Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Йĕлтĕрпе ярăнни савăнăç парнелет

Йĕлтĕрпе ярăнни савăнăç парнелет

Иртнĕ шăматкун районта пурăнакан çĕр-çĕр çын йĕлтĕр çине тăчĕ. Тăван çĕршывăмăрта йăлана кĕнĕ «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» чупăва хутшăнакансен йышĕ çулсеренех ỹссе пырать. Кăçал Пĕтĕм Раççейри ăмăртăва пĕр кун маларах пуçланнă Кăнтăр Корейăри Олимп вăййисене халалланă.

Хĕллехи спорт уявне Елчĕксем çулсеренех пысăк хавхаланупа кĕтсе илеççĕ. Кăçал та çĕкленỹллĕ кăмăл-туйăмлă ял çыннисем йĕлтĕрĕсене йăтса ушкăнăн-ушкăнăн е çемьепе Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулăн стадионне васкарĕç. Хăш-пĕр предприятисемпе организацисем ушкăнпа ярăнма йĕлтĕрсем те туяннă. Ку енĕпе Елчĕкри выльăх-чĕрлĕх чирĕсене хирĕç кĕрешекен станци коллективĕ ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăрать. Çанталăкĕ те ытармалла мар хитре: хĕвел ăшшăн пăхать, йывăçсем шап-шурă тум тăхăннă. Сăмсана шашлăк шăрши кăтăклать. Елчĕкри культура ĕçченĕсен юрри янăрать…

Сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансене, спорта юратакансене, спортсменсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин, унăн пĕрремĕш çумĕ — вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Леонард Левый, районăн кураторĕ, хисеплĕ хăна — Чăваш Республикин ачасен прави енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ Елена Сапаркина йĕлтĕр йĕрĕ çине тăракансене лайăх кăмăл, ырă кун, ăнăçу сунчĕç.

Йăлана кĕнĕ тăрăх, чи малтан VIP чупăва хутшăнакансем — район, предприятисемпе организацисен, учрежденисен ертỹçисем старта тухрĕç. Вĕсемпе пĕрле — 1-4 классенче вĕренекенсем. Йĕлтĕр йĕрĕ çинче ертỹçĕсене Николай Миллин, Леонард Левый, Елена Сапаркина хавхалантарса пыраççĕ. Ку чупура чи пултаруллисем Валерий Архипов (Елчĕкри искусство шкулĕ), Николай Малышкин («Елчĕк ен» хаçат редакцийĕ), Александр Нягин «Стройэнергосервис»), Людмила Викторова (нумай функциллĕ центр), Татьяна Пекпатрова (райадминистраци), Надежда Баймушкина (ЗАГС) пулчĕç.

50 çула çитмен арçынсенчен Алексей Васильев (Елчĕк), Георгий Агеев (Аслă Елчĕк), Иван Головин (Кĕçĕн Таяпа), хĕрарăмсенчен Наталия Борисова (райбольница), Лидия Можаева («Шевле» ача сачĕ), Ирина Архипова («Чăвашьенкрахмал») палăрчĕç.

51 çулта тата унран аслăрах арçынсенчен Михаил Скворцов (Кĕçĕн Таяпа), Владимир Петров (райадминистраци), Михаил Куприянов («Прогресс» АХО), хĕрарăмсенчен Валентина Немцева (райадминистрацин вĕренỹ пайĕ), Елена Степанова (Тỹскел), Алиса Пупина (райбольница) çĕнтерỹçĕсемпе призерсен йышне кĕчĕç.

Йĕлтĕр йĕрĕ çине йышлăн тăраканнисем, яланхиллех, шкул ачисем пулчĕç. Пуçламăш классенче вĕренекен Дмитрий Рахмуллин (Шăмалак), Арсентий Шашков, Дмитрий Филиппов (Елчĕк), Людмила Воронова, Карина Хушкина, Елизавета Молодова (Елчĕк) палăрчĕç, дистанцие чи малтан вĕçлекенсем пулчĕç.

5-9 классенче пĕлỹ пухакан Максим Афанасьев (Аслă Елчĕк), Кирилл Кузнецов (Аслă Таяпа), Виктор Райков (Елчĕк), Алина Петрова (Елчĕк), Юлия Краснова (Таяпа Энтри), Анастасия Архипова (Елчĕк) финиша чи малтан çитрĕç.

