Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > 75лет (Страница 6)

Аттепе мăнаçланатпăр

Вăрçăран хăрушши, тискерри нимĕн те çук. Ăна пула мĕн чухлĕ çын пурнăçĕ татăлнă, ял-хула арканнă. Ун çинчен эпир хаçат-журнал, илемлĕ фильмсем тăрăх, атте-анне каласа хăварнинчен çеç пĕлетпĕр. Çав тапхăра нихăçан та манма юрамасть. Вăл – пирĕн халăх историйĕ. Манăн атте, Ипатий Афанасьевич Шашков, вăрçă пуçланнă çул 17-ре пулнă. Епчĕкри вăтам шкулта

Подробнее

Нимĕнле ĕçрен те ютшăнман

Кивĕ Арланкассинчи 86 çулхи Мария Веникова каласа панинчен: – Анне мана, 2-мĕш класра вĕренекене, ирсерен кантăр хураллама вăрататчĕ. Шкула кайиччен те, таврăнсан та ĕшеничченех кураксене хăваласа чупаттăм. Колхозра купăста лартсан кашни кун ăна шăвармаллаччĕ. Хăяр пулсан – сыхламалла. Арçын ачасем вăрлама пыратчĕç те ним тăвайман енне йĕреттĕмччĕ вара. 4 класс пĕтернĕ хыççăн сысна

Подробнее

Фронтшăн ĕçленĕ Гаязов

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çулĕсенче кашни çын фронтшăн ĕçленĕ. Манăн ентешĕм – Абдулла Гаязов та ырми-канми тăрăшнă Çĕнтерĕве çывхартассишĕн. Вăл хывнă тÿпене хаклас тăк, чăн-чăн патриот тесе калăттăм ун пирки. А.Гаязов 1894 çулхи çу уйăхĕн 12-мĕшĕнче Сăрьел ялĕнче чухăн хресчен çемйинче çуралнă. 1924 çулта Донбасра руда кăларакан заводра парти ретне тăнă.

Подробнее

Сăр чиккинче

Аслă Çĕнтерÿ тылри ĕçченсен тĕлĕнмелле хастарлăхĕпе те туптанни паллă. Çав шутран нумай вăй питти хĕрарăм Улатăр тăрăхĕнче окопсем чавма хутшăнни те историри манăçми пулăм. Нимĕç çарĕсем Мускава çывхарса пынă май Сăр тăрăхĕнче хăйне евĕр оборона чикки йĕркеленĕ. 1941 çулхи кĕр питĕ сивĕ, 30 градус е ытларах та килнине пула палăртнă заданисене

Подробнее

11 çулта пулнă

Мартăн 4-мĕшĕнче Патреккелĕнче пурăнакан Ольга Николаевна Петрова 90 çул тултарчĕ. Çак çула çитсе пурнăçри хăш та пĕр пулăм манăçать пулĕ, анчах хаяр вăрçă çулĕсем хĕрарăм асĕнчен нихăçан та тухмаççĕ. Фашистла Германи пирĕн çĕршыв çине тапăнса кĕнĕ хыпара пуçласа илтни пирки çапларах аса илет Ольга Николаевна: – 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕ питĕ пăлхануллă

Подробнее

Пĕлтерĕшĕ пысăк

Вăрçă... Кашни çемьерен ашшĕсем, ывăлĕсем, тетĕшĕсемпе шăллĕсем, аппăшĕсемпе йăмăкĕсем... фронта тухса кайнă. Çурри ытла тăван киле каялла таврăнайман. Елчĕк шкулĕнче Астăвăмпа мухтав çулталăкне уçнă кун шăпах вăрçă çулĕсене, фронтри пурнăçа кăтартса пама тăрăшрĕç вĕренекенсем акт залĕнче хăйсен юрри-ташши, сăввисем тата кĕске сценкăсем урлă. Тылри халăх ял çыннисене вăрçа ăсатнине, аманнă салтака

Подробнее

Медальсемпе чысланă

Аслă Çĕнтерÿ кунĕ – çĕршыв историйĕнче паллă йĕр хăварнă уявсенчен пĕри. Ял тăрăхĕсенче вăрçă вăхăтĕнче тăрăшса ĕçленĕ тыл ветеранĕсене «Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулĕсенчи Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 75 çул» юбилей медалĕпе чысласси малалла пырать. Çак кунсенче наградăна Акчел ялĕнчи Елена Лебедевăпа Клавдия Петрова, Элекçей Тимешри Николай Колсановпа Олимпиада Захарова тивĕçнĕ. Вĕсене Елчĕк ял

Подробнее

«Пĕрремĕш çапăçура юлташа çухатрăм…»

Николай Ефимович Московскин /1923 çулта çуралнă/ ачалăхĕ çăмăл килмен. Пĕр çулталăкра чухнех вăл ашшĕсĕр тăрса юлнă. Амăшĕ – Перасковья Павловна ачисене пĕчченех ура çине тăратнă. Тивĕçлĕ канăва тухиччен вăл Елчĕкри больницăра санитаркăра тăрăшнă. Николай вăрçа 10-мĕш класран вĕренсе тухсан кайнă. Малалла вĕренес ĕмĕтне вăрçă татнă. Фронта илсе кайнă пирки вăл çапларах

Подробнее

Хастар ĕç манăçмасть

Патреккелти культура çуртĕнче «Хавхалану çăл куçĕсем» смотр-конкурс иртрĕ. Кăçал ăна Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 75 çул тата Чăваш автономине туса хунăранпа 100 çул çитнине халалланă. Çĕнтерÿ кунĕ – истори уявĕсенчен чи пĕлтерĕшли. Çулсем иртнĕçемĕн унăн чапĕ ÿссе те ÿссе пырать. Çак пысăк мероприятие тыл ĕçченĕсене, хĕрÿ точкăсенче çапăçнă ветерансене йыхравлани уява илемлетрĕ.

Подробнее

Ахаль салтакран подполковник таран

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи кашнин пурнăçĕнче манăçми тарăн йĕр хăварнă. Николай Николаевич Николаев Хăвăлçырма ялĕнче 1923 çулта çуралса ÿснĕ. 1941 çулхи июнĕн 21-мĕшĕнче вăл Канашри педучилищĕрен вĕренсе тухнă. Алла диплом илнĕ çамрăксем сыв пуллашу каçĕнче савăннă, кулнă, шÿтленĕ. Анчах та сасартăк вăрçă пуçланни пĕтĕм ĕмĕте пĕр самантра сÿнтерсе лартнă. Николай Николаевич

Подробнее