Суббота, Август 15, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Хитре шăллă çын илемлĕ

Хитре шăллă çын илемлĕ

Районти тĕп больницăри стоматологи уйрăмĕнче ĕçлекенсем Стоматологсен пĕтĕм тĕнчери кунне тулли кăмăлпа кĕтсе илнĕ. Вĕсем хăйсем патне йышăнăва килекенсене шăлсене мĕнле упрамаллине ăнлантарса тăтăшах калаçусем ирттереççĕ, шкулсене тухса çỹресе профилактика ĕçĕсем сахал мар пурнăçлаççĕ.

Уйрăмра 4 стоматолог, 4 шăл тухтăрĕ, 2 шăл техникĕ, 4 медсестра тăрăшаççĕ. «Земство тухтăрĕ» программăпа килĕшỹллĕн района 3 врач-стоматолог ĕçлеме килнĕ. Пысăк опытлă врач-стоматологсенчен пĕри — Юрий Пыльчиков. Аслă категориллĕ шăл тухтăрне районта палламан çын та çук пулĕ. Вăл хальхи вăхăтра ял çыннисене ортопеди пулăшăвĕ кỹрет. Ытти шăл тухтăрĕсем те пуян опытлă.

Уйрăма тăваттăмĕш çул Наталья Михайловская çамрăк тухтăр ертсе пырать. Коллектив туслă, килĕштерсе ĕçлет. Кунта шăл ыратнипе аптăракансене пур енлĕн пулăшу параççĕ. Елчĕксем ытларах врачсем патне электронлă майпа çырăнаççĕ.

Районти уйрăмсăр пуçне ял çыннисене Аслă Пăла Тимешри, Аслă Елчĕкри, Лаш Таяпари, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи врач амбулаторийĕсенче стоматологи кабинечĕсенче йышăнаççĕ. Ялсенчи шăл тухтăрĕсен ĕçĕсемпе те пурте кăмăллă.

Сăн ỹкерчĕкре: районти стоматологи уйрăмĕнче ĕçлекенсен пĕр ушкăнĕ.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code