10-11 классенче вĕренекенсем те йĕлтĕрпе ярăнма юратнине лайăх çирĕплетрĕç. Павел Петров, Кирилл Тябуков, Артем Филиппов, Екатерина Агеева, Ирина Петрова, Юлия Адюкова (Елчĕк) çĕнтерỹçĕсемпе призерсен йышне кĕчĕç.

Унтан районти шкулсенче вĕренекенсем хушшинче эстафета иртрĕ. Тĕп шкулсенчен пĕрремĕш-виççĕмĕш вырăнсене Хăвăлçырмасемпе Елчĕксем тата Кĕçĕн Таяпасем, вăтам шкулсенчен Елчĕксемпе Аслă Елчĕксем тата Çирĕклĕ Шăхальсем пайларĕç.

Йăлана кĕнĕ тăрăх, йĕлтĕр йĕрĕ çине тăнă чи çамрăк тата чи аслă йĕлтĕрçĕсене палăртрĕç. Вĕсем — 5 çулхи Александр Головинпа 69 çулхи Олег Журавлев.

Уявра çемьесем йышлăн хутшăннине палăртма уйрăмах кăмăллă. Ачасемпе ашшĕ-амăшĕ, мăнукĕсемпе аслашшĕ-асламăшĕ, кукашшĕ-кукамăшĕ пĕрле йĕлтĕр çине тăни питĕ ырă пулăм. Ачасем мĕн пĕчĕкрен сывă пурнăç йĕркине тытса пыни аслисенчен килетех. Вĕсен ырă тĕслĕхĕ спорта юратма вĕрентет те çамрăксене. Акчелĕнчи Карсаковсем, Аслă Елчĕкри Карамаликовсем, Ĕнелĕнчи Кузьминсем, Елчĕкри Архиповсем тата ыттисем йĕлтĕр çинче çирĕппĕн тăраççĕ. Вĕсем массăллă чупура кăна мар, ытти чухне те йĕлтĕрпе ярăнса ỹт-пĕвне пиçĕхтереççĕ.

Палăртса хăварасах килет: йĕлтĕр йĕрне Елчĕкри вăтам шкулти физкультура учителĕсемпе ачасем, А.В. Игнатьев ячĕллĕ «Улăп» физкультурăпа спорт комплексĕн тренерĕсем лайăх хатĕрленĕ.

«Раççей йĕлтĕр йĕрĕ — 2018» массăллă чупу кашни ял тăрăхĕнчех ăнăçлă иртнĕ.

 

ХАКЛАВ

Елена САПАРКИНА, Чăваш Республикин ачасен прави енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ:

— «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» массăллă чупăва Елчĕкре иккĕмĕш хут хутшăнатăп. Спорт уявĕнче ачасемпе пĕрле ашшĕ-амăшĕ те йышлă пулни савăнтарать. Çак спорт уявĕ çынсене çывăхлатать, çемьене çирĕплетет, ырă йăла-йĕркене упрама вĕрентет. Çанталăкĕ те паян илемлĕ, Елчĕк халăхĕн пит-куçĕ те савăнăçпа çиçет. Акă ăçта вăл пурнăç илемĕ!

Валентина НЕМЦЕВА, район администрацийĕн вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн кадрсемпе ĕçлекен специалисчĕ:

— «Раççей йĕлтĕр йĕрне» 2005 çултанпа хутшăнатăп. Малтанхи çулах спорт уявне Шупашкара кайнăччĕ. Ытти çулсенче, мĕн паянччен, Елчĕкри массăллă чупура тупăшса малти вырăнсене йышăннă. Мĕн пĕчĕкрен йĕлтĕрпе чупма юрататăп. Ахальтен мар спорта юратакан Мальковсен йăхĕнчен эпĕ. «Раççей йĕлтĕр йĕрĕн» калпакне пухатăп, 2005 çултанпах пур вĕсем.

Олег ЖУРАВЛЕВ, пенсионер. 69 çулта. Елчĕк ялĕ:

— Сывă пурнăç йĕркине тытса пыни аслă ỹсĕмри çынсене çамрăклатать. Çуллахи массăллă чупăва хутшăнсах каймастăп эпĕ, йĕлтĕрпе ярăнма вара питĕ юрататăп. Елчĕкри ЛТЦра водительте ĕçлесе пенсие тухнă. Йĕлтĕр çине тăрсан чунра ырăлăх çуралать.

В.КИРИЛЛОВА.

Сăн ỹкерчĕкре: массăллă чупури самант.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code