Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Хăрушă чиртен сыхланса

Хăрушă чиртен сыхланса

Пĕтĕм Раççейри «ВИЧ/СПИД, чарăн» акцие хутшăнса Кавалти фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕ Ольга Изратова ял халăхĕпе профилактика калаçăвĕ ирттернĕ.

Чи малтанах ялти фельдшер культура çуртне пухăннисене ВИЧ инфекцирен епле хỹтĕленмеллине ăнлантарса буклетсем валеçнĕ. Унтан хăйсен сывлăхне тĕрĕслеттерес кăмăллисене районти тĕп больницăра юн анализĕ пама направлени çырса панă. Хăйĕн ВИЧ-статусне кашнийĕн пĕлмелле, çавăнпа кирек кам та юна ята палăртмасăр та пама пултарать.

«ВИЧ инфекцирен хỹтĕленмелли чи лайăх мел — гигиена воспитанийĕ», — тет Ольга Владимировна. Вăл наркотиксемпе, психотроплă япаласемпе иртĕхни, ар çыхăнăвне тĕрлĕ çынпа кĕни хăрушă инкек патне илсе пыни çинчен ăнлантарнине пухăннисем тимлĕн итленĕ.

В.СМИРНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code