Воскресенье, Сентябрь 20, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Культура хыпарĕсем

Культура хыпарĕсем

Чăвашла çыракансене — грант

Ача-пăча тата çамрăксем валли чăвашла çырнă литературăшăн грант параççĕ.

Республикăра ачасем валли çыракансене çуллен хавхалантарса пыраççĕ. Кăçалхи конкурса Чăваш Енри тата Чĕмпĕр облаçĕнчи 17 автор 21 ĕçпе хутшăннă. «Шкул ỹсĕмне çитмен тата пуçламăш классенче вĕренекен ачасем валли çырнă хайлав» номинацире Чĕмпĕрте тухса тăракан «Канаш» хаçат редакторĕн Н.Ларионовăн «Шураçка» калавсен пуххине чи лайăххи тесе палăртнă. Уншăн автора 50 пин тенкĕлĕх грант параççĕ. «Вăтам классенче вĕренекен ачасем валли хайланă произведени» номинацире «Чăваш Ен» патшалăхăн телерадиокомпанийĕн информаци программисен службин ертỹçин, редакторĕн М.Карягинан «Çăкăрпа сахăр» калавсен пуххине ырланă. «Аслă классенче вĕренекен ачасем валли хайланă произведени» номинацире «Халăх шкулĕ-народная школа» журнал редакторĕн Р.Прокопьеван «Сар хĕвел хĕрелсен» документлă повеçне суйласа илнĕ. Марина Карягина та, Римма Прокопьева та 75-шер пин тенкĕ гранта тивĕçнĕ.

О.ИВАНОВА.

Ял кинофестивалĕнче

Юпа уйăхĕн 16-21-мĕшĕсенче Чăваш Енре III Ял кинофестивалĕ иртет.

Ăна пуçласа 2015 çулта йĕркеленĕ. Унăн программи çулсерен пуянлансах пырать. Сăмахран, иртнĕ çултанпа фестивале Чăваш Республикин кинематографĕсен фильмĕсене тата Чăваш Енĕн Ылтăн фондĕнчи фильмсене кĕртнĕ. Кинофестиваль вăхăтĕнче фильмсене нумай функциллĕ «Киномобиль» культура центрĕ пулăшнипе кăтартаççĕ. Хальхи йышши оборудовани кирек хăш вырăнта та экрансем çинче пахалăхлă фильмсем кăтартма май парать.

Чăвашсене Бакура та пĕлеççĕ

Чăваш кĕнеке издательстви Азербайджан çĕршывĕн тĕп хулинче — Бакура пиллĕкмĕш хут иртекен Халăхсем хушшинчи кĕнеке куравне хутшăннă.

— Азербайджанра пирĕн издательство ĕçĕ-хĕлне лайăх пĕлеççĕ. Çакă мана тĕлĕнтерчĕ те, савăнтарчĕ те. Унта килнĕ хăнасене уйрăмах пирĕн чăваш халăх историйĕпе, культурипе, апат-çимĕçĕпе паллаштаракан кăларăмсем кăмăлне кайрĕç, — пĕлтернĕ Чăваш кĕнеке издательствин директорĕ В.Комиссаров.

Валерий Петрович «Туслăх кĕперĕ» кăларăмра пичетленнĕ Азербайджан çыравçисен сăввисене чăвашла вуласа панă.

— Ку вĕсемшĕн кĕтмен парне пулчĕ. Вĕсем питĕ хĕпĕртерĕç, — тенĕ вăл.

Конкурс иртет

Халăх пултарулăхĕн республика центрĕ К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халалласа культурăпа массăллă мероприятисен «Халăх юратакан театр» конкурс ирттерет.

Ăна культура ĕçченĕсен профессири ăсталăхне çирĕплетес, кану ĕçĕнче çĕнĕлĕх мелĕсемпе усă курас, клубсенчи мероприятисене халăха ытларах явăçтарас, паллă театрăн ĕçĕ-хĕлĕпе туллинрех паллаштарас тĕллевпе йĕркеленĕ. Конкурса муниципалитет шайĕнчи культурăпа кану учрежденийĕсен хутшăнма май пур. Ĕçсене икĕ номинацире _ «Хула шайĕнчи чи лайăх культурăпа массăллă мероприяти» тата «Ял тăрăхĕсенчи чи лайăх культурăпа массăллă мероприяти» _ палăртаççĕ. Материалсене кăçалхи юпа уйăхĕнчен пуçласа чỹк уйăхĕн 26-мĕшĕччен Халăх пултарулăхĕн республика çурчĕн электрон адресĕпе ярса памалла.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code