Суббота, Сентябрь 26, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Предприяти ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă

Предприяти ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин скважинăсем шăратнă çĕрте усă куракан крахмаллă реагентсем тата ытти продукци туса кăларакан Елчĕкри «Промсервис» наука производство пĕрлешĕвĕ» акционерсен обществин коллективĕпе тĕл пулнă.

Чи малтанах Юрий Титов генеральнăй директор предприяти ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă. 23 çул каяллах йĕркеленнĕ, хальхи вăхăтра ура çинче çирĕп тăракан тата район бюджетне йĕркелеме пулăшакан çак предприяти пирки каламалли нумай. Чи кирли — хальхи вăхăтра кунта районта пурăнакан 39 çынна яланлăх ĕç вырăнĕпе тата вĕсене кирлĕ шайри ĕç укçипе тивĕçтерни.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин коллективпа тĕл пулнипе усă курса районăн 2017 çулхи социаллă экономика кăтартăвĕсем пирки кĕскен чарăнса тăнă, пурне те кăсăклантаракан ыйтусем çине хуравсем панă.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code