Воскресенье, 4 декабря, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Шурă халатлă анчах мар, чунĕ те таса

Шурă халатлă анчах мар, чунĕ те таса

Медицина работникĕн ĕçне суйласа илекенĕн чи малтан ырă кăмăллă, таса чунлă, пысăк чĕреллĕ, чăн-чăн çын пулмалла, вĕсен чирлĕ çынна ăшă сăмахпа пулăшма пĕлмелле.

Чĕререн тухакан ăшпиллĕ калаçу хаклă эмелрен те сиплĕрех. Пирĕн хушăмăрта ырăран та ырă, çак пархатарлă ĕçе чун-чĕререн юратнипе суйласа илнĕ çынсем те пайтах. Çакăн пек çынсенчен пĕри вăл Çĕнĕ Пăвари врач амбулаторийĕнче хăйĕн пархатарлă ĕçне чунтан парăнса тимлекен Полина Михайловна Миронова медицина сестри, тенĕ пулăттăм эпĕ. Ял-йыш та çапла каласса пĕлсе тăратăп.

Лỹшкентерсе çумăр çăвать-и, çил-тăман алхасать-и, Полина Михайловна çĕрне-кунне пĕлмесĕр чирлĕ çын патне васкать. Сывлăхĕ япăхланнине кура пăшăрханса ỹкнĕ çынсене вăл хăйĕн ăшпиллĕ калаçăвĕпе лăплантарать, шанчăкпа, ĕмĕтпе пурăнма хавхалантарать.

Амăшĕн пархатарлă та сумлă ĕçне мĕн ачаран тивĕçлипе хакласа ỹссе çитĕннĕ Володя ывăлĕпе Диана хĕрĕ те тухтăр пулма тĕв тытнă. Володя И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетĕнчен кăçал вĕренсе тухрĕ, хирург пулма ĕмĕтленет. Диана 5-мĕш курсра, вăл та пиччĕшĕ вĕреннĕ университетра ăс пухать.

…Юн пусăмĕ хăпарнипе аптăраса тăнăран медсестрана час-часах киле чĕнетĕп. Вăл мана çийĕнчех тивĕçлĕ пулăшу кỹрет, тепĕр чухне хам ыйтнипе сиплев ĕçĕсене килтех пурнăçлать. Шурă халатлă медицина ĕçченĕсем, халăха сыватма тăрăшакансем, чирлĕ çынсене уйăрса пăхманшăн, профессие суйласа илнĕ чухне Гиппократ умĕнче тупа тунине манманшăн таймапуç сана, хисеплĕ медицина ĕçченĕ.

Л.ВИКТОРОВА.

Г.НИКИФОРОВА сăн ỹкерчĕкĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code