Вторник, 3 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Умра — Раççей Федерацийĕн Президенчĕн суйлавĕ

Умра — Раççей Федерацийĕн Президенчĕн суйлавĕ

Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин район администрацийĕн структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттернĕ черетлĕ канашлура район шайĕнчи çивĕч ыйтусене пăхса тухнă.

Декабрĕн вĕçĕнче Мускавра иртнĕ «Единая Россия» партин XVII съездне партин Генеральнăй канашĕн членĕ пулса хутшăннă Николай Миллин канашлăва съездра çĕкленĕ ыйтусене хускатнинчен пуçларĕ. Съезд ĕçне пурĕ 2500 яхăн çын хутшăннă, çав шутран 455 делегат «Единая Россия» политика партийĕн 85 регионĕнчен пуçтарăннă. Кун йĕркинчи тĕп тема 2018 çулхи мартăн 18-мĕшĕнчи РФ Президенчĕн суйлавĕпе çыхăннă ыйту пулнă. Пленарлă ларура Владимир Путин сăмах илнĕ. Çĕршывăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне пысăк витĕм кỹнĕшĕн «Единая Россия» парти членĕсене тав тунă:

— Çак палăртнă парти пуçаруллă ĕçĕсемпе халăх умĕнче хисепе кĕнĕ. Раççей халăхĕпе пĕрле эпир çĕршыв аталанăвĕшĕн сахал мар йывăр çул-йĕр парăнтартăмăр. Пĕрлĕхре пире нимĕнле чăрмав та, кризис та инкек кăтартаймĕ. Пирĕн тĕп тĕллев тата яваплăх — кашни çын пурнăçра тивĕçлĕ вырăн туптăр тесе тăрăшасси, граждансене ура çинче çирĕп тăма тивĕçлĕ условисем йĕркелесси.

Съезд ĕçĕ-хĕлĕ тата партин малашлăхри тĕллевĕсем пирки каланă май Николай Петрович агропромышленность комплексне аталантарассипе çыхăннă ыйту çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ.

Канашлура Елчĕк район администрацийĕн ЗАГС пайĕн начальникĕ Надежда Баймушкина ЗАГС пайĕ Амăшĕн тата Ашшĕн çулталăкне халалласа ытти предприятисемпе тата организацисемпе пĕрле районта çамрăк граждансем хушшинче çемье пĕлтерĕшне тата хаклăхне ỹстерессипе, чылай çул çирĕп çемье тытса пыракан юбилярсене чыслассипе, темиçе ăру çыннисене пĕрлештерессипе ирттернĕ мероприятисем пирки каласа кăтартрĕ.

А.В.Игнатьев ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен «Улăп» спорт шкулĕн инструктор-методисчĕ Петр Смирнов çулталăк тăршшĕпе районта тата унăн тулашĕнче йĕркеленекен спорт ăмăртăвĕсем çинче чарăнса тăчĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ — райадминистрацин вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый 2017 çулхи кĕрхи призыв кампанийĕ мĕнле иртнипе паллаштарчĕ. Çак тапхăрта Чăваш Республикин çар комиссариачĕн Комсомольски тата Елчĕк районĕсенчи уйрăмĕсем урлă пурĕ 49 (çав шутран Елчĕк районĕнчен — 20) çамрăк çар ретне тăнă. Асăннă пай палăртнă плана çулсеренех туллин пурнăçласа пырать. Шел пулин те, призывпа çыхăннă мероприятисенчен пăрăнакансем те пур. Комсомольски районĕнче çакăн евĕр — 9, Елчĕк районĕнче 7 çамрăка шута илнĕ. Сăмах май, çар ретне тăрассинчен пăрăнакансене 200 пин тенкĕ таран штрафлама е 2 çул таран ирĕклĕхсĕр хăварма пултараççĕ.

Ларура ытти çивĕч ыйтусене те пăхса тухнă.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code