Тухтăр йышăнăвне электронлă майпа çырăнмалли йĕрке кăçалхи нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕнчен улшăнать.
Хăйсен кабинетне йĕркеленĕ граждансем хушма парольсемпе усă курмасăрах патшалăхăн электронлă пулăшăвĕсене, çав шутра врач йышăнăвне çырăнассипе çыхăннине, çитес уйăхран çăмăллăнах илме пултарĕç. Унсăр пуçне ЕСИА урлă авторизациленипе хăйсем пирки медицина учрежденийĕсенчи сиплевçĕсем хатĕрленĕ историсемпе паллашма, асăннă порталăн «Манăн сывлăх» пайĕнче сĕнекен çĕнĕ пулăшусем çинчен пĕлме (тĕслĕхрен, хăйне хăш больницăна çирĕплетнине тата суйласа илнĕ страховани компанине), сиплев учрежденийĕ çумне çирĕплетмешкĕн заявлени йĕркелеме тата электронлă медицина карточкинчен информаци илме май килĕ. Врач йышăнăвне çырăнмашкăн тулли регистраци кирлĕ мар, паспорт тата СНИЛС кăтартăвĕсене, датăна тата вăхăта кăна палăртмалла.
Тухтăр патне лекме ачасене тата Интернетпа усă курма пĕлмен аслă ăру çыннисене те кăткăс пулмĕ: çывăх тăванĕсен хăйсен кабинетне кĕрсе ятарлă вкладкăпа вĕсен СНИЛС номерĕсене кĕртмелле кăна.
С.АНАНЬЕВА.