Среда, 8 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > 75лет (Страница 5)

Аслă Çĕнтерÿ тĕлне

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 75 çул çитнĕ тĕле халалласа Чăваш Енре «Манăн çемье Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин историйĕнче» ятпа сайт /www.победители21.рф/ йĕркеленĕ. Пирĕн районта пурăнакансем те вăрçа хутшăннă хăйсен тăванĕсем пирки çырнă материалсене, сăн ÿкерчĕксене маларах çак сайта вырнаçтарма ярса пама пултараççĕ.

Подробнее

Атă тăхăнайман вăл

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи – этемлĕх историйĕнчи чи хăрушă вăрçăсенчен пĕри. Куççулĕ витĕр амăшĕсем ывăлĕ-хĕрĕсене, арăмĕсем савнă мăшăрĕсене, ачасем ашшĕсене, пиччĕшĕсене фронта ăсатнă. Пирĕн асаттепе асанне – Еремей Димитриевичпа Анна Никифоровна Арлановсем те тăватă ывăлне те тăшмана хирĕç çапăçма ăсатнă. Асли – Данил – манăн атте, вăрçăччен çемье çавăрса ачаллă пулма

Подробнее

Европăна утса тухнă

Аслă вăрçăра çĕнтернĕренпе 75 çул çитнĕ май, телейлĕ пурнăç туса панăшăн эпир ветерансене тата пуç хунă салтаксене уйрăмах аса илетпĕр, тав тăватпăр. Кушкă ялĕнчен иртнĕ вăрçа 220 ытла çын тухса кайнă. Вĕсенчен 104-шĕ паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ. Вăл тапхăрта кашни совет çынни фашистсене хирĕç кар çĕкленнĕ. Вĕсенчен пĕри – Петр Бакин. Вăл

Подробнее

Чун ыратăвĕ иртмест

«Атте» тесе пĕтĕм вăйран, хыттăн кăшкăрса аттене илттерес килет манăн. Стена çинче çакăнса тăракан сăн ÿкерчĕкне пăхса вăранатăп та, яланах çавăн пек шухăш пуçа перĕнет. Çук, «атте» сăмаха каласа курман эпĕ. Мĕн тери хаклă та çывăх сăмах пулсан та. Аттерен 2 çулта тăрса юлнă. Ÿсерехпе, ăна-кăна тĕшмĕртме пуçласан, аса илсе куççуль

Подробнее

«Хырăмпа шурăмăр»

Хаçатра Тăван çĕршывăн Аслă вăрçипе çыхăннă статьясем тăтăшах пичетлеççĕ. Манăн та атте çинчен каласа парас килет... Максим Корнилович Корнилов 1913 çулта Яманчÿрел ялĕнче çуралнă. Ачалăхĕ çăмăл килмен унăн. Ашшĕ-амăшне, кулаксен шутне кĕртсе, çурт-йĕрсĕр хăварнă. Атте, шкулта 5 класс кăна пĕтернĕскер, ялти çамрăксемпе Мускава чукун çул тума тухса каять, каярахпа «Радиоприбор» заводра

Подробнее

Вăрçă çулăмĕ витĕр

Иртеççĕ çулсем, ĕмĕрсем... Пĕр ăру хыççăн тепри килет... Ку вăл пурнăç. 75 çул каялла Аттелĕхĕн Аслă вăрçи чарăннă. Историне илес пулсан, çак вăхăт, тен, пысăках та мар. Анчах кунран-кун сахалланса пыраççĕ вут-çулăм витĕр тухнă паттăрсем, мĕнпур вăй-халне çĕнтерÿшĕн панă тылри ĕçченсем. Вăрçă асапĕсем çинчен эпир кĕнекесемпе фильмсем тăрăх çеç пĕлетпĕр. Астăватăп-ха, ман

Подробнее

Çухалнă, анчах манăçман

«Çĕнтерÿ кунĕ, епле вăл пулнă аякра...» юрă сăмахĕсем кашни çынра мăнаçлану туйăмĕ çуратаççĕ. Çав вăхăтрах – хурлану та. Хурлану, мĕншĕн тесен нумайăшĕ мĕнле, хăçан вилни те, ăçта пытарни те паллă мар. Вĕсем пирки кĕскен кăна « Хыпарсăр çухалнă» тесе пĕлтернĕ. Çакăн пек сăмахсемлĕ çыру вăрçă хыççăн манăн кукаçи – Лаш Таяпари Венямин

Подробнее

Фронтовик аса илĕвĕ

Çак хайлава эпĕ Аттелĕхĕн Аслă вăрçин ветеранĕ Иван Федотов ал çырăвĕсене тĕпе хурса çыртăм. Орфографи, грамматика, сăмах çаврăнăшĕсене тÿрлетнĕ е ăнлантарса панă. Урăх пĕр сăмах та улăштарман, хушса çырман. Эпĕ, Федотов Иван Дмитриевич, 1925 çулта юпа уйăхĕн 20-мĕш кунĕнче Тăрăм ялĕнчи хресчен çемйинче çуралнă. Ял чиркĕвĕнче шыва кĕртнĕ. 1933 çулта Тăрăм

Подробнее

Вăрçă ветеранне – юбилей медалĕ

Аслă Елчĕк ял тăрăхĕнче ырă-сывă пурăнакан вăрçă ветеранĕ пĕртен-пĕрре. Вăл – Петр Алексеевич Печков. 98 çулпа пыракан ветеран хăйĕн ĕмĕрĕнче пурнăçăн йÿççи-пылакне самай астивнĕ. Вăтам шкул хыççăнах ялти шкулта ĕçленĕ. Тăван çĕршыв çине нимĕç фашисчĕсем тапăнсан фронта тухса кайнă. Орелпа Курск пĕкки патĕнчи çапăçăва валли радистсене вĕрентсе хатĕрленĕ çĕрте службăра тăнă

Подробнее

Çав çулсем манăçмĕç

Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕнчен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче фашистсене хирĕç 1454 çын çапăçнă, вĕсенчен 571-шĕн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. Çав шутран Кивĕ Арланкасси ялĕнчен 95-ĕн çапăçу хирĕнче паттăрлăх кăтартнă, вăл йышран 45-шĕ тăван яла таврăнайман. Тыл хăйне евĕр фронт пулнă ун чухне. Кашни шкул ачи, хĕрарăм, ватă тăшмана тĕп тăвассишĕн хăйĕн

Подробнее