Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > «Манăн Елчĕк енĕм ыр çынпа пуян»

«Манăн Елчĕк енĕм ыр çынпа пуян»

Иртнĕ эрнекун Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче «Манăн Елчĕк енĕм ыр çынпа пуян» ятпа Елчĕк ен ентешлĕхĕн уявĕ иртнĕ. Ăна район 90 çул тултарнине халалланă.

Уява Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Геннадий Борисов ертсе пыракан Патреккелти халăх хорĕ уçнă. Елчĕк районĕн гимнне вĕсемпе пĕрле залри халăх хыттăн янăратнă.

«Эпĕ Елчĕк районне юрататăп» кинофильм та ентешсен асĕнче нумайлăха тăрса юлĕ. Районăн тăхăр теçетке çул хушшинчи аталанăвĕпе, унăн паллă çыннисемпе кашниех кăсăкланса паллашнă.

Елчĕк ен ентешлĕхĕн ертỹçи Алексей Лапшин тăван район аталанăвĕнче хăйсен хастар та пултаруллă ĕçĕпе палăракан ентешсене тав тунă.

Район администрацийĕн пуçлăхне Николай Миллина пухăннисем тăвăллăн алă çупса йышăннă. Вăл чи малтанах районăн экономикăпа социаллă аталанăвĕ пирки кĕскен чарăнса тăнă. Ентешсемпе мăнаçланнине, яланах хальхи пек туслă пурăнмаллине палăртнă, тĕрлĕ сферăра пысăк ỹсĕмсем тăвакансене район администрацийĕн Хисеп грамотисене парса чысланă. Хисепе тивĕçнисен йышĕнче — Чăваш ял хуçалăх академийĕн студенчĕ, полиатлон енĕпе тĕнче чемпионĕ пулса тăнă Алексей Леонтьев, Алексей Московский, Дмитрий Московский, Александр Егоров юрăçсем. Чăваш эстрада юрăçисем тăван ене манмаççĕ, ун çинчен çĕнĕрен те çĕнĕ юрăсем çыраççĕ, вĕсене илемлĕн шăрантараççĕ.

Хăнасене Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн воспитанипе социаллă ĕçĕн проректорĕ Илья Царевский ăшшăн саламланă май Елчĕк çамрăкĕсем республикăри аграрин аслă шкулĕнче вĕренỹре те, спортра та, общество пурнăçĕнче те пуçарулăх кăтартнине палăртнă. Пухăннисене çавăн пекех ентеш-министрсем — Владимир Викторовпа Сергей Шелтуков саламланă, чи хастаррисене ведомство наградисемпе чысланă. Республикăри агропромышленность комплексĕн ветеранĕсен канашĕн сопредседателĕ Василий Шадриков, Канаш, Куславкка, Çĕрпỹ районĕсен ентешлĕхĕсен представителĕсем саламланă.

Курав залĕнче Елчĕксемпе хăнасем Ардальон Теллин ỹкерчĕкĕсемпе, Николайпа Людмила Балтаевсен ювелир тата наци капăрлăхĕн изделийĕсемпе кăсăкланса паллашнă.

Хамăр районтан тухнă чăваш эстрада артисчĕсем район 90 çул тултарнине халалланă уява тата илем кỹнĕ.

Николай Краснов юрăç-композитор хайланă йĕркесем уявра Елчĕк çĕрĕ ырă, пултаруллă, ĕçчен çынсемпе пуяннине тепĕр хут çирĕплетнĕ.

А.АЛЕКСАНДРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code