Воскресенье, 19 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > 75лет (Страница 4)

Олег Николаев Аслă Çĕнтерÿ уявне паллă тăвассин форматне çĕнĕрен тишкерме хушу панă

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев республикăра коронавирус инфекцийĕ сарăлнă тапхăрта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 75 çул çитнине халаллакан уява ирттерес йĕркене çĕнĕрен тишкерме хушнă. – Ку лару-тăрура нумай мероприятие малтанхи йĕркепе ирттереймĕпĕр. Дистанци технологийĕ анлă сарăлнă тапхăра шута илсе уяв саманчĕсене тĕрлĕ форматпа йĕркелеме, социаллă

Подробнее

Кивĕ сăн ÿкерчĕк аса илтерет

Аслă Çĕнтерĕве çывхартнăранпа 50 çул тултарнине уявлама хутшăннă Тÿскел ялĕнчи вăрçă тата тыл ветеранĕсем. Шел пулин те, хальхи вăхăтра вĕсенчен ытларахăшĕ пирĕн хушăмăрта çук. Çак сăн ÿкерчĕк вара вĕсен çывăх çыннисемшĕн асăнмалăх пултăр! /Анатолий Нягин сăн ÿкерчĕкĕ, 1995 ç./

Подробнее

Эпир – вăрçă ачисем

Нихăçан та тухмаççĕ асран Сивĕ вăрçăн хаяр çулĕсем... Час-часах хуйхăрса пур чунтан Шав йĕретчĕ анне чĕтренсе. Аллинче – виçкĕтес-çырусем, Черетпе вăрçăран килнисем. «Тавăрсам ывăла, мăшăра», – Хăй ыйтатчĕ ялан Турăран. Ах, сайралчĕç анчах çырусем, Куççульпе чĕререн кĕтнисем, Пит инçе-çке тумхах çулĕсем, Тупайман, тен, вĕсем хуçине? Пур ача апата лариччен Тилмĕретчĕ анне кашнинче: «Килех, ывăлăм, эс тутансам, Килех, мăшăрăм, тутă пулсам...». Çавăн пек мĕн çĕре кĕриччен Кĕтрĕ вăл

Подробнее

Общество ĕçĕнче те малти

Мария Ястребова 1923 çулхи апрелĕн 6-мĕшĕнче Акчел ялĕнче вăтам хресчен кил-йышĕнче çуралнă. Нумай ачаллă çемьере вăл 1 хĕр пулнă /11 пĕртăван/. Вĕсенчен 5 ывăлпа 1 хĕр сывă çитĕнеççĕ. 1929 çулта вĕсен çемйи Мускава куçса каять. Вăрçă пуçланнине пĕлсен Марийăна амăшĕпе пĕрле каялла тăван ялне таврăнма лекет. 5 ывăлĕ вăрçа тухса каяççĕ. 1942

Подробнее

Куç умĕнче – анне сăнарĕ

Хамăн вăрăмах мар çырура манăн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă çывăх тăванăм – Иван Васильевич Фомин пирки çырса пĕлтерес килет. «Пире тыткăнран хамăрăн салтаксем хăтарчĕç. Киле кайма вăхăт çитсен хăш-пĕр салтак тăван тăрăхне таврăнасшăн пулмарĕ, мĕншĕн тесен тыткăнра пулнисене пуçран шăлман ун чухне. Манăн куç умне вара сусăр тетепе чĕререн куççулĕ

Подробнее

Чун-чĕре хушнипе

Елчĕк шкулĕнче онлайн мелĕпе «Вилĕмсĕр полк» акци старт илнĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ – Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн кĕрешнисен паттăрлăхне яланлăх асра хăварасси. Томск хулинчи Сергей Лапенков, Сергей Колотовкин, Игорь Дмитриев журналистсен пуçарулăхĕпе тата сĕнĕвĕпе йăлана кĕртнĕ «Вилĕмсĕр полк» акцие йĕркелени пирĕншĕн кашнийĕншĕн, уйрăмах çамрăк ăрушăн, пысăк пĕлтерĕшлĕ. – Тепри хистенипе мар, чун-чĕре ыйтнипе

Подробнее

Тамăкра

Тăрăм ялĕнчи Г.Енедеровăн ашшĕ граждан вăрçинче пуçне хунă. Киварки /ялта çапла чĕннĕ/ çемьере пĕр ача çеç пулнă. 1928 çулта амăшĕпе иккĕшĕ тăван-хурăнташ, ял-йыш пулăшнипе тĕп килтен уйрăлса тухса çурт лартнă. Арçын ача мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхса, вĕренсе ÿснĕ. Çитĕнсе çитсен çамрăк каччă Мускава ĕçлеме тухса каять, Останкинăри 9-мĕш çăкăр заводĕнче грузчикра

Подробнее

Эпĕ вăрçăра пулман

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче фашистла Германие çĕнтерни 75 çул çитет. Йывăрлăхпа, пысăк çухатупа пулчĕ çĕнтерÿ. Хаяр вăрçă пурне те хăй витĕр тылласа кăларчĕ. Фронтра çапăçакансемпе тылра ĕçлекенсем те вăрçă нушине пĕр пек туйса, чăтса ирттерчĕç. Нумай çамрăк тылра та выçăпа е шăнса пăсăлса вилчĕ. Хĕрарăмсем арçын ăшшине, хÿтлĕхне туяймасăрах ĕмĕрлĕх

Подробнее

Учитель-фронтовик

Иван Андреевич Охотин 1921 çулхи августăн 19-мĕшĕнче Ĕнел ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Елчĕкри вăтам шкула вĕренме çÿренĕ. 1940 çулта шкул вĕренсе тухнă хыççăн сентябрь уйăхĕнчех Совет Çарне илеççĕ ăна. Латви Республикинчи Лиепая хулара пулма тÿр килет салтака. Унтан Аттелĕхĕн Аслă вăрçи пуçланать. Акă мĕн асра юлнă фронтовикăн: «1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче

Подробнее

Тыл Çĕнтерĕве туптанă

Аслă Çĕнтерĕве тыл та туптанă. Вăл хăйне евĕр фронт шутланнă. Вăрçа хутшăнманнисене те çăмăл пулман. Механизаторсем, специалистсем фронта кайнă. Техникăн, лашасен ытларах йышне унта ăсатнă. Уй-хирти, промышленноçри ĕç-хĕле пĕтĕмпех хĕрарăмсем, ачасем, ватăсем пурнăçланă. Вĕсем окопсем чавма, вăрман хатĕрлеме те хутшăннă. Ялсенче ĕçлекенсен йышĕ 30 процента яхăн чакнă. Тĕрлĕ продукци фронта парасси вăрçăчченхи

Подробнее