Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ентеш-режиссерăн ĕçне хакланă

Ентеш-режиссерăн ĕçне хакланă

Чăваш Наци библиотекинче Владимир Галошев режиссерăн çĕнĕ анимаци фильмĕсен презентацийĕ иртнĕ.

Унта фольклор ăстисем, литературоведсем, ученăйсем, журналистсем, шкул ачисем хутшăннă.

«Радуга», «Аслати», «Пихампар», «Огонь и вода» фильмсем Владимир Петрович экранизацилекен «Чăваш мифĕсем, юмахĕсем, халапĕсем» серие малалла тăсаççĕ. Автор палăртнă тăрăх, юмахсене ÿкерессипе вăл 1990 çултанпах кăсăкланать. Малтанах текстсем валли ахаль ÿкерчĕксем, унтан комикссем хатĕрлеме тытăннă.

Кушкăра çуралса ÿснĕ В.Галошев çинчен тĕплĕнрех пĕлес текенсемшĕн илемлĕ вулавăшăн литературăпа искусство пайĕн ĕçченĕсем хатĕрленĕ курав та кăсăклă пулнă. Çĕнĕ анимаци фильмĕсемпе вулакансем çак пайрах паллашма пултараççĕ.

Сăн ÿкерчĕкре:В.Галошев.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code