Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тĕнче анлăш талант, тавракурăм

Тĕнче анлăш талант, тавракурăм

СССР педагогика наукисен академийĕн академикне, Совет Союзĕнчи тата ют çĕршывсенчи чылай университетăн хисеплĕ докторне, нумай Союзлă Республикăсен, патшалăхсен тава тивĕçлĕ ĕçченне, педагогикăн çĕнĕ çул-йĕрне — этнопедагогикăна уçакана, Елчĕк районĕн тата Чăваш Республикин Ĕçпе Паттăрлăх кĕнекине кĕнĕ Геннадий Никандрович Волкова

Эс вилнĕ, теççĕ. Тĕрĕс мар! Эс сывă та хастар.
Эс пирĕнпе юнашарах çỹретĕн.
Сан ĕçỹсем кашниншĕн кирлĕ, пархатар,
Паян та ĂС паратăн, вĕрентетĕн.

Тĕнче шайне кăлартăн Чăваша. Çỹле-çỹле
Аçу-аннỹ хисепĕ те çĕкленчĕ.
Сан ăс-тăнна, пĕр вĕçсĕр чăн талантна,
Чи ыррине Чăваш çеç мар, пĕтĕм тĕнче ĕненчĕ…

Эпир, сан ачусем, пĕлетпĕр пит аван,
Эс вĕрентни ăрусене куçать.
Çавна пула хĕвеллĕн, ăшшăн çутатан,
Пуриншĕн те сỹнми çĕн Çăлтăр пек юлан!

Анатолий ТИМОФЕЕВ (Сăрнай).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code