Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Республика Пуçлăхĕ Çырупа тухать

Республика Пуçлăхĕ Çырупа тухать

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне тата халăх патне янă Çырăвĕпе çитес ытларикун, январĕн 16-мĕшĕнче, 12 сехетре Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче паллаштарĕ.

Çырура Михаил Васильевич регионăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн çул-йĕрĕ пирки тĕплĕн тишкерĕ. Çавăн пекех Чăваш Ен Правительствин, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен, организацисемпе предприятисен ĕç-хĕлне хаклани, малашне аталанмалли çул-йĕре палăртни тĕп вырăн йышăнĕ.

Çырăва хатĕрленĕ чухне республикăри халăхăн шухăшне, обществăлла организацисен сĕнĕвĕсене те шута илнĕ.

Михаил Игнатьев Çырупа паллаштарнине «Россия 24» каналпа, Чăваш наци телекуравĕпе тата Чăваш Республикин влаç органĕсен порталĕнче тỹрĕ эфирта курма, Чăваш наци радиовĕпе итлеме май пулĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code