Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Мастер-класс иртнĕ

Мастер-класс иртнĕ

Йăлана кĕнĕ май кăçал та музей ĕçченĕсем çак пулăма активлă хутшăнчĕç. Вĕсем клуб тытăмĕнче ĕçлекенсемпе пĕрле Елчĕк шкулĕнчи сусăр ачасемпе тĕл пулу ирттерчĕç.

Музейçĕсем «Чăматанри музей» акци йĕркелерĕç. Ку хутĕнче ачасене чăваш тĕррин вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарчĕç, кашни тĕсĕн, эрешĕн пĕлтерĕшне ăнлантарса пачĕç. Наци çи-пуçĕ çинчен презентаци кăтартрĕç, чăваш тĕрри çинчен çырнă кĕнекесен пĕчĕк куравне йĕркелерĕç. Кашни ача чăваш тĕррине тĕрлесе пăхма пултарчĕ. Мастер-класс ирттернĕ хыççăн культура ĕçченĕсем сывлăх енчен хавшак ачасене пылак апат-çимĕçпе парнесем парса хавхалантарчĕç, юрă саламĕпе савăнтарчĕç. Сăрьелĕнче пурăнакан Р.С.Харисов ĕç ветеранне тав сăмахĕ калас килет. Вăл кашни çулах инвалид ачасене хавхалантарас тесе парнесем илме укçа-тенкĕ парса пулăшать.

С.СТЕПАНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code