлса йĕреççĕ. Пĕчĕк пÿрт тарăн хурлану çурчĕ пек. «Йăлама, енчи... – тенĕ пулать вăл амăш пичĕ тăрăх шăпăртатса

Подробнее

Харсăр разведчик

Михаил Платонович Платонов 1914 çулта Тăрăм ялĕнче Платонпа Александра Платоновсен çемйинче çуралнă. Ашшĕ вăрçăччен «Вперед» колхозăн председателĕнче тăрăшнă. 1941 çулта М.Платонов вăрçа тухса кайнă. Малтанах Мускава фашистсенчен хÿтĕлесе хаяр çапăçусене хутшăнать. Гвардин аслă сержанчĕ пĕрре те аманман. Разведчик пулнăскер миçе хутчен вилĕмпе куçа-куçăн тăнă пуль – ăна пĕр Турă анчах пĕлет.

Подробнее

Вăрçă витĕр тухнă хĕр

1941-мĕш çул. Çулла. Сенкер пĕлĕтсем айĕнче ешĕл вăрмансем хумханмасăр ларнă. Ылтăн тырăллă хирсем чуна тыткăнланă. Утă капанĕсемлĕ улăх-çарансем канлĕн сывланă. Ялсемпе хуласенче кунĕпех ĕçлесе ывăннă ĕçченсем, выляса ĕшеннĕ ачасем тутлăн çывăрнă. Çĕр хăй те тÿлеккĕн каннă. Хĕвел тухăçĕнчен çĕре ыйхăран вăратса шурă шурăмпуç хăпарнă. Вăл шăппăн-шăппăн сарăлнăçемĕн сарăлса пынă. Акă,

Подробнее

Атте таврăнаймарĕ…

– Анне ăшшине кураймарăм, атте çирĕплĕхне туяймарăм. Кукка пăхса ÿстерчĕ мана, – аса илет иртнине Вера аппа куççуль витĕр. Вера Федоровна Ефимова 1932 çулхи октябрĕн 9-мĕшĕнче Лаш Таяпа ялĕнче кун çути курнă. Пурнăçри чи çывăх çынни – амăшĕ йывăр чире пула 1938 çулта пурнăçран уйрăлать. – Анне вилнĕ хыççăн эпир тăватă хĕр

Подробнее

Пысăк чĕреллĕ пĕчĕк Кĕркури

Аслă Елчĕк енчен район центрне кĕретĕп. Тĕп лапамра вăрçă çинчен хывнă юрăсен пуххи илтĕнет. Паттăрсене халалласа лартнă палăк умĕнче видеоэкран вырнаçтарнă иккен. Çывхарнăçемĕн юрă-кĕвĕ пушшех чуна пырса тиврĕ. Пăхатăп: экран çинче салтаксем атакăра... Вăй пĕтсе, куç хуралса килчĕ, вĕри куççулĕ тапса тухрĕ. Атте каласа панисем куç умне тухса тăчĕç: – Вут-хĕм

Подробнее

#ПĕрлеМухтанатпăр

Çулсем иртнĕ май пирĕн халăхăн вăрçă вăхăтĕнчи паттăрлăхĕпе чапĕ ÿссех пырать. Ырă малашлăхшăн пурнăçне тата сывлăхне хĕрхенмесĕр ирсĕр тăшманпа вирлĕн çапăçнă кашни ветеран, тыл ĕçченĕ умĕнче пысăк парăмра эпир. Районтан фронта 8361 çын тухса кайнă, вĕсенчен 3795-шĕ каялла таврăнман. Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин онлайн мелĕпе иртекен «Вилĕмсĕр полк» акцие

Подробнее

Елчĕк МТСĕн агрономĕ

те пулнă вăл. Анчах ăраскалĕ ăна ку ĕçе нумай çуллăха пăрахма хистенĕ. Хаяр вăрçă пуçлансан, офицер пулса, çĕршыва хÿтĕлеме тăнă вăл. Акчел ялĕнче пурăнакан Тамара Ивановна Указова /хĕр чухнехи хушамачĕ – Смирнова/ мана сăн ÿкерчĕкри çынсемпе паллаштарчĕ. Совет Çарĕн офицерĕн тумне тăхăннă арçын – унăн ашшĕ – Иван Семенович Смирнов, амăшĕ

Подробнее