Среда, 4 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ял хастарĕсем — старостăсем

Ял хастарĕсем — старостăсем

Районти ялсен старостисем Комсомольски районĕнчи ĕçтешĕсен пĕрлехи слетне хутшăннă.

Чи малтанах вĕсем Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă. Ял тăрăхĕ социаллă экономика енчен лайăх аталанать, кунта пурăнакансем ялсен сăн-сăпачĕшăн нумай тăрăшаççĕ. «Хамăр вăйпа пурне те тăваймастпăр, патшалăх программисене хутшăнатпăр, — пĕлтернĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Ефремов. — Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн «Чăваш Республикин территорийĕнче вырăнти пуçарулăх çинче никĕсленнĕ общество инфратытăмне аталантармалли проектсене ĕçе кĕртесси çинчен» Указ çирĕплетни питех те вырăнлă. Халăхран пухнă укçа-тенкĕпе фельдшерпа акушер пунктĕнче шыв кĕрсе тухмалла турăмăр, Нĕркеç ялĕнчи 791 метр тăршшĕ çула та çав шутранах сартăмăр. Ял тăрăхĕнче 3 хоккей коробкине те граждансен пуçарăвĕпех ăсталарăмăр.

Вырăнти старостăсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă хыççăн пурте Комсомольски район администрацийĕн ларусен залне пухăннă. Кунта Елчĕк тата Комсомольски районĕсенчи ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе, старостăсемпе «çавра сĕтел» хушшинчи калаçу иртнĕ. Ăна Комсомольски район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов ертсе пынă. Чăваш Енри муниципаллă пĕрлĕхсен канашĕн ĕç тăвакан директорĕ Станислав Николаев вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене старостăсем нумай пулăшни çинчен чарăнса тăнă. «Ял старости — халăха чи çывăх влаç. Лайăх староста вăл — ял çăлăнăçĕ», — палăртнă вăл. ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн начальникĕ Ринат Зайнуллин районта правăна сыхлас ĕç мĕнле пынипе, ял тăрăхĕсенче преступленисен йышне чакарассипе туса ирттерекен ĕçсемпе паллаштарнă.

Пуçаруллă бюджет программине пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе мĕнле ĕçлени çинчен Комсомольски тата Елчĕк районĕсенчи финанс пайĕн пуçлăхĕсем Евгений Черновпа Галина Анисимова каласа панă. Галина Владимировна палăртнă тăрăх, районта кăçал граждансен пуçарулăхĕпе тата ял тăрăхĕсем пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçленипе общество инфраструктурине аталантарнă çĕрте 8 проекта (4283,2 пин тенкĕлĕх) ĕçе кĕртнĕ. Аслă Таяпа, Аслă Елчĕк, Кĕçĕн Таяпа, Аслă Шăхаль, Тăрăм, Çĕнĕ Арланкасси ялĕсенчи çулсене 2257 метр юсанă, Элпуç ялĕнче масар çине çурт лартнă. Хальхи вăхăтра Тỹскел ялĕнче культурăпа кану паркне тăвас ĕç пырать. Ку проекта хатĕрленĕ çĕрте ял старостин Дмитрий Судаковăн тỹпи пысăк. Слетра пуçаруллă çамрăк староста хăйĕн ĕç опычĕпе паллаштарнă.

Пуçарулăхпа тимлекен старостăсене Хисеп хучĕсемпе, Тав çырăвĕсемпе чысланă.

«Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексĕнче волейболла выляса ăмăртнă. Аслă Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Афанасьев ертсе пыракан команда кỹршĕсене 3:2 шутпа çĕнтернĕ.

В.АЛЕКСЕЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code