Среда, 7 декабря, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > «Искусство каçĕнче»

«Искусство каçĕнче»

Раççейре çулсеренех йĕркелекен «Искусство каçĕ» акци районта çỹллĕ шайра иртнĕ.

Районти тĕп, ялсенчи библиотекăсенче тĕрлĕ викторинăсем, тĕл пулусем, куравсем йĕркеленĕ. Вулакансем «Искусство пĕрлештерет» девизпа иртнĕ каçран çĕннине нумай пĕлнĕ. Патреккел шкулĕнчи истори предметне вĕрентекен Г.Иванов Елчĕк вулаканĕсене халăх пĕрлĕхĕн уявĕн историйĕпе паллаштарнă.

Елчĕкри историпе тăван тавралăх музейне килнĕ ачасем вара тĕрлĕ музыка инструменчĕсемпе, хресчен ĕçĕсемпе паллашнă, вĕсене хăйсен аллипе тытса, ĕçлесе курнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